 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Agabazar // 3520.44.0313 2013.02.22 00:15 | |
|  | Пухтел(Богдашкино) хăй те тахçан Чĕмпĕр облаçĕн райцентрĕ пулман-и-ха? | 
| Пухтель ачи // 1738.35.8359 2013.02.22 15:12 | |
| Ман шухăшпа, Цильнинский р-на тата Тутарстанри Дрожжановский р-не Чăваш енепĕ перлĕштĕрмĕлле, кунта петемпĕх чăвашсĕм пурăнаçĕ. Анчах-та Шупашкар инçетрĕх вырнаçнă-200 çухрăм ытла, Канаш-100 çухрăм. Чĕмпер çывăхрах-70 çухрăм. | |
| Agabazar // 1010.58.6717 2013.02.22 20:20 | |
|  | Пухтел ачине. "Пĕрлештересси" пирки ак çакăнта пăхăр: http://www.irekle.org/news/i383.html | 
| унтри // 1542.52.3822 2013.02.22 21:11 | |
| Шереметсем! Районсене халăха усă тума пĕрлештереç, е уйăраç тесе шутлатăр пулĕ -ха. Чиновнике укçа кăна кирлĕ. Укçа çын шучĕпе килет!  Чăваш çĕршывĕ дотациллĕ районсен шутне кĕрет.Малалла хăвах ăнсар. | |
| Аксар Чунтупай // 4318.3.7176 2013.02.23 21:20 | |
|  | Хисеплĕ, Agabazar. Ытти республикăсен тата облаçсен çĕрĕсене пирĕн республика çумне пĕрлештерме саккунпа килĕшÿллĕн унта çакăн çинчен референдум ирттермелле. Кун евĕр пăтратусене тума никам та ирĕк памĕ çав. Уссине шанмалли те çук.  | 
| Аксар Чунтупай // 4318.3.7176 2013.02.23 21:21 | |
|  | Унтрипе вара эпĕ 100 проценчĕпех килĕшетĕп. Бюрократсен çĕршывĕнче пĕтĕмпех чиновник тата ун кĕсйинчи укçа татса парать. | 
| Аксар Чунтупай // 4318.3.7176 2013.02.23 21:23 | |
|  | Бюрократсен шучĕ чакнинче усси пулма пултарать, анчах та халăха усă пулмĕ. Шкулсене, клубсене, пульницасене хупса пĕтерĕç. Çавă шиклентерет пире çамрăк мар çынсене. Çамрăксене мĕн - паян кунта, ыран унта вĕсем. | 
| унтри // 2680.61.5361 2013.02.24 09:27 | |
| Бюрократсен шучĕ чакма пултараймаççĕ - чухăнлансах пыракан халăха тытса тăма кирлĕ вĕсем. Шкулсенчен, клубсенчен пушалнă укçа вырăнĕсене полицие тата тĕрмесене çирĕплетме яраççĕ. | |
| Agabazar // 3708-5782 2013.02.24 14:10 | |
|  | Аксар Чунтупай:" Кун евĕр пăтратусене тума никам та ирĕк памĕ çав..." Кун евĕр пăтратусем тăтăшах пулса иртеççĕ. 1994-мĕш çулччен Чулхула облаçĕнчи Сокольски районĕ Иваново облаçĕнче шутланнă. постановлени кăларса çапла тунă. Чăваш Ене пĕчĕклетес тесен пиртен ыйтса тăмĕç. | 
| Agabazar // 3708-5782 2013.02.24 14:23 | |
|  | Чăваш Республикин Анклав евĕрлĕ территорисем пур. Сăмахран, иВăрăмхăва. Вăт çавăн пеккисем тĕлĕшпе Тутарстан тÿре-шари сĕнÿпе тухнă, сĕнÿсене Шупашкара та ярса панă. КУ ЧĂН СĂМАХ. Çакăн пирки Ю.Михайлов журналист "Хыпарта" çырнă. Чылай пулать унтанпа. | 
