Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1343144 Пурĕ пăхнă

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ача // 4117.51.7078
2015.01.23 09:40
Ҫӗнӗ шеф пире ухмах вырӑнне хурать, Хыпарӑн паянхи номерӗнче ҫапларах ҫырать: "Манӑн умӗн ӗҫленӗ ертӳҫӗсем хӑйсем хыҫҫӑн парӑмсем хӑварнӑ" Эх, тур-тур,кай-кай, намӑс та мар-ши? Малтанхи пуҫлӑха юрпатманнисем те паян шалтах тӗлӗнеҫҫӗ: ара, Леонтьев вӑхӑтӗнче эпир парӑмсӑр пурӑннӑ, шалу вӑхӑтра илнӗ. Тата мӗнчул пурӑнасшӑн_ши Туркай малтанхине айӑпласа тӳрре тухса?
2015.01.23 20:15
Ай Тур-тур! Мана тиркекен те тупӑнчӗ. Эп Туркайпа паллашма ӗлкӗреймен-ха.Шупашкара пыма вӑхӑт ҫук, сивӗ, автобус пирӗн пата ҫӳремест. 5 ҫухрӑм ҫурран утма сывлӑх ҫук. Леонтьев мана темиҫе хутчен те хаҫатри материалсемшӗн Тав хучӗпе чысласа.Пурнӑҫри йывӑрлӑха чӑтса ирттерме те "Хыпар" хаҫатпа унӑн ачисем пулӑшса пырса. Хаҫатсене ку таранччен пичете сӗннӗ пӗр материал та пичетленмесӗр юлман (куҫӑхтарас марччӗ).Вӑл кашни автора паллатчӗ, тӑванла калаҫатчӗ.
Портрет пурччӗ, тенӗрен, хаҫата ҫавӑрса пӑхрӑм. Улшӑнман.
Эпӗ 20 ҫул хушшинче аран-аран тунтикуна тунти кун тесе ҫырма вӗренсе ҫитсеччӗ, фантази конкурсне валли ҫырнӑ ачасен заметкисене яланах чӑваш чӗлхи вӗрентекенне тӗрӗслеттерме тиветчӗ,,,
2015.01.23 20:47
Аксар Чунтупай
Эсир унăн Литература çулталăкне уçнă каçра каланă сăмахне (сăвă каларĕ-ха вăл, хăй шÿтлĕ терĕ, анчах вăл эротикăлла пулчĕ) итлĕр-ха (Чăваш наци телевиденийĕ ÿкерчĕ)... Вăт вăл чăннипех тĕлĕнтерет... тата йĕклентерет!
Agabazar // 2886.82.9470
2015.01.23 22:45
Agabazar
Пĕлетпĕр Туркай еплерех "эротикăлла сăвăсем" çырнине: "С<...> хурас килет ман çак тĕнче çине, С<...> хурсан — ш<...> хурас килет..."

Шалу вăхăтра тÿлени парăмсем çуккине пĕлтермест. Эппин "кивçенле" укçапа тÿлесе тăнă. "Килес ăрусен" укçипе... Нивушлĕ çакна ăнланса илме йывăр?

Васса // 3481.8.7823
2015.01.24 20:56
Килĕшмелле пулман Туркайăн "Хыпара"ертсе пыма, Михаил Евдокимовăн шăпи пек килсе ан тухтăр.
Agabazar // 9299.1.3631
2015.01.24 23:39
Agabazar
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: кӳрентерӳ пур
Agabazar // 6511.9.0616
2015.01.25 08:02
Agabazar
Ну юрĕ, урăхла çырăпăр:
"Хыпар" хаçат ертÿçĕсĕр те пурăнма пултарать.
Леонтьевăн вара тепĕр 50 çул (сахалтан та!) редакторта лармаллаччĕ пуль.

Леонтьев вырăнне "Леонччăх" çырнăшăн хуратнă пулмалла.
Ача // 4117.51.7078
2015.01.25 13:44
Ӗҫ кунта Леонтьевра мар, паянхи хуҫа ӗҫлеме пачах та пӗлменнинче. Планеркӑсем, тишкерӳсем ирттермест. Хамӑр пӗлнӗ пек вӑхӑта ирттеретпӗр. Замӗсем хӑйсен ӗҫне путнӑ. Пӗри питӗрӗнсе ларса те ӗҫет, те ӗҫлет (кӗнеке ҫырать теҫҫӗ), иккӗмӗшӗ редакцилеме вӗренсе ҫитеймест-ха, виҫҫӗмӗшӗ пенсие каймалли вӑхӑтне кӗтет, тӑваттӑмӗшӗ пӗр Волгӑпа таҫта ҫӳрет вӑл, те укҫа шырать, ара, юлашки номерте ӑна мухтаса Хусан чӑваш журналистки пӗр шӑналӑк пичетлерӗ. Пиллӗкмӗшӗ, комм. директор, яланхи пекех хӑйӗн ӗҫӗсемпе. Улттӑмӗшӗ, тӗп Бухг., малашне епле пурӑнмаллине пӗлмест, ара, бюджет укҫи чӑх сӑхмалӑх кӑна теҫҫӗ.
Agabazar // 4147.85.7829
2015.01.25 18:30
Agabazar
Виталий Родионов прахвиссăр кашни чăваш валли "чăн чăвашла" хушамат ăсталасшăн. http://chuvash.org/blogs/comments/2248.html

Эпĕ çавнашкал хушамат Алексей Петрович Леонтьев валли (унчченхи редактор) тупса парасшăнччĕ те, мана чутах сайтран кутран тапсах кăларса сирпĕтетчĕç...
Васса // 2044.74.7703
2015.01.25 21:28
Ача,эс хăрамасăрах çырнинчен тĕлĕнетĕп-ха,асăрхан кăштах,темрен тем пулĕ.Туркая чăваш халăх поэчĕ пулса юлнипе те çителĕклĕ пулатчĕ,халь ак çĕрпе танлаштараççĕ.

Paĝoj: 1, ... 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj