Кӑштахран вӑл йывӑҫран касса кӑларма вӗреннӗ, хапха хатӗрленӗ. Ҫулсерен кил хуҫи ҫӗнӗ эреш хушса пынӑ. Тимӗртен шӑратнӑ чылай кӳлепе пулса тӑнӑ. Сергей ачаранпах ӗҫе хӑнӑхнӑ: ашшӗ вӑрҫӑра пуҫ хунӑ, каярахпа амӑшӗ ҫӗре кӗнӗ. Сергей Ивановичӑн шӑллӗпе йӑмӑкне пӑхмалла пулнӑ. Сергей Кунарта пӗртен-пӗр тимӗрҫӗ пулнӑ.
Ку ӗҫ унӑн ҫемйине тӑрантарнӑ кӑна мар, чун киленӗҫӗ тӗ пулса тӑнӑ. Ӑста ирхи 4 сехетрен пуҫласа сӗм ҫӗрлеччен ӗҫленӗ. Купӑс та лайӑх каланӑ. Ҫурта ҫулсерен кӑвакарчӑн, кушак ҫури, лаша, хӗрпе каччӑ кӳлеписемпе илемлетсе пынӑ. Ҫуртӑн малти пайӗне тимӗртен СССР гербӗ хитрелетнӗ.
Сергей ҫуртне вӑрӑ-хурах ҫаратма та хӑйман. Вӑл алӑка нихӑҫан та питӗрмен, унта кашниех кӗме пултарнӑ. Сергей Иванович хӑйӗн тата арӑмӗн вилтӑпри валли тимӗртен чечек ҫыххи хатӗрленӗ. Халӗ вӗсем унӑн вилтӑприне илемлетеҫҫӗ.
Ҫакна йӑлтах виҫӗ класс вӗреннӗ ахаль тимӗрҫӗ хӑйӗн аллипе тунӑ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.