Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки

Agabazar05.12.2014 12:2237696 Пурĕ пăхнă
<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>> http://chuvash.org/news/7684.html

 

1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.

2)Ҫырулӑх орфографирен ҫеҫ мар тӑрать. Унта ҫавӑн пекех графика, пунктуаци пур. Традици тӑрӑх, грамматика нормисене тата лексикологи ыйтӑвӗсене те унтах кӗртсе яраҫҫӗ. Вӗсене йӗркевсен официаллӑ текстӗнче пӗр-пӗринчен уйӑрма тӑрӑшмалла. Шкул ачисен ҫыру ӗҫӗсене тӗрӗс хаклас, йӑнӑшсене тӗрӗс палӑртас ыйту та ҫапла тума хистет.

3)Ҫырулӑх ҫыракансемшӗн тата вулакансемшӗн те МЕЛЛӖ пулма тивӗҫлӗ. Ӑна ҫапла, ҫав йӳтӗмпе ӑсталамалла. Малта —практика ыйтӑвӗсем, теори вара практика хыҫҫӑн пытӑр. Ҫыраканӗсем кӑрӑнташпа та, калемпе те, ручкӑпа та, клавиатурӑпа та ҫыраҫҫӗ мар-и?!

4)Тӗнче опытне тата хамӑрӑн пуян опыта шута илмелле.

5)Майӗпен чӑваш сӑмахӗсене ытти чӗлхесемпе (вырӑс, акӑлчан) транскрипцилес тата транслитерацилес ыйтусене те хускатас пулать.

 

P.S. Комиссие 15 ҫынна кӗртнӗ тенӗ. Ахӑртнех, кооптаци шучӗпе татах 1-2 ҫынна кӗртме пулать пуль пурӑна-киле. Шӑв-шав пырать. Хӑшӗсем ӑна (шӑв-шава) орфографин 75-мӗш параграфӗн асӑрхаттарӑвне катертес шутпа ҫеҫ усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫавсенчен хытӑ сыхланас пулать.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1414.11.0420
2015.01.15 13:52
Agabazar
No pasaran
Agabazar // 1414.11.0420
2015.01.15 13:52
Agabazar
Ностратизм пирки калани — гипотеза
Конми // 3406.37.8992
2015.01.16 00:38
Çапла. Чăвашла ПОС/ПУС ступи,шагни; испанла ПАС шагай, ходи. Авалхи пĕлтерĕшĕ КУÇĂМ, ÇŸРЕВ: Пĕр пусăм та ан чак. Упа та Пусман вырăн. Пусма картлашки...Испанла, интернацилле ПАСАжир, БАЗАР, вырăсла ПАСТУХ, СПАСОВАТЬ, ПАСТЫРЬ т.ыт.те. ЧАВ, АЛТ пĕлтерĕшĕ: чăв. ПОСĂ (çăл, çĕрулми посси, сухалакан, пуснă, чаавнă лаптăк); испанла pozo ПОСО(колодец), foso, fosa (яма) - ностратла тымар-сăмаха юриех урăхлатнă.
Ача // 4117.51.7078
2015.01.16 15:44
Мӗн калаҫатӑр унта эсир пасарансемпе ностратсем пирки? Правда ПФО вулӑр. Унта Хыпар пирки вӑрҫӑ пырать. Эсир ертрӗр пулинех.
Конми // 1085.88.6540
2015.01.16 23:49
Çыру йĕркевĕсем пирки калаçнă çĕртен çăпата такăнтарчĕ. Вĕри ыйтăва хускататăп: эпир халь пач хире-хирĕçле икĕ орфографипе усă куратпăр. Чăн чăваш е тахçанах чăвашлатнă сăмахсене хамăрăн йĕркевпе, хальтерех йышăннисене вырăссеннипе. Кусен йышĕ çавтери ÿссе пырать. Вĕсене ытларахăшне хамăр йĕркевсемпе çырма меллĕ мар. Вырăсла вулама вĕреннĕ çамрăк ăру икĕ уçă сасă хушшинче пĕр саспаллипе çырнă "палтлатса тухакан" сасса янравлатмасть: уба мар,упа вулать.
Конми // 1085.88.6540
2015.01.17 00:20
Унта, вăлта, вăйпа,йĕрке. автан, пыршă, пăрçа, ларсан йышши сăмахсенче те в, й, л, м, н, Р хыçăнхи к, п, т, с, ç, ш, ч саспаллисене сасса янравлатмасăр вуласшăн.
Вырăс çыру йĕркевĕ ку тĕлĕшпе САСĂ ИЛТЕВĔ çине таянать (фонетика принципĕ). Ку çырăва та, вулава та çăмăллатать. Пире те ку принципа йышăнма нимĕн те чăрмантармасть: автана никам та авттан темест, -та, -те, -па, -пе, -тан, -тен аффикссене те малти саспаллисене вăрăм хупă сасă каламасăр, янравлатса вулатпăр.
Agabazar // 7609.9.7131
2015.01.17 11:18
Agabazar
Ача:<<Мӗн калаҫатӑр унта эсир пасарансемпе ностратсем пирки? Правда ПФО вулӑр. Унта Хыпар пирки вӑрҫӑ пырать. Эсир ертрӗр пулинех.>>

Кунта унашкал "вăрçă" кăлармалли тема мар. Луччĕ пире "Хыпар" çырулăх йĕркевĕсене еплерех тытса пыма тăрăшни пирки каласа парăр.
Ача // 4117.51.7078
2015.01.17 15:59
Ху пӗлместне вара, Акапасар, мӗн пулса пынине? Эсӗ юратакан 75-мӗш параграф Хыпарта йӳтесех пырать, Комиссие часрах пуҫтармалла, 75 параграфа чи-кӗ-ле-ме-лле, урӑхла: пӗрле ҫырмалли сӑмахсен йышне палӑртмалла, вара - пӑнчӑ!
2015.01.17 18:51
Ӑҫтан ку шухӑш ҫине кӗни пулчӗ?. "Правда ПФО" пирки пӗлместӗмччӗ те, пӗлме те кирлӗ марччӗ. Ой, тур-тур, ачам, мӗншӗн сӗнӳ патӑр-ши?
Ача // 4117.51.7078
2015.01.17 19:52
Хурах мар-и вара Хыпарта?

Paĝoj: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 15

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj