Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӑвашах ҫав

Аçтахар Плотников14.01.2015 21:013708 Пурĕ пăхнă

«Чӑваш чӑвашах ҫав», — тенӗ Ашмарин словарӗнче.

Халӗ чӑваш ячӗ кама кӑна хумхантармасть пулӗ; пӗрисем унӑн историне чакарса пӗчӗк племя пек кӑна кӑтартса, унӑн патшалӑх территорине пӗчӗклетсе хальхи Чӑваш Республики текен лапам талкӑшӗпе кӑна хӑварасшӑн, теприсем чӑваш ятне вышкайсӑр сарса пӗтӗм тӗнчипех сапаласа ярса пӗтересшӗн, ыттисем чӑваш ячӗ илемсӗр тесе урӑх илемлӗ ятпа улӑштарса чӑваша хӑйӗнчен хӑйне пистересшӗн. Тӗрӗссипе пирӗн халӑх историнче вӑл та ку та пулнӑ, анчах та вӗсем пурте иртнӗ ӗмӗрсенчи пулӑмсем ҫеҫ: вӑхӑта каялла ҫавӑраймӑн, иртнисене тавӑраймӑн.

Ҫакӑн пирки паллӑ литератор-тӗпчевҫӗ Юхма Мишши хӑйӗн «Эпир чӑвашсем» кӗнекинче уҫҫӑн ҫапла ҫырать:

Мӗншӗн ҫыратӑп-ха эпӗ хамӑн ҫак пысӑк мар кӗнекене? Ҫак чӑнлавсене пӗлмен, куштанланса ҫӳрекен хӑшпӗр ҫынсем юлашки ҫулсенче «чӑваш» тенине пӑрахӑҫласа, чӑваш тени мӑшкӑласа панӑ ят тесе, хӑйсене «сувар» е «скиф» теме е тата урӑх ятпа калама пӑхаҫҫӗ.

Ку вӑл питӗ тӗрӗс мар япала, ку вӑл — мӗскӗнленни, хамӑрӑн чаплӑ та мухтавлӑ историе пӗлменни, ӑна шута хуманни.

Уйрӑмах пире хайсене «сувар» текеннисем, таҫтан тупӑннӑ укҫисемпе (вӗсене ют халӑх пуянӗсем панӑ, теҫҫӗ) мухтанса, каппайланса, ӑҫта килчӗ унта пирӗн халӑха «суварлатма» тытӑнни кулянтарать. Ҫитменнине тата ҫав самаха чӑвашла та мар, «сӑвар» мар, тутарлатса «сувар» тесе калани шухӑшлаттарать. Хӑть кул, хӑть, тӗленнипе, йӑванса кай. Атӑлҫи Пӑлхарстанри вӑтӑр-хӗрӗх йӑх пулнӑ — шӑхальсем, сӑкӑтсем, уписем, эскелсем, ямашсем, чалматасем, парсҫилсем, пӗрсуласем тата ыттисем те. Вӗсен кашнийӗн хули, саваплӑ вырӑнӗ пулнӑ. Ҫавсем пек йӑхсенчен пӗри — сӑвар йӑхӗ. Хайсен хулине те вӗсем Сӑвар тенӗ. Малтанласа сӑварсем Атӑлҫи Пӑлхарстанра уйрӑм турханлӑх (княжество) пек тӑнӑ. Каярахпа вара, ытти йӑхсем пекех, турханлӑхне палӑртма пӑрахнӑ. X-мӗш ӗмӗртен пуҫласа Атӑлҫи Пӑлхарстанра «сӑвар» е ытти йӑхсене асӑнни, уйӑрса калани нимле чӑнлавсенче те курӑнмасть. Пӗтӗм йӑх пӗр халӑх, пӗр этнос ҫыннисем пек курса, хӑйсене пӑлхар тенӗ. Эпир, чӑвашсем, ҫав халӑхӑн тӳрӗрен те тӳрӗ тӑсӑмӗ: Чӑваш чӗлхи — Атӑлҫи Пӑлхарстан чӗлхи. Пирӗн культура — Атӑлҫи пӑлхарсен культури. Хальхи чӑвашсене пӑлхарсенчен татса, тахҫан пулнӑ пӗр пысӑк мар йӑх ячӗпе ҫеҫ калаттарас тени — халӑхран кулни, халӑхӑн чаплӑ историне микроскопласа пӗчӗклетни, е тата та тӗрӗсрех каласан, такам ютсене сутӑнса, пиллӗкмӗш колонна пулса, халӑха хавшатса, ним юлми пӗтерес тени.

