Тимӗр // 1745.04.8624
2014.01.09 22:23 | |
Хырса илме эсĕ кăна пултаран,Акапасар.Чăвашлăхшăн кунĕпе ĕç вырăнĕнче ĕçлесе илнĕ укçана хывма пултаракан Арсем пур-ха,тавах Аслă Киремете. | |
Якур // 4383.6.4293
2014.01.09 23:35 | |
Акапасар тулĕк хырса илесси çинчен калаçать. Вăл 90-мĕш çулсенчи куштансен хушшинчен пулĕ. Хăй парасси пирки пĕр сăмах та çук. Мĕнле çавăн пек çылăхсăр этем ку. Кай, эсрелсен чĕппи пуль ку çын. Вот çитсе пырать сурхури уявĕ. Хур пĕр салма пĕрлехи хурана! | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.24 12:07 | |
Сурхури уявĕ те иртсе кайрĕ,Çăварни уявĕ çитсе пырать.Мĕнле куримарăмăр Акасапаккасене(ан çиллен,Акасапар хăта,хăв тимĕрккесем тесе çырма пуçларăн,аса ил),çавăн пекех куримастпăр малашне те.Кунашкал пурăнсан инçе кайимастпăр, Акасапар хăта.Атнер калать,Тимĕр калать,Якур калама хăтланать пулăм йĕркелерĕмĕр тесе-Акасапар:"Фу"-тет,ниме тăман япала, иккен,тет. | |
Тимӗр // 8457.4.6295
2014.01.24 21:55 | |
Бор,ан кулян.Акапасар валли мар,халăх валли ĕçлетпĕр.Çĕр çынна яхăн хутшăнчĕç сурхури пуххине.Пурте ырă кăмăлпа тав туса саланчĕç.Станьялпа Мадуровран тав сăмаххисене илтме çăмăл мар.Айккинче тăрса йытă пек вĕрекеннисем яланах пулнă.Вĕсем çине ан пăх.Усси çук. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.25 20:30 | |
Эп кулянап Акасапар хăта хăйĕн "хăватлă" ĕçĕсемпе халăха паллаштариманшăн.Те шикленет,те вăтанать каласа памашкăн. Форумра питĕ хастар-ха ку каччă.Анчах кулленхи пурнăçра, "чăн-чăн" пурнăçра( хăй каланă пек) куримастпăр санăн хастарлăха. | |
Agabazar // 3192.21.2638
2014.01.25 22:18 | |
Ну уçăр эппин çакнашкал тема:
Акапасарăн "хăватлă" ĕçĕсем. Вара чун каниччен калаçăр унта çав темăпа. Кăмăл пулсан эп те кĕрсе тухма пултарăп вăл темăна. Кăмăл çук пулсан — кĕмĕп. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.27 09:30 | |
Акасапар хăта,каллех ăнланмана перетĕн.Кунта ĕçĕ сан темăпа калаçни çинчен мар.Темине 10 таранчченех уçма пулать.Калаçу кунта çакăн çинчен пырать: эс хăвăн ĔÇÿсем пирки çырса кăтартимастăн,анчах çынсем пулăмсем йĕркелени çине шăл йĕрсе:"Тимĕрккесем, Якурккасем темскер йĕркелекелеççĕ"-тесе çыркаласа ларни çинчен пырать. Сан пулăмсем çук пулсан çăварна хуп та кай сана килĕшекен Украина форумне. Халь унта хĕрÿ калаçу пырать. | |
РЕЙ // 3231.25.3302
2014.01.27 10:03 | |
Ман шутпа ку сайтра Акапасар пек хăватлă аналитиксем çукрах.
Акапасар тĕрĕс шухăшсем генерировать тăвать. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.27 14:15 | |
Рей е РЕЙ каласа кăтарт-ха, тархасшăн, хăш тĕлте Акасапарăн аналитика тĕлĕшпе генерировать тăвакан шухăшсене вулама пулать. Темскер каласа ан хур-ха Акасапар пирки, гений е çулпуç тесе ан кала-ха тата.Эс вула-ха унăн Украина темипе çыхăннă çырăвĕсене(халь çырма пăрахрĕ,"чĕç" туса ячĕ пулмалла в связи с последними событиями).Аналитика тĕлĕшпе Н.В.Федоров камандинче те нумай çыратчĕç.Как говорится,писать не камни ворочить. | |
Тимӗр // 2212.82.5570
2014.01.28 21:50 | |
Пурте халь аналитиксем.Пурте генерировать тума маçтăр.Пĕчик ĕç пирки тĕслĕх калаймарĕç."По делам надо судить,а не по словам"-тенине манса ан кайăр. |