АÇТАХАР!
ШКУЛСЕНЕ, ПАХЧАСЕНЕ,ЛАГЕРСЕНЕ ТАТА ЫТИСЕНЕ. ЮРĂХПĂ ЯНĂРАВЛĂ ЯТ-СĂМАХСЕНЕ ЯТАРЛАСА СĔНСЕ ПĂХ-ХА ХУТ ÇЫРАКАН ТŸРЕСЕНЕ.. ТЕН, ВУÇЕХ МАНСА КАЙМАН-ТĂР ТĂВАН ТЫМАРСЕНЕ!.
.
Пăшатан // 1266.65.2450
2026.09.25 07:04
Сăмахран, «Журналист» ят та чăвашла шутланать. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхинче «Журналçă» сăмах çук пулмалла.
Çав вăхăтрах «Строитель» тенине ниепле те чăваш сăмахĕ теес килмест. Юри майлаштарнă эквивалент, тен, çук пулин те.
Пăшатан // 1266.65.2450
2026.09.25 07:22
Хăшпĕр ялсенче, саманине кура, Аслă Атилĕх вăрçинче пуç хунисене асăнса палăк лартассин çĕнĕ юхăмĕ пуçланчĕ.
Çавнашкал палăксем çинче асăну сăмахĕсене çыраççĕ. Чăвашла текстсем çырса хума манмаççĕ?
Шел пулин те, «манаççĕ» çав.
Акă Патăрьел районĕнчи Пăлакссинчи (Арсений Тарасов çыравçăн тăван ялĕнчи) çĕнĕрен тăвакан палăках илер. Ăна туса пĕтермен-ха темелле. Малашне палăка официаллăн уçасси те пулса иртмелле-тĕр.
Анчах та халех курăнать: асăннă объект çинче чăвашла çур сăмах та çырса хума палăртман пулмалла.
Çавна май çакна аса илтеретĕп: 1941-45-мĕш çулсенче вăрçа тухса кайнисем чăн чăвашсем пулнă, вĕсенчен ытларахăшĕ, чăннипе каласан, вырăсла калаçма та пĕлмен.
Из далекого детства // 1419.65.4046
2026.10.04 11:11
Вот это актуальнейшая проблема, особенно сейчас, в современный период жизни... Без этих проблем, по Станьялу, смачно жить невозможно... Надо же "Коллективлă садсен ячĕсем"... Как гласит народная мудрость: "Аптранă квакал..." по коллективным садам шастает
Пăшатан // 1598.84.2956
2026.10.06 10:52
Каллех Патăрьел районĕнчи Пăлакссинчи (Арсений Тарасов çыравçăн тăван ялĕнчи) çĕнĕрен тăвакан палăк пирки.
Палăк çинче текстсем çеç мар, сăнсем те пур.
Пĕр сăнĕ çинче — салтак тата ăна Аслă Атилĕх вăрçине ăсатакан (ахăртнех, çапла ăнланмалла) хĕрарăм сăнарĕсем.
Салтак сăнарĕ йĕркеллех. Анчах та хĕрарăмĕ 1941-1945-мĕш çулсенчи çынна мар, XXI ĕмĕрти, хальхи вăхăтри, майрана аса илтерет.
Слапух Турра, салтакĕ 80 çул каяллахиех, паянхи саманари мар: пилоткăпа, гимнастёркăпа, тата ытти те.
Из далекого детства // 1419.65.4046
2026.10.09 16:28
Так "аптранă квакал" или "аптранă кăвакал"? А может так быть, к примеру, в литературной, классической версии "кăвакал", а в разговорной - "квакал"?
Пăшатан // 2443.15.9761
2026.10.12 16:31
Из далекого детства текенскер,
Пăшатансемпе шĕшлĕсем мĕн каланине çăвар карса итле. Вара пурне те пĕлсе çитĕн.
Вĕнтентнĕшĕн пĕр пус та илместпĕр. Тÿлевсĕр.
Анчах та эс вĕренме ан ÿркен. Ан вăтан.
Ă тата ӗ сасăсем кĕрсе ларма та, тухса ÿкме те пултараççĕ. Кунашкал вариантсем пурте тан.
Из далекого детства // 1419.65.4046
2026.10.13 11:16
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.3-мӗш пункт)
ШКУЛСЕНЕ, ПАХЧАСЕНЕ,ЛАГЕРСЕНЕ ТАТА ЫТИСЕНЕ. ЮРĂХПĂ ЯНĂРАВЛĂ ЯТ-СĂМАХСЕНЕ ЯТАРЛАСА СĔНСЕ ПĂХ-ХА ХУТ ÇЫРАКАН ТŸРЕСЕНЕ.. ТЕН, ВУÇЕХ МАНСА КАЙМАН-ТĂР ТĂВАН ТЫМАРСЕНЕ!.
.