Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхине хӗснишӗн кам яваплӑ?

Аçтахар Плотников18.06.2013 23:3812799 Пурĕ пăхнă

Юлашки вӑхӑтра чӑваш чӗлхине хӗсессипе нумай хыпар пырать. Малтан педагогика университетӗнче темиҫе факультета пӗрлештерсе чӑваш факультетне пӗтерчӗҫ, халь Ульянов ячӗллӗ университетра ҫав ӗҫех пырать. Нумайлатас вырӑнне хӗсни, чакарни — ман шутпа влаҫрисем чӑваш чӗлхипе кӗрешнине кӑтартать. Ытти факультетсене пӗрлештермеҫҫӗ-ҫке... чӑвашлисене ыттисемпе хутӑштараҫҫӗ. ППЭ чӑвашла тытма майсем туса парас вырӑнне халӑха хирӗҫ тӑрмашаҫҫӗ.

Издательство ҫурчӗсене пӗрлештерни те ҫав ӗҫех — вырӑслисене пӗр ҫӗре пухасси пирки сӑмах тапратмаҫҫӗ, чӑвашлисем ҫине тапӑнаҫҫӗ. Укҫа-тенкӗ перекетлеҫҫӗ... Чӑваш чӗлхи ҫинче перекетлемелле-им вара? Лару-тӑрӑвӗ хӑруш — сахалрах тӑкаклас вырӑнне майсем тупса ытларах уйӑрас пулать! Вӗсем вара чакараҫҫӗ...

Чӑваш чӗлхишӗн ҫунатпӑр, пӑшӑрханатпӑр! теҫҫӗ пулин те ӗҫӗпе вара пушшех урӑхла пулса тухать.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ленин // 2361.10.1348
2013.06.23 17:01
Халăхăмăр пирки эпĕ калама хăйяймастăп. Анчах та, халăх ячĕпе хăш-пĕр калаçакана ăнланма йывăр. Калаçакансем пирки сăмах хушрăм кăна.
тăнкки // 5021.7.2228
2013.06.26 10:36
Килте чăвашла вĕрентме (калаçма) патшалăхран пĕр пус та кирлĕ мар. Хальхи хула çынни пус çинчен шухăшлани тĕлĕнтермест. Е пуçне ăна пуспа тултарма панă-ши? Е хула çынни "çутă ĕмĕтлĕ" пыршă-пакартăпа шухăшлать-ши?
Agabazar // 1832.52.5922
2013.06.26 12:36
Agabazar
Ман сĕнÿ: Комментари çырма лариччен малтан çак хÿме пуçĕнчи Admin'ăн статйине вуласа тухăр е ăна аса илĕр: мĕн пирки пырать унта сăмах?
Agabazar // 3131.36.4369
2013.07.22 19:43
Agabazar
Алексей Навальный наци ыйтăвĕ тĕлĕшпе мĕнлерех шухăш-кăмăллă çын-ши? Ку тĕлĕшпе ,сăмахран, ак çакăнта пăхма пулать:https://www.facebook.com/navalny/posts/627702410582179
Тимӗр // 1845.53.0439
2013.07.23 11:06
КĕçЕХ ЧăВАШ ФАКУЛЬТЕТНЕ ХУПМА ТА ПУЛТАРĕç КАПЛА ПУЛСАН.МĕН УССИ.ÇАВАХ ПАСАРА КăНА КАЙСА ТăРАТЬ ДИПЛОМ ИЛСЕН.КАЛАçАСШăН МАР ЧăВАШ КИЛТЕ АЧИСЕМПЕ ТăВАН ЧĕЛХЕПЕ.КАЛАçМА МАР ЯТНЕ ТЕ ЧăВАШЛА ПАРАЙМАСТЬ МĕСКĕН
Agabazar // 2737.19.7397
2013.07.23 13:43
Agabazar
Timer, хăвăрăн ятăр мĕнле? Владимир? Кам панă çав ятăра? Паллах аçăрпа аннĕр? Вара эсĕр вĕсене мĕскĕн тесе шутлатăр-и? Хуллентерех, хуллентерех, тархасшăн!
Серте Унтри // 1004.91.7254
2013.07.23 22:26
Ман шухăшпа никама та айăплама çук. Сăлтавĕ пирĕн хамăрта. Хамăр интерессене пĕр каварлă пулса отстаивать тума пĕлменнинче çеç. Пĕр-периншĕн хута кĕменнинче, инкек-синкек тухсан пĕр-перин, уншăн савăнмаллипе савăннинче. Çак япаласем пурте пур пирĕрĕн ăшчиксенче. Пăшатана михĕре пытараймăн.
Agabazar // 8305.4.4085
2013.07.23 23:41
Agabazar
Серте Унтри, шет хăвăрти хирĕçÿлĕхе сисейместĕр?

Пĕр енчен: "...никама та айăплама çук... Тепĕр енчен: "...Сăлтавĕ пирĕн хамăрта..."

ХĂШ ШУХĂШĔ ТĔРĔС?
Agabazar // 8305.4.4085
2013.07.23 23:44
Agabazar
Серте Унтри, Пур-и айăпли е çук-и?
Тимӗр // 1845.53.0439
2013.07.24 18:37
Акапасар,ухмаха ан пер.Манăн атте-анне чăваш чĕлхине,чăвашлăха аталантармалла тесе кăшкăрман,чĕнсе каламан.Зарплата илсе ларман чăвашлăхпа"ĕçлесе".Хамта ĕмĕрех заводра ĕçленĕ.Хусанкайпа Туркай мана Тимер тенĕ.

Paĝoj: 1, [2], 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj