Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Икӗ питлӗ Раҫҫей патшалӑхӗ

Аçтахар Плотников19.03.2014 09:3816419 Пурĕ пăхнă

Кун пирки ҫырмасан та паллӑ ӗнтӗ, анчах шӑпӑрт пӗрре те тӑрас килмест. Суя япалана пӗрре те чӑтма пултараймастӑп ҫав. Ан тив мана «предатель» тесе каласан та (чи хӑрушши хальхи вӑхӑтра — ыттисемпе пӗр шухӑшлӑ пулманни патшалӑха хирӗҫ пулнипе танлаштарни :( )

Сӑмахӑм мӗн пирки-ха? Ӗнерхи митингра «Мы против национализма!» текен плакатпа тухни пирки. Тӗрӗссипе хальхи халӑх хавхаланӑвӗ мӗнпе ҫыхӑннӑ? Шӑп та лӑп вырӑс национализӗмӗпе. Ара телевизор пире кунӗн-ҫӗрӗн ҫавӑн пирки пӗлтерсе тӑчӗ вӗт — вырӑс халӑхне хӳтӗлетпӗр, вырӑсла калаҫакансене кӳрентерме памастпӑр тесе.

Шел те «национализм» термина пирӗн патшалӑхра урӑх сӗмпе пӑхаҫҫӗ, Раҫҫей шучӗпе вӑл «нацизм», «шовинизм» терминсемпе пӗр тан. Анчах та пирӗн, чӑваш национализмӗ (тӑван халӑха юратни, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшни) нихӑҫан та нихӑш халӑха та хирӗҫ кайман, никампа та ҫапӑҫма чӗнмен. Пирӗн пек толерантлӑ халӑх тӗнчере те урӑх ҫук пуль. Анчах ҫапах та пирӗн национализма — е тепӗр май чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшнине — хӗсеҫҫӗ, пуҫ ҫӗклеме памаҫҫӗ. Украинӑра пулса иртнӗ пӑтӑрмахсем ҫине тӗллесе (ҫук, вӗсене эп пӗрре те ырламастӑп, анчах та мӗншӗн хирӗҫ тӑнине ӑнланатӑп) пирӗнешкел ҫынсемпе ыттисене хӑратаҫҫӗ.

Ҫавӑнпа та национализм, наци терминӗсенчен Раҫҫей патшалӑхӗнче пирӗн халӑхӑн, тен, хӑтӑлма та тивет пулӗ. «Народный», «народность» тенипе те ним мар ҫырлахма пулать. Юридици тӗлӗшӗнчен вал терминӑн сӗмӗ пӗчӗкрех пуль-ха та ӗнтӗ, анчах та хальхи вӑхӑтри пулӑмсене шута илесех пулать. Сӑмахран, ҫав терминсене пулах ӗнтӗ ман шутпа «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе регистрацилес темен. Ачисем унта усалсем мар-ҫке, тӑнлӑ ҫынсемех, никама та хирӗҫ тӑма тӗллев лартман.

Икӗпитлӗх пирки малалла каласан: ак ӗнерхи митингри плакатсем — пурте вырӑсла, пӗр чӑвашлине те курмастӑп. Чӑвашла ҫырма ыйтсанах — каллех эс националист, каллех эс — патшалӑха хирӗҫ ӗҫлекен ҫын. Анчах та Путин вырӑсла калаҫакансене хӳтӗлет пулсан мӗншӗн унӑн чӑвашла калаҫакансене хӳтӗлес мар? Эпир ют патшалӑхра пурӑнмастпӑр-ҫке! Эпир те ҫавӑн пекех ҫынсем, чӑваш халӑхӗ те ытти халӑхсемпе пӗрлех Гитлера хирӗҫ ҫапӑҫнӑ!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2014.03.20 00:38
Аçтахар Плотников