Ун пек ҫынсенчен пире Тӳпе-атте хӑтартарах!

1920 ҫулта, В.И. Ленин каланине шута хумасӑр, Кӗҫӗн Совнарком сӗннине шута хумасӑр, Элменпе ун йышши мескӗн ҫынсем чӑн-чӑн Республика тӑвас вырӑнне пӗчӗк автономиллӗ облаҫ туса пӗтӗм чӑваш халӑхне ӗмӗрлӗхе хур кӑтартрӗҫ. Чӑваш халӑхӗн ҫурри ытла йышӗ автономи хыҫне юлнӑ, телейсӗр пулса тӑнӑ. В.И. Ленин кӑтартнӑ пек чӑн-чӑн пысӑк Республика пулнӑ пулсассӑн, пӗтем чӑваш ҫӗрӗсем унта кӗретчӗҫ. Аслӑ та чаплӑ поэтӑмӑр К.В. Иванов калашле, чӑваш чӗри пулса танӑ Чӗмпӗр пирӗн пуҫ хула, столица пулмаллаччӗ. Чӑваш Республикине Чӗмпӗр, Пенза, Самар, Оренбург, Тутар Республикинчи ҫӗрсем пурте кӗретчӗҫ. Ҫук, куштанланса, хӑйсене ҫеҫ ӑслӑ пек куракан ӑссӑр-пуҫсӑр ҫынсем ҫакна ӑнланман.

Ман шутпа, хӑйсене чӑваш мар, «сувар» текенсем те ҫавӑн йышшисемех. Вӗсене истори те, халӑх та, чӑнлӑх та, тӗрӗслӗх те, нимӗн те кирлӗ мар. Вӗсем, ӑссӑрланса тата ют халӑх куштанӗсене сутӑнса, чапа тухасшӑн. Хӑйсем иккӗмеш Элмен, урӑхла каласан, халӑха сутнӑ, пӗтӗм халӑх телейне путарнӑ, аталану ҫулне пӳлнӗ, пуласлӑхне пӗтерес тенӗ ҫын, пулма пултарасси пирки шухӑшламаҫҫӗ те.

Чӑваш тесе пирӗн мӑн асаттесем хӑйсене аслӑ та чаплӑ, никам ҫӗнтерейми ҫарпуҫӗ ячӗпе калама тытӑннӑ. Ку вӑл — мӑнаҫланса калани, эпир Чӑваш-паттӑр пекех ӗмӗр-ӗмӗр паттӑр та мухтавлӑ пулатпӑр тени.

Кун пирки тепӗр икӗ паллӑ тӗчевҫӗсен Г.П. Кеннаманпа Э. Сергеев хӑйсен кӗнекисенче чӑваш ят авалхи Египет халӑхӗн самоназвани «Т А В И С» (t v ṡ) — чӑваш тесе ӑнлантараҫҫӗ. Апла пулсан Чӑваш-паттӑр ҫакна пӗлсе хӑй ҫак ята илнӗ пулать. Ҫак ят пилӗк-ултӑ пин ҫул хушшинче вӑхӑт-вӑхӑт сӳнсе пырса ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен амаланса кайса хӑйне хӑй хальччен те ҫухатман.

