Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Тӗрӗс ҫырмалли йӗркевсем епле пулмалла?

Agabazar09.02.2014 11:1928048 Пурĕ пăхнă

Чӑваш сӑмахӗсене епле ҫырас ыйтупа Чӑваш Наци Конгресӗ ҫумӗнчи Ваттисен Канашӗ пуху ирттернӗ. http://www.youtube.com/watch?v=SIVO ... eature=youtube_gdata

Кун пирки ҫавӑн пекех ак ҫакӑнта пӑхма пулать: http://chuvash.org/news/4844.html

 

Тен, ҫакӑн пирки хӑйсен шухӑшӗсене калас текенсем ҫак Блорумра та пулӗҫ. Атту ав леш хайхи пухӑва хутшӑннисем пӗр-пӗринпе тавлашаҫҫӗ, пӳлеҫҫӗ пӗрне-пӗри. Ҫав вӑхатрах ку пирӗн лаптӑкра вара ҫав ыйтусемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр калаҫма пулать. Калӑпӑр, хайхи пухӑва хутшӑннӑ ҫынсен те кунашкал майсем пур. Хапӑл тӑватпӑр!

Ҫавӑн пекех ак ҫак тӗле те пӑхса илме сӗнетӗп: http://pkanash.chv.su/5_92_1.html

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2014.05.08 15:30
Хăная,Москвая,çырмая - тесе калаçаппăр анчах, çырасса вара: хăнана, Мускава, çырмана тесех çыратпăр, литература чĕлхипех калаçатпăр çынсем умĕнче.
Калав вулатăп: Шăши сак айне кĕрсе кайрĕ, -тесе çырнă. Хам ларакан сак айне пăхса илтĕм , шăши чупса çÿремест-им унта?
Оказывается, это не скамейка, а подпол. - тĕлĕнмелле мар-им? Вырăс ачине чăвашла вĕренме питех те йывăр хальхи правилăсемпе, чăвашларан вырăсла куçарма питех те кăткăс.
Agabazar // 3549.84.9354
2014.05.08 16:57
Agabazar
Хисеплĕ Вячеславна, Хăная, Москвая, çырмая тенисем ОРФОГРАФИ ЫЙТĂВĔ МАР. Вĕсем чăннипе ГРАММАТИКĂНА НОРМĂЛАС ЫЙТУСЕМ. "Правилăсене" илес пулсан, вĕсем те чăннипе пĕрле çырма чармаççĕ: Хăшпĕр хоспочынсем çеç пире ултавлăрах (çурма ултавлă) çулсемпе ярасшăн....
2014.05.08 21:58
Аксар Чунтупай
"Хальлĕхе" тесе çырни тĕрĕс. Орфоэпи правилине те тÿр килет: хытă сăмахра хупă сасă çемçен илтĕнет пулсан çемçелĕх палли лартмалла. Çавă çеç. Тĕлĕнмелли нимĕн те çук. Анчах "мунча" йышши сăмахсенче çапла çырма йышăнман. Ку чĕлхе саккунĕсен консенсусĕ (килĕшĕвĕ).
2014.05.08 22:02
Аксар Чунтупай
Тата: чĕлхе саккунĕсене пĕлес тени кĕсье тулли диплом пулмаллине пĕлтермест - пуçра ăс-пĕлÿ тата шухăшлав логики пуррине пĕлтерет. Каланă сăмаха анахронизма çавăрар мар...
2014.05.08 22:05
Аксар Чунтупай
Чĕлхере те радикалсем кирлĕ мар... Усси вырăнне сиенĕ нумайрах вĕсенчен...
Agabazar // 3574.19.2692
2014.05.08 22:09
Agabazar
Аксар Чунтупай // 4797.844
2014-05-08 21:58 "Хальлĕхе" тесе çырни тĕрĕс.

Килĕшетĕп.

Анчах та çемçелĕх паллисĕр çырни те тĕрĕсех!!!!

Эппин тавай тепĕр хут йĕрлесе пырар.
Agabazar // 3574.19.2692
2014.05.08 22:16
Agabazar
Чăваш чĕлхинче халĕ сăмах пур-и? Пур!
Ун çумне -лĕх аффикс çыпçăнма пултарать-и? Пултарать: Халĕ+лĕх=Халĕлĕх.
Чăваш сăмахĕсенче ĕ, ă сасăсем тухса ÿкме пултараççĕ. Сăмахран: Вĕлтĕрен=Вĕлтрен, Сасă=Сас, Пурнăç=Пурăнăç .... Ну мĕнле, халлĕхе пурте ăнланмалла-и?
Agabazar // 3574.19.2692
2014.05.08 22:23
Agabazar
...Пурте ăнланмалла пулсан малалла кайăпăр. Халĕлĕх сăмахра ĕ сасăсем пур-и? Пур!
Çавсенчен пĕри, иккĕмĕш сыпăкра тăраканни, тухса ÿкме пултарать-и? Пултарать:

Халĕлĕх=>Хал(ĕ)лĕх=>Халлĕх

Юлашки сăмаха пару падежĕнче лартса пăхар. Мĕн пулса тухать? Тĕрĕс, Халлĕхе!!! Çемçетÿ палли пур-и унта? Тĕрĕс, çук!
Вăт çапларах чăмласа пама тиврĕ.
Agabazar // 2216.02.1134
2014.05.10 09:02
Agabazar
Ĕнтĕ çапла пулса тухать: Апла та, капла та юрать. Çапах та кулленхи пурнăçра пĕр евĕрлĕ çыру меллĕрех. Çавна май эп çемçелĕх паллисĕр варианта сĕннĕ пулăттăм. Мĕшĕн тесен апла перекетлĕрех те, "эстетикăлларах" та. Элĕкре пурăнакан гени Н.Ларионов калашле,

Ытлашши "Ь" паллă — сывă ÿте тăрăннă шăрпăк пекех

Agabazar // 1699.6.1973
2014.05.16 12:35
Agabazar
Аксар Чунтупай:<<"Хальлĕхе" тесе çырни тĕрĕс. Орфоэпи правилине те тÿр килет: хытă сăмахра хупă сасă çемçен илтĕнет пулсан çемçелĕх палли лартмалла. Çавă çеç. Тĕлĕнмелли нимĕн те çук. Анчах "мунча" йышши сăмахсенче çапла çырма йышăнман. Ку чĕлхе саккунĕсен консенсусĕ (килĕшĕвĕ).>>
Ансат япаланах çапла мекĕçленсе, хирĕнсе (хирĕнчĕклĕн) йывăррăн ăнлантарма пăхни шутсăр хытă тĕлĕнтерчĕ. Тĕрĕссипе кунта пурте çиелтех выртать. Халь>Хальлĕх>Хальлĕхе
Урахла каласан , Халь мотивацилекен тĕп пулса тарать. (Халлĕхе вариантра вара, каларăмăр ĕнтĕ, мотивацилекен тĕп Халĕ, Халь мар).

Paĝoj: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj