 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | bor1959 // 1039.8.4424 2014.04.11 10:25 | |
| Хисеплĕ Админ!Математикăна ирĕксĕрлесе вĕрентнисен шутĕнчен никам та математика инструменчĕпе усă курмасть пурнăçра( укçа хучĕсене шутланисĕр пуçне).А вăт пурнăçра( сăмахран, строительсене ĕçре геометри кирлĕ-тепĕр хут вĕренеççĕ, электриксене ĕçре математика кирлĕ-тепĕр хут вĕренеççĕ).Вырăс чĕлхипе те çавăн евĕрлех.Чăвашла та ăмăртса вĕренччĕр тесе условисем туса памалла, унсăрăн пулмасть. | |
| bor1959 // 1039.8.4424 2014.04.11 10:37 | |
| Варнава интервьюра калать:"Люди хотят в городе жить. Не хотят в деревне. Раньше как было, когда я был подростком? Никому не разрешали в город ехать, молодежь оставалась в деревнях. Я когда стал устраиваться иподьяконом в Рязани, мне было 18 лет, а паспорт невозможно получить было. Не давали. То есть, никто не мог в Рязани работать. Мне пришлось с хлопотами, по знакомству, получать паспорт.". Ялта пурнасшăн мар, шельмă, Акасапар пекех. Паспортне те по блату илтĕм те. Вот çавăн пек по-блату ирттернĕ пурнăçне, мăнтарăн.Вăн Праскье ун умĕнче мĕнле пуçне усса тăрать, тоже по-блату. | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2014.04.11 13:19 | |
|  | «Чăвашла та ăмăртса вĕренччĕр тесе условисем туса памалла, унсăрăн пулмасть.»
 Ара, тăватăп-иç. Сайта ятарласа çавăншăн туса. Шельмăсем вырăсла мар, чăвашла вулаччăр тесе. Ытти хатĕр-хĕтĕре те çав тĕллевпех туса. Анчах та чăвашла вĕрентме пăрахсан — кама валли пулĕ сайт? Ман малашлăх пирки те шухăшламалла вĕт! Вăт ыйтап та тӳре-шарран — вĕрентĕр ачасене чăвашла! Условисем туса парăр. Экзамен тытмалла мар пулсан — ача вăл предмета ăша хывмасть те. Ячĕшĕн кăна вĕренĕ... | 
| Атнер // 3913.58.4645 2014.04.11 16:01 | |
| Хисеплĕ Админ.Шкулта вĕрентнипе чăвашла вĕренме пултарнă ачана кама пĕлен?.Уйрăмах çак сайта кĕрекеннине?.Пур-и ун пеккисем?.Савăнтар тархасшăн пире. | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2014.04.11 16:11 | |
|  | Эпĕ, сăмахран. Шкулта вĕреннĕ, вĕрентекенĕ чаплах мар пулин те чăвашла пĕлетĕп. :) Эсир, мĕн, шкулта вĕренмен-им чăвашла? | 
| Agabazar // 3044.49.3668 2014.04.11 17:07 | |
|  | Слапух Турра, мана та шкулта чăвашла вĕрентнĕ. Шкулта вĕрентмен пулсан, эп тахçанах вырăса тухса каймалла. | 
| bor1959 // 1039.8.4424 2014.04.11 17:08 | |
| Хисеплĕрен те хисеплĕ Админ!Эсĕ шкулта вĕреннинчен ытла килте чăвашла атте-аннепе, тăвансемпе, ялйышпа калаçнă. Шкулта вĕреннипех нихçан та чăвашла вĕренимастăн. Тташе эпĕ хăшпĕр чăвашла сăмахсене аран-аран аса илсе çыратăп. Чăвашла яланах калаçмасан асăмра юлать темиçе сăмах анчах. | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2014.04.11 19:43 | |
|  | Шкулта та чăвашлах калаçса...   | 
| Agabazar // 3044.49.3668 2014.04.11 19:52 | |
|  | Шкулта чăваш чĕлхи пулмасан, вăл майĕпен килтен те  çухалать. Тĕнчере тĕлĕнтермĕшсем пулмаççĕ. | 
| Анатсем // 9290.9.6668 2014.04.11 20:38 | |
| Авал чăваш чĕлхи мĕнле майпа упраннă-ши вара? Пирĕн куна та çапла чĕррĕн çитнĕшĕн кама тав каламалла? | |