Чӑвашсен авалхи «Ӗне ҫимен» кӗнекинче Сӑвар, Сунар, Суар, Ватӑӗр сӑмахсем халӑх ятне пӗлтермеҫҫӗ, вӗсем халӑх ҫи тытӑмӗнчи кастӑсене (варнасем) пӗлтереҫҫӗ тенӗ. Сӑмахран: Ватӑӗр — старейшина касти, супар — ӑрӑмҫӑсен касти, сунар — вӑрҫӑ ҫыннисен касти, сувар тени ҫӗр ӗҫ ҫыннисен кастине пӗлтерет тенӗ. Халӗ кам мӗн пулса чӑваша таврӑнас тет вӑл унӑн ирӗкӗ, анчах та тӗллевӗ пӗрре — чӑн чӑваш пулса чӑваш-пулхар пурӑнасси.

Чӑн чӑваш тени ытти-хытти корпоративлӑ идеологиллӗ тӗн сӗрӗмӗсемпе арпашмасӑр, пурнӑҫран тухнӑ ҫутҫанталӑкпа килӗшӳллӗ Халӑх Инемӗпе (Народная Вера), сӗм авалтан килекен чӗлхепе, культурипе халӑх йӑли-йӗркипе пурӑнакансене калаҫҫӗ.

Ҫапла вара сапӑр пулар, чипер ҫӳрер, чӑваш ятне ӳкме парар мар.

Атӑлпа Урал хушшинчи халӑхсен Халӑх Инемӗн куратӑри, Инем турӑ ертӳҫи

Хв. Матур

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2015.01.14 21:03
Аçтахар Плотников
Авторӑн стильне тата орфографине сыхласа хӑварнӑ.
Agabazar // 4092.68.4291
2015.01.14 21:57
Agabazar

Чăваша "сувар" теме пуçласан, "вырăс" теме пуçласси те инçе мар вара....

2015.01.15 22:51
Аксар Чунтупай
Чăваш вырăса тухни пур енчен те курăнма пуçларĕ çав...
Agabazar // 1414.11.0420
2015.01.16 00:30
Agabazar
Мĕншĕн шутласа кăларнă-ха "сувар" халлапне?

Чăвашсем — Атăлçи Пăлхар тăхăмĕсем. Анчах та çакă хăшĕсене килĕшмест. Апла мар тесе каласчĕ те лешĕсен — майĕсем, аргуменчĕсем çукрах. Вара çавна пула шутласа кăларнă та ĕнтĕ "сувара". Пире:"Эсир —сувар!" —теççĕ те, çапла вара хайхи пăлхарлăх шăнкăлт! çеç тухса ÿкет Вырăсла калаççĕ вĕт:"Никакого мошенничества, просто ловкость рук!" Фокус-покус! Хамăр сисмесĕрех пиртен пăлхарлăха туртса илеççĕ.

Нивушлĕ çакна туйса, сиссе илеймен этемсем халĕ те пур???...
Атила // 3913.58.4645
2015.01.16 11:42
Малтанах паянхи кун хӑйсене сувар текенсем йышлӑнчӗ.Вӗсен пӑлхарсемпе нимте пайлас темен.Сӑварсем Пӑлхар патшалӑхӗнче пулни -аксиома.Паян та чӑваш Вырӑс патшалӑхӗнче пурӑнса хӑвӑрт вырӑсланса пырать.Сӑварсем те хӑвӑрт пӑлхарланса кайнӑ пуль.Эсир темле тӑрӑшсан та паян сӑварсен вӑйлӑ юхӑмне пӑлхарсемпе хирӗҫтерсе яраймӑр.
Agabazar // 3416.05.1346
2015.01.16 15:24
Agabazar
Атила "шăхăрса илеймессе" малтанах пĕлсе тăратăп-ха.....
Шет ыттисем те "ни бум-бум"? :-(
Атила // 3913.58.4645
2015.01.16 16:29
Паянхи кун хӑйсене пӑлхар текенсм пур-и?.Миҫен вӗсем?.Хӑҫан тата ӑҫта тата мӗнле ӗҫпе-пулӑмпа палӑрнӑ?.Тен, пӗрле пухӑнса калаҫса илмелле вӗсен?.Халӑха пухмалла.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj