Тимӗр // 3168.69.1680
2013.12.26 22:09 | |
Ăнлантарăр ĕнтĕ кам та пулин йĕркеллĕ хирĕçмесĕр Акапасара.Чăвавшсем,суварсем,пăлхарсем тата пирĕн несĕлсем нихçан та пĕр çынна Эсир тесе каламан.Курнăçланса тата суя хисепленипе Эсир теесси вырăссенчен килнĕ Акапасар пеккисене.Вырăсем французсенчен илнĕ | |
Тимӗр // 3168.69.1680
2013.12.26 22:14 | |
Министрсене мускавсем лартаççĕ.Çавăнпа тен вĕсем Эсир пулса тухаççĕ.Килĕшет вĕсене эсир.Акапасар,а сана мĕншĕн Эсир килĕшет?Станьял эсĕ тесен савăнать.Илле-паттăр эсир тесен калама çук кÿренет. | |
Agabazar // 2053.62.2594
2013.12.26 23:43 | |
Çыншăн кулач çиме хушман!
Станьялусемпе Илле-паттăрусем хăйсем кунта килсе хăйсем калаччăр шухăшĕсене. "Суварсем" тенине вара никам та нихçан та курман. "Снежный человек" тенĕ пекех илтенет вăл. Паспорт çине (е урах документ çине) çыртарам пекки туни те — пустуй япала çеç (леш хайхи "разделяй и властвуй" тенĕ пек). | |
Якур // 3753.0.6410
2013.12.27 01:13 | |
Кунта Акапасара пĕрре кăна мар чĕнчĕç ĕнтĕ Суварсен ушкăнне кĕрсе паллашма.Йĕркеллĕ çынсем,АКапасартан нимпе те кая мар.Ытларах каласан тивĕçлĕрех те: эрех ĕçмеççĕ, чĕлĕм туртмаççĕ, авалхи йăла-йĕркене ырлаççĕ, сумлă ĕçĕсем пур, кĕпе-тумтир авалхи несĕлсенне тăхăнма тăрăшаççĕ,ачисене тăван чĕлхене,авалхи йăла-йĕркене вĕрентеççĕ тата ыт. те. Акапасар кам вара вĕсене хурлама, хăй мĕнле утăм тунă-ши çав енпе? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.27 09:48 | |
Акасапара никам та ăнлантаримаç,мĕншĕн тесен вăл РАК. Принципиаллă ăнланма шутламаç.Станьялусене,Илле-паттăрусене тесе çырать.Çавăн пекех пурте "пренебрежительный" тонпа( эп Уж Тимĕр,Якур,bor пирки каламас та).Эп каланăччĕ Илле-паттăр çинчен те çырать Акасапар формăшăн кăна тесе,Чăн та çавăн пекех.Анчах юрĕ.Суварсем хăйсен уявсене эрехсĕр йĕркеленине ĕненмене переть,ĕненме питĕ ансат:ик-виç хут хăнана каймалла çеç. | |
Тимӗр // 2582.83.0381
2013.12.29 21:34 | |
Акапасар,эсĕ суварсене курманни пĕлтерместь вĕсем çуккине.Тăмана кăнтăрла курманнишĕн хĕвел айăплă мар.Суварсем çак уйăйхра кăна Балтай Микуç выстăвкине хастар хутшăнчĕç.Суварсен çĕнĕ ул уявне нардукан уявне вăйлă ирттерчĕç.Пултараç суварсем!А чăвашсем ăçта? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.30 09:45 | |
Акасапара чĕнмелле мар, вăл виртуаллă пулăм. Татах вăл реальный пулсан та хăрать:Çыншăн кулач çиме хушман ăна кукамăшĕ. | |
Agabazar // 7790.0.5742
2013.12.30 17:28 | |
Timer: //Акапасар,эсĕ суварсене курманни пĕлтерместь вĕсем çуккине.//
Хăйсене "сувар" тесе калакансем чăннипе вĕсем пирĕн пек чăвашсемех. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.30 18:55 | |
Акапасар-хăта,хохолсем те москальсем пекех волхвасем, славянсем.А эс пур Австро-венгри империйĕнче çырнă Гимнпа аташан.Окраинăра Карпат тăвĕсем патĕнчи халăх кăна çав гимнпа çума-çумлăн.Кăнтăр,Хĕвелтухăç Окраинăра пачах урăхла шухăшсем.Раççери ялан пурăнакан 2% ытла хохолсем,тата ĕçлеме килекен 3% хохолсем пачах урăхла шухăшлаççĕ Акасапар-теоретик-юлташ.Хырăм урăхла шутлаттарать пулмалла,ахальтен мар выçă инстинкчĕ чи вăйлă инстинкт. | |
Agabazar // 7790.0.5742
2013.12.30 19:32 | |
"Борсем" сехĕрленсе ÿкни çакна систерет:
леш хайхи гимн çав тери тĕрĕс япала. "Борсем" мухтама тытăннă пулсан урăхла шутламаллаччĕ: Мĕншĕн тесен вал мухтакан япала чăннипе яланах начар. Ытти сайтçăсем те çавна тавçăрĕç пурăна-киле. |