Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Тӗнчене урӑхла кӑтартакан сӑнӳкерчӗксем

Аçтахар Плотников21.03.2015 12:333911 Пурĕ пăхнă

Хӑш чухне эпир кунӗн-ҫӗрӗн таҫта васкатпӑр. Ку япӑх мар ӗнтӗ. Кирлӗ чухне вӑл та кирлӗ — ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеме е пысӑк ҫитӗнӳ тума васкани те вырӑнлӑ. Ҫавах та пурнӑҫ урапи темле ҫавӑрттарсан та тӑхтав туса илни пӗрре те пӑсмасть. Ун чухне пӗр-пӗр саманта сӑнланӑ ӳкерчӗке курнипе пирӗн пурнӑҫра вӗт-вак ыйтусем мӗнле нумай вырӑн йышӑннине туйса илетӗн.

АПШ-ри Сӗмитсӑн институчӗ ҫулсерен тенӗ пекех тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсенче тунӑ сӑнӳкерчӗксен конкурсне ирттерет. Паян сире финала тухнисемпе паллаштарма кӑмӑл пур. Вӗсенче сӑнланнӑ самантсем хӑйсен кӗтменлӗхӗпе чӑн та тӗлӗнтереҫҫӗ.

Икӗ вьетнам хӗрарӑмӗ пылӑ тытмалли сӗреке ҫӗлеҫҫӗ // Винь Ну-Пей. Вьетнам.

Ҫутӑ пайӑркисем ҫыран хӗрринчи хум ҫинче илемлӗн ялкӑшаҫҫӗ // Ситней, Австрали.

Пулӑҫ ҫурчӗ // Диксон порчӗ, Малайси

Хӗрарӑм ывӑлӗпе пӗрле сӑрланӑ ҫипе типме ҫакать // Сантипур, Ӗнчӗ

Пулӑҫ хӑйӗн сӗрекине шурӑмпуҫ ҫитнӗ май тӗрӗслет // Талат, Вьетнам

Хунар ҫутине лекнӗ скатсем // Ла-Пас, Калихворни

Хӗрарӑм ҫум курӑкӗ евӗр ӳсекен лотоса пухать // Меконк вӑрри, Вьетнам

Сывлӑш хӑмпи ҫӳллӗшӗнчен курӑнакан тулӑ уйӗ // Пакан, Мьянма

Чикагора хӗллехи пушара сӳнтереҫҫӗ // Иллинойс штачӗ, АПШ

Хамер йӑхӗнчи ҫамрӑк хӗр // Омо айлӑмӗ, Эхвиопи

Ба На вӗрен ҫулӗ тӗтре вӑхӑтӗнче // Да Нанг, Вьетнам

Китай наци вулавӑшӗнче // Пекин, Китай

Хӗрачана аквариум тӗнчи тӗлӗнтерсе янӑ