Крым пирки каларăм ĕнтĕ — истори кăна татса парĕ. Вăл, санашкал вырăсла каласан, свершившийся факт, ăна халь йышăнас кăна пулать. Анăçрисем «йышăнмастпăр» тени пуш сăмах кăна. Фактически вăл Раççейĕн ĕнтĕ.
//сăмах май ман сăмахăм Крым пирки те мар, чăвашпа вырăс пĕр тан марри пирки.
2014.03.20 00:47
Аçтахар Плотников
«Поэтому успокойся и многое не комментируй со своей колокольни.»
Якур, (сана пиччем темелле-ши? мана шăллăм тенĕрен) — кунта ирĕклĕ, кашни хăй шухăшне пĕлтерейрет. Эсĕ те, эпĕ те. Арминче пулман тесе ман халь мĕн вакка чăмас-им?
«Иллене все равно, лишь бы отметиться и получить бабло.»
Кăна комментарилеместĕп. Оппозиционерсене пурне те çапла ярлыксем çакаççĕ — укçашăн ĕçлеççĕ имĕш. Те илеççĕ те илмеççĕ... Эп хам курнă япалана кăна комментарилеме пултаратăп. Курман.
Тĕрĕссипе ăнланмастăп — мĕн енчен çак темăра каллех Илле? Ăна сӳтсе явмасăр урăх сирĕн шухăш çук-и? Е тавракурăм çав тери хĕсĕк? Те Иллене паттăр шайне кăларасшăн...
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.20 09:56
Текстра çырнă:"Икĕпитлĕх пирки малалла каласан: ак ĕнерхи митингри плакатсем — пурте вырăсла, пĕр чăвашлине те курмастăп.Чăвашла çырма ыйтсанах — каллех эс националист, каллех эс — патшалăха хирĕç ĕçлекен çын."- ну суя вĕт-ха ку. Кам митинг хатĕрленĕ, вĕсенчен ыйтас пулать.Админ хăта, Мир Луксор патĕнче пикет ирттернĕ канмалли кунра.Унта Чăваш чĕлхипе пайтах плакатсем пулнă.Çав плакатлă çынсене никам та "Упăте читлĕхне" кайса хупман.Енчен те кам та пулин çав пикета "Крым+Россия" текен плакатпа пырас пулсан Ăна хăваласа янă пулĕччĕç.Действительноç çавăн пек.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.20 10:06
Эпĕ питĕ ăнланатăп Акасапара,Админа.Вĕсене питĕ Путин политики килĕшмен пирки пĕлтереç вĕсем.Анчах та Админа та, Акасапара та хотя бы пĕр 10-15 çынран тăракан ушкăна(бригада пултăр вăл, отделени пултăр)ертсе пырса пăхма сĕнетĕп. Вара курăпăр мĕн пулса тухнине! Татах ытларах çав бригадăра пĕр 4-5 наци çынни-куштанĕсем пулччăр.Слабо, Акасапар.Ав Иллен пулмарĕ, тапса сирпĕтрĕç редакцинчен(каçару ыйтатăп кунта Илле ятне аса илнĕшĕн).Мĕн сÿпĕлтетсе ларатăр-ши,мăнтарăнсем.
Владимир // 1141.92.8320
2014.03.24 16:37
Эксперты большинства стран Европы настаивают, что Россия играет более важную роль в оздоровлении европейской экономики, чем Америка. Они считают, что санкции против РФ ударят по автомобильной промышленности Германии, индустрии моды Италии, сфере финансовых услуг Лондона и туризму Греции. Согласно статистическим данным, 21% проданных в 2013 году автомобилей в России, были произведены в ФРГ.
Владимир // 1141.92.8320
2014.03.24 16:37
Более того, количество всех люксовых товаров, которые были проданы в Италии в 2012 году российским туристам, составило 29%. Во Франции число таких товаров составило 11%, в Великобритании – 5%. Европейцы также опасаются, что они рискуют потерять миллиарды инвестиций, вложенных в Россию, если та решит ввести ответные санкции.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.24 16:51
Админа тата Акасапара пĕлсе тăма тепĕр хут калатăп: Одесса та, Крымпа Севастополь та нихçан та Украинăн пулман. Вĕсем пулнă грексен, осман империйĕн, вырăс империйĕн---анчах нихçан та украин текен çĕрĕн пулман. Пулман историре кун пек япала! Çакна эсĕр иксĕр ăнланса илме пултарсан малалла калаçма пулать.
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.24 21:48
Админ каласшăн:чăвашсене çавăн пек хÿтĕлесчĕ Кремльте ларакансем-тесе.Чăваш чĕлхи питĕ хăвăрт пĕтсе пынă пирки чунĕ ыратни пирки кунта тĕп шухăш пурин те.Крымĕ вăл унта та кунта та пулнă пулас,а чăваша упарма хăçан пуçлăпăр?.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.25 09:34
Тимĕр хăта!Ара Микулай çавăн пекех çунать пулсан чăваш чĕлхи çав митингра çуккишĕн, тытмалла та йĕркелемелле чăвашла митинг.Анчах, та эпĕ ăнланнă тăрăх, Админ,Илле, Акасапар украинăра Раççей ирттерекен политикăна хирĕç.Вара мĕншĕн хирĕçле плакатсемпе митинг йĕркелекенсен Митинга кĕртмелле?Кунта "не стыковка" теççĕ вырăссем.Ара Крымри политикăна сивлекен пикета та урăх шухăшлисене чĕнмеççĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.25 10:14
Админа пĕлсе тăма:Америк куштанĕсем 15 çул каялла Югославире, Европа варринче вакуумлă бомбăсемпе тата урановăй бомбăсемпе алхасрĕ(вĕсене ООН усă курма чарнă).А эсĕ ма хирĕç кăшкăрмарăн ун чухне?Тата "сарă Юля" украинăра мĕнле калаçать: а оставшиеся 8 миллионов русских( в том числе и чувашей,паллах)взорвать атомом нахер вместе с их лидером.Тавай йĕркеле пикет Юля-на хирĕç! Икĕ питлĕ мар, виçĕ питлĕ Юля.

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj