Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Sergey: 17/03/14. "Стратегия и тактика развития чувашского народа"

Sergey17.03.2014 10:313883 Пурĕ пăхнă

"Стратегия и тактика развития чувашского народа"- Ҫапла, малалла ӑҫталла тата мӗнле Чӑваш халӑхӗн (Чӑвашсен) аталанмаллине кӑсӑклӑ тата тӗплӗ шухӑшласа палӑртсан, тӗллев лартсан аван пулать.

Ҫакне калас килет, ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче питех нумай халӑхсем (патшалӑхӗсем вара халӑхсен шутӗнчен нумай сахалтарах), ҫакна пула хӑшпӗр халӑхсем пӗр патшалӑхра пӗр-пӗринпе пӗрле пурӑнса аталанма тивет. Эпир, Чӑвашсем, Раҫҫейре ҫӳлерех каланӑ пек патшалӑхра пурӑнатпӑр. Ку ҫакӑн пек шухӑш патне мана илсе ҫитерчӗ-Чӑвашсен аталану тӗллевӗ тата ун патне ҫитерекен меслетсем пирӗн пек пурӑнакан нумай халӑхсеннипе тан, вӗсен тӗллевӗсемпе пӗр. Ҫавӑнпа малашлӑха вӗсемпе пӗрле пӑхас тата тӑвас пулать. Чӑвашсен тата ытти халӑхсем пӗршухӑшлӑхӗсемпе пӗртӗллевӗсене курса, палӑртса, пӗрле аталанмалли меслетсем тупмалла. Ҫавӑнпа пӗрлех, кашни халӑхӑн хӑйтытӑмлӑхне, чӗлхине, культурине, турӗненӗвне, пурнӑҫ йӑлисене упраса, аталантарса пымалли майсем тупмалла. Ку ӗҫре халӑхсене пайласа (тутарсем-чӑвашсем- вырӑссем...), хирӗҫлетсе (вырӑссем-оккупантсем), айӑплатса (чӑвашсем- мӗскӗн халӑх) вӑрҫӑнтармалла мар, пӗрпеклӗхсене ытларах палӑртмалла тата тишкермелле...

Ҫак енчен мана Конмин шухӑшӗсем килӗшрӗҫ, ҫаванпа пӗрлех ("...-кто в этом виноват?...") айӑплисене шырани кӑмӑла каймарӗ. Шутлӑр-ха, эпир айӑплисене шырани тата айӑплӑ пулассинчен хӑранипе малалла каяймастпӑр е аталанаймастпӑр мар-и?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj