 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Agabazar // 3474.92.4753 2014.12.23 12:50 | |
|  | "Чăн чăваш", "Çапла пултăр!" текеленипех пулмасть çав вăл.... | 
| Васса // 1121.85.9008 2014.12.23 16:38 | |
| Аван йышăнусем,ним туманни те мар ĕнтĕ. | |
| Agabazar // 7012.9.3218 2014.12.23 18:48 | |
|  | Цитата:<<17. Конференци йышăнăвне пурнăçа кĕртессине йĕркелесе тата сăнаса тăмашкăн районта Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ çумĕнче обществăлла майпа ĕçлекен Чăваш чĕлхи комиссине йĕркелес.>>
 Траксем хăйсене уйрăм чĕлхе туса хурасшăн-шим вара. Ку мĕн мерекки? Ку япалапа "çапла пултăр!" тесе мухтанма май çук! Ытти чăвашсенчен уйрăласшăн-шим? | 
| Аксар Чунтупай // 2211.94.1955 2014.12.23 19:13 | |
|  | "Конференци йышăнăвне пурнăçа кĕртессине йĕркелесе тата сăнаса тăмашкăн районта Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ çумĕнче обществăлла майпа ĕçлекен Чăваш чĕлхи комиссине йĕркелес."
 Мĕн ăнланмалла мар вара кунта? Районти лару-тăрăва сăнаса тата йĕркелесе тăма тенĕ. Уйрăм чĕлхе çинчен никам та калаçмасть... | 
| Аксар Чунтупай // 2211.94.1955 2014.12.23 19:16 | |
|  | Çынсем чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн кулянса мĕн те пулин тăвас-ха теççĕ, Акапасар вара çакăнта шăл йĕрсе ларать... | 
| Аксар Чунтупай // 2211.94.1955 2014.12.23 19:19 | |
|  | Çапла пултăр тенине те хăйне май ăнланать... Хăй чăваш пулнине манса кайнă манкурт тейĕн.. | 
| Agabazar // 7012.9.3218 2014.12.23 19:19 | |
|  | Ятне кăшт урăхларах памалла пулнă... (Комисси ячĕ пирки калатăп).
 Чĕлхе Комиссийĕ Шупашкарта. Вăл пĕтемĕшле çул-йĕре палăртассипе ĕçлет. Траксен хăйне уйрăм çул пулма пултарайасть. Мĕн шăл йĕрни ĕнтĕ. Сирĕн вара, программăра вуласа та пулин тухакансене, тав тавас пулать. Вуласа тухнăшăн пурне те тавтапуç! | 
| bor1959 // 1039.8.4424 2014.12.23 20:21 | |
| Аксар Чунтупайпа йăлтах килĕшетĕп.Малтанласа ытлах ăнланаймарăм эпĕ Аксара(хам Акасапар шăл йĕрни çинчен çырнă чухне).Эпĕ те уш çулталăк çыратăп Акасапар шăл йĕрни çинчен.Тупăннă çул кăтартакан "çулпуç". Тытса туса кăтарт пĕр чĕптĕм. | |
| bor1959 // 1039.8.4424 2014.12.23 20:25 | |
| Акасапар текен "çулпуç",куратни мĕн хăтланать Одессă,Николаев,Херсон тата ытти вырăнсенче(çулсене хупса хураç, администрацисене хупăрлаç), а эпир кун çинчен асăрхаттарнă çулталăк каярах.Уш укропсем кăшкăраççĕ:"меньше надо было скакать на майдане". | |
| Agabazar // 2780.66.0558 2014.12.23 20:54 | |
|  | <<6. Районти шкулсенче малашне те хальхи орфографипе усă курса вĕрентме сĕнес.>>
 Епле сĕнес? Çапла калани сĕнÿ мар, хушу пулма тивĕçлĕ. Эп хам та яланах çапла шаккаса тăратăп:"Пăхăнăр çырулăх йĕркевĕсене!" Епле-ха унсăрăн? | 
