 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Вихтăр // 1039.8.4424 2013.03.28 09:51 | |
| Чĕлхене пĕлекенсем, хисеплекенсем Шупашкарта çеç упранса юлаççĕ малашне. Ялта ăçтан упранас чĕлхен, шăпăрлансем пĕчĕкренех пĕлеççĕ: ашшĕ-и е амăшĕ те хăш чух Чулхулана, Хусана е Мускава ĕçлеме каяççĕ( ялсенчи ĕç вырăнĕсене ятарласа пĕтерчĕç вĕт).Унта атте-анне ним те хатĕрлесе хуман, веçех хăвăн турткалашмалла. Шăпăрлансем ăçтан çил вĕрнине чухлаççĕ. | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2013.03.28 10:54 | |
|  | Шăнкăравларăм. Ял вулавăшĕн телефонне кăтартман та Арапуç ял тăрăхĕн администрацине шăнкăрав ятăм. Телефон кĕпçине тытнă çын тӳрех чăвашла саламлани килĕшрĕ. Вулавăш ĕçченĕ паян вырăнта мар иккен — конкурса хутшăнма кайнă. Администрацире лараканни ман сăмахпа килĕшрĕ, малашне куравсен ячĕсене чăвашла йĕркелемелли пирки çитеретĕп терĕ. | 
| Agabazar // 3467.6.9355 2013.03.28 14:42 | |
|  | Мĕнпур ĕçе пĕтĕмпех вырăсла йĕркелесси ЙĂЛАНА кĕрсе çитнĕ. ЙĂЛА мĕнне вара эсир пурте пĕлетĕр. Лару-тăру хăй тĕллĕн улшăнас çук. Хăй тĕллĕн ним те улшăнмасть. Ку çутçанталăк саккунĕ. "ÇŸЛТЕН" ЫЙТАКАНСЕМ ÇУК ПУЛСАН ку тĕлĕшпе малашне те çаплах пулĕ. | 
| Agabazar // 3467.6.9355 2013.03.28 14:46 | |
|  | Тимĕр, Вихтăр, Якур, Тури Вихтăр йышши "ХАСТАРСЕМ" ку тĕлĕшпе лару-тăрăва улăштарма пултарасса эп пĕрре те шанмастăп | 
| Васса // 1089.9.9792 2013.03.28 15:06 | |
| Вихтăр,эс пĕлсех çыратăп тетĕн пуль, хулара çеç чăвашла пĕлекенсем, хисеплекенсем юлаççĕ тесе.Ялсенче те пур-ха ун йышшисем, туйсенче те чăвашлах юрлаççĕ, салтака та чăвашлах ăсатаççĕ,пур, çук мар. Хула пирки ман пĕрре те ун пек шутлас килмест...  | |
| Вихтăр // 1039.8.4424 2013.03.29 10:18 | |
| Васса! Хулара çеç тесе пĕр сăмах та каламастăп. Эп те кашни эрнерех яла çÿреп. Чăвашла калаçнине илтеп хушăран. Анчах ял ачийĕсем те вырăслах поплеççĕ-çке ытларах ялта. Çапах чĕлхе пуласлăхĕшĕн хула интеллигенцийĕ шутланă пек туйăнать те( тÿрех калатăп эп ни интеллигенци те ни ăсчах та мар). Хам чун ыратăвне çырап çеç. | |
| Якур // 3889.03.5922 2013.04.01 22:32 | |
| Акапасар, эс шанакан шанчăклă çынсем пур-И, камсем вĕсем? Е эсĕ и один в поле воин. Хăв шаннисен ятне-шывне кала-ха, е ку секрет-и? Ну кала ĕнтĕ, тен эпир те  шанатпăр вĕсене, вĕсен тавра пуçтарăнма пулать! | |
