Этем кӗлетки тӗлӗнмелле теҫҫӗ ӑсчахсем. Акӑ, уйрӑмах кӑсӑклӑ вунӑ факт:
1. Этем кӗлетки тӗрлӗ хими элементӗнчен тӑрать. Эпир хамӑр пурнӑҫ тӑршшӗнче кӑларакан хлор ултӑ пысӑк бассейнри инфекцие пӗтерме ҫитет. Фосфор вара 200 ытла курупка шӑрпӑк кӑлармалӑх пухӑнать.
2. 60 ҫултан 20-шне этем ҫывӑрса ирттерет.
3. Ача ҫурланӑ чух чӗркуҫҫинчен унӑн чашӑк ҫук. Вӑл 2–5 ҫул вӑхӑтнелле йӗркеленет.
4. Пирӗн кӗлеткери чи хирӗп пай – ҫӳҫ. Археологсем пирӗн эрӑччен пиншер ҫур каялла пытарнӑ мумие тупнӑ. Унта скелетсӑр пуҫне ҫӳҫ упранса юлнӑ.
5. Эпир хамӑр ӗмӗр тӑршшӗпех ӳсет тени юмах мар. Анчах чӑннипех мар-ха. Выртнӑ чухне. Выртнӑ чухне пирӗн ҫурӑм шӑмми ирӗкленет те этем тӑршшӗ дюймӑн пӗрре виҫҫӗмӗшӗ чухлӗ вӑрӑмланать. Тӑрсан, тӗрӗссипе, вӑл каллех хӑй вырӑнне ларать.
6. Этем организмӗ ӑшӑ энергийӗ кунсерен кӑларать. Талӑкне кӑларнӑ ӑшӑ 30 литр сивӗ шыва вӗреме кӗртме ҫитет.
7. Юн плазмин составӗ историчченхи тапхӑрччен пулнӑ тинӗс шывӗпе пӗр пек иккен. Версисенчен пӗрин шучӗпе шӑпах унта пурнӑҫ тӗвӗленсе амаланма пуҫланӑ та.
8. Этем чӗри виҫипе чышкӑ евӗр. Пысӑк ҫыннӑн чӗри 220–265 грамм таять. Пӗрре пӗчӗкленнӗ чухне вӑл 200 мл юн уҫлама пултарать.
9. Хырӑмлӑх – тӗлӗнмелле ӑслӑ орган. Апата вӑл пирӗнсӗрех хӑй тӗллӗн ирӗлтерет. Хырӑмлӑхӑн кислоти питӗ вӑйлӑ, вӑл цинка та ирӗлтереет. Анчах хырӑмлӑхӑн клетки кислота ҫийиччен ҫӗнелсе пыма ӗлкӗрет.
10. Этемӗн ӳчӗ те питӗ пысӑк орган. Унтан та ытларах – чи пысӑкки. Пысӑк ҫыннӑн ӳчӗ икӗ тӑваткал метра яхӑн. Ӳт этем пурнӑҫ тӑршшӗпех ҫӗнелсе тӑрать. Ҫак вӑхӑтра вӑл 18 килограмм киввине пӑрахса ҫӗннине кӑларать.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.