Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки

Agabazar05.12.2014 12:2237705 Пурĕ пăхнă
<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>> http://chuvash.org/news/7684.html

 

1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.

2)Ҫырулӑх орфографирен ҫеҫ мар тӑрать. Унта ҫавӑн пекех графика, пунктуаци пур. Традици тӑрӑх, грамматика нормисене тата лексикологи ыйтӑвӗсене те унтах кӗртсе яраҫҫӗ. Вӗсене йӗркевсен официаллӑ текстӗнче пӗр-пӗринчен уйӑрма тӑрӑшмалла. Шкул ачисен ҫыру ӗҫӗсене тӗрӗс хаклас, йӑнӑшсене тӗрӗс палӑртас ыйту та ҫапла тума хистет.

3)Ҫырулӑх ҫыракансемшӗн тата вулакансемшӗн те МЕЛЛӖ пулма тивӗҫлӗ. Ӑна ҫапла, ҫав йӳтӗмпе ӑсталамалла. Малта —практика ыйтӑвӗсем, теори вара практика хыҫҫӑн пытӑр. Ҫыраканӗсем кӑрӑнташпа та, калемпе те, ручкӑпа та, клавиатурӑпа та ҫыраҫҫӗ мар-и?!

4)Тӗнче опытне тата хамӑрӑн пуян опыта шута илмелле.

5)Майӗпен чӑваш сӑмахӗсене ытти чӗлхесемпе (вырӑс, акӑлчан) транскрипцилес тата транслитерацилес ыйтусене те хускатас пулать.

 

P.S. Комиссие 15 ҫынна кӗртнӗ тенӗ. Ахӑртнех, кооптаци шучӗпе татах 1-2 ҫынна кӗртме пулать пуль пурӑна-киле. Шӑв-шав пырать. Хӑшӗсем ӑна (шӑв-шава) орфографин 75-мӗш параграфӗн асӑрхаттарӑвне катертес шутпа ҫеҫ усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫавсенчен хытӑ сыхланас пулать.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3302.77.6433
2014.12.09 13:52
Agabazar
Михаил Волков: <<.... каллех сьав этемсемех концепци тумалла...>>

Ман шутпа, Чĕлхе Комиссийĕн ларăвĕнче концепци тăвас ыйтăва пăхса тухман. Лешсем чăннипе йĕркевсене концепсисĕрех ăсталасшăн. Урăхла каласан, куçсене хура явлăкпа хупласа хурса. Чуххăммăн. Тĕллевсемпе меслетсене палартмасăр.

Концепци пирки каланине эп хам туртса кăлартăм-ха. Те усси пулать ĕнтĕ?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.09 15:36
Эсир,хисеплĕ ĕçчешсем,енчен те тăнлă пулсан мĕншĕн чĕлхе комиççине кайса калаçмастăр?
Agabazar // 3639.6.3366
2014.12.09 21:23
Agabazar
Тамбов кашкăрĕ сирĕншĕн "ĕçчеш", хисеплĕ пор.... Халлĕхе эсĕр кунта тема шучĕпе çур сăмах та каламан-ха...

"может быть" пирки, ытти япаласем пирки тăнлантарса панăшăн тав тăвас вырăнне ахалех шăртланса çÿретĕр.
Якур // 3531.20.1914
2014.12.10 00:06

Тамбов кашкăрĕ мар, тен Турци кашкăрĕ темелле,Акапасар хăта.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.10 15:02
Акасапара тен,может быть" пирки,ытти япаласем пирки тăнлантарса панăшăн тав тăвас вырăнне укçан куçарса памалла мар-ши? Тав сăмаххине каланăччĕ пулмалла эпĕ.Каланине илтмен пулсан, чунтанах тав сана,Акасапар ĕçчешĕм!Тав сан ĕçÿсемшĕн! Мухтав Акасапара!Мухтав Чăваш сăмахлăхне!!! Мухтав çав сăмахлăх анинче тăрăшакан ĕçчешсене!!!
Agabazar // 2678.59.6920
2014.12.10 20:26
Agabazar
Юрĕ, тав тунăшăн — тавтапуç! :-) Çапла калăпăр. :-)
Михаил Волков // 4212.02.2717
2014.12.10 23:55
Иртнĕ каç 24.00 тĕлне вĕçленĕ 1050 симвăллă çырăва 1927 симвăллă тесе йышăнмарăр. Эпĕ лимита пăхсах наборларăм пулин те çапла мăшкăларăр. Чĕлхене, çырăва вĕрентес ĕçри меслетсене тĕпчесси, вĕсене çĕнетесси тĕлĕшпе манăн Раççей тата Чăваш ен шайĕсенче 30 çул ытла тăрăшма тÿркилчĕ. Мĕншĕн, кам хушнипе çапла хăтланатăр? Мана регистрациленме памастăр. Хамăн ятпах çырам малашне те. Ĕнерхи мăшкăлçăна кам патак парĕ, админ!!!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.11 09:55
Акасапар, салам! Вăт мĕнле, кутăна пемесĕр те калаçма пулать иккен?
Agabazar // 4211.21.8102
2014.12.11 12:11
Agabazar
Тамбов кашкăрне кайса "салам" тейĕр. Кунта эсĕр, "тав тунисĕр" пуçне, тема шучĕпе çур сăмах та каламан-ха. Кам кутăна пени е пеменни тĕлĕшпе тÿре туса çÿресси сирĕн ĕç мар вăл.
Якур // 2828.05.3812
2014.12.11 13:19
Ай-яай, ку Акапасар текен хăта мĕн калаçать. Хăйне чăваш кăлапи пекех тыткалать. Нивушлĕ чăвашсем нумайăшĕ çак Акапасар пекрех. Вара пĕтрĕмĕр.

Paĝoj: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj