 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2013.06.20 21:10 | |
|  | Сасăларăм-ха... | 
| Agabazar // 2002.72.3170 2013.06.20 21:58 | |
|  | Сасăлани аван-ха вăл. Анчах та тĕнчери мĕнпур ыйтăва сасăланипе çеç татса пама çук. Сасăлама пачах та юраман ыйтусем те пур. | 
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2013.06.20 23:01 | |
|  | Наци телекуравне чăвашлатмалла. Эп çакна пĕлетĕп. Мĕнле, кам тумалла? Ку тĕлĕшпе эп хуравлама пултараймастăп (вăл сферăра ĕçлеместĕп те). Чăвашла кăларăм та хатĕрлейместĕп. Сасăлавра та пулин чăваш чĕлхишĕн çеç сасăлама пултаратăп. Пултарнине тумаллах — вăт сасăларăм та. :)  | 
| Agabazar // 2193.65.0235 2013.06.20 23:13 | |
|  | Agabazar:"...Сасăлама пачах та юраман ыйтусем те пур." Енчен те вырăсла телекуравшăн тăракансем ытларах пулса тухсан? Вара чăвашла телекурава хĕсмелле-им? Ак мĕне шута илтĕм эп. Пуянсене хунар юписенчен çакса тухмалла тесен те, сăмахран, савăнсах "Юрать!" тесе сасăлама пултараççĕ.  | 
| Аксар Чунтупай // 2226.09.7664 2013.06.29 10:52 | |
|  | Agabazar: Енчен те вырăсла телекуравшăн тăракансем ытларах пулса тухсан?
 Кунта передачăсене чăвашла курас текенсем пур-и текен тĕп шухăш çеç пур, ытти шухăшсем аякра тăраççĕ... | 
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2013.06.29 19:57 | |
|  | Сăмах май, наци телекуравĕн ертӳçине тунтикун суйлĕç тет. Конкурсра пурĕ 8 çын... | 
| Тимӗр // 1845.53.0439 2013.07.01 16:19 | |
| Александр Магаринпа Сергей Павлов "финала"тухнă пулмалла.Мĕнех:тивĕçлĕ çынсем.Телевидени ĕçĕнчи профессионалсем.Чи пахи:чăвашсем.  | |
| bor1959 // 1039.8.4424 2013.07.02 09:40 | |
| Акасапар, сасăлани чулпа пени мар. Япăххи ним те çук. Сасăлав пуххине тĕрĕс усă курмалла çеç( Вырăсла каласан: принять ответственное мудрое решение опираясь на Итоги голосования. Это не значит принять точно такое Решение, как велят итоги голосования. В этом и есть  Мудрость и ответственность принятия Решения).  | |
| Agabazar // 3266.83.8041 2013.07.02 10:56 | |
|  | bor1959, Чăваш Парламентĕнче Сасăласа (?) Конституцирен "патшалăх" сăмаха кăларса пăрахнă. Çакнашкал сасăлав пирки те "Япăххи ним те çук" тейĕр-ши эсир? Чулпа пенинчен те хăрушă ку! | 
| Аксар Чунтупай // 3660.09.3154 2013.07.02 12:33 | |
|  | "Чăваш Парламентĕнче Сасăласа (?) Конституцирен "патшалăх" сăмаха кăларса пăрахнă".
 Сасăлавпа ыйтăма пăтраштарма кирлĕ мар кунта. Вĕсен иккĕшĕн те пачах урăхла тĕллевсем. Статусĕсем те расна. Пĕлтерĕшĕсем те уйрăм. | 
