 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Agabazar // 1436.50.2334 2013.11.20 18:24 | |
|  | Ку статьяна "Хыпар" -сем кунта килсе пăрахрĕç-ха та, анчах мĕншĕн хăйсем çакăнта çитсе витĕмлĕ сăмахĕсене каламаççĕ? | 
| Галина Зотова // 1690.07.4282 2013.11.20 19:50 | |
| Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: пусламаше сухална | |
| Галина Зотова // 1690.07.4282 2013.11.20 19:55 | |
| Пурнăç çулĕ çинче эпĕ тĕлĕнмелле çынсемпе пĕрре кăна мар тĕл пулса. Геннадий Волков пирĕн района учительсен конференцине килнĕччĕ, район пуçлăхĕ пулăшнипе манăн пĕрремĕш кĕнеке кун çути курчĕ. Кĕнекене Волкова парнелерĕмĕр. Вăл питрен чуп туса мана пил пани мана татах та çырма хавхалантарчĕ.Чăваш кĕнеке издательствинче кĕнеке кăларма ал çырăвĕсене валли рецензи кирлĕ пулчĕ, писательсенчен илмелле, терĕç. "Хатĕр пул" журналта паллашнă Александр Медведевпа(декан чувашского факультета педуниверситета) Осип Алексеев(Ăсан Уçăпĕ) мана пулăшрĕç. Рецензисене халĕ те тирейлĕ упратăп | |
| Галина Зотова // 1690.07.4282 2013.11.20 19:57 | |
| Ман кĕнекене издательство планне кĕртрĕç, 13 çул каялла кунта кун çути курнă пĕртен-пĕр издательство кĕнеки мана валли ĕмĕр асăнмаллăх парне пулчĕ. 2012-мĕш çулта хам вăйпа кăларнă краеведени кĕнекипе республика шайĕнче иртекен конкурса хутшăнма шутларăм. Конкурса хутшăнма рецензи кирлĕччĕ. Виталий Петрович Станьял, вăхăт çуккине пăхмасăр, манпа тĕл пулчĕ, рецензи çырса пачĕ. | |
| Галина Зотова // 1690.07.4282 2013.11.20 19:59 | |
| Пĕрремĕш вырăн никама та памарĕç, Шупашкарти пĕр учительпе иксĕмĕр иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Шутласассăн тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмелле, ман кĕнекене вуласа килĕштернĕ, питĕ паха рецензи çырса пама вăхăт тупрĕ! Мана, пĕчĕк чăваш хĕрарăмне , пысăк çынсем пулăшма кăмăл турĕç! Пурне те ырлăх-сывлăх сунатăп. Пурнан пурнăçра тĕлĕнмелле тĕл пулусем, хам пурăнсан, татах та пулĕç-ха. | |
| Галина // 1690.07.4282 2013.11.20 20:02 | |
| Ятлаçма пăрахăр, тархасшăн.Эсир пĕчĕк ачасем мар-çке. | |
| Agabazar // 2926.69.8289 2013.11.20 22:54 | |
|  | Vyacheslavna:"Хатĕр пул" журналта паллашнă Александр Медведевпа(декан чувашского факультета педуниверситета)"  Мĕнле Александр Медведев? Александр Мефодьев мар-и? | 
| Галина Зотова // 1746.52.6176 2013.11.21 19:22 | |
| Каçарăр, тархасшăн. Паллах, Александр Мефодьев! Алексей Фомич Медведев - писатель, ман ентеш. Вăл та мана ырă канашсемпе пулăшса. | |
| Галина Зотова // 1746.52.6176 2013.11.21 19:22 | |
| Каçарăр, тархасшăн. Паллах, Александр Мефодьев! Алексей Фомич Медведев - писатель, ман ентеш. Вăл та мана ырă канашсемпе пулăшса. | |
| Agabazar // 1996.39.8991 2013.11.21 19:32 | |
|  | Темех мар! Пулать вăл ун пекки! | 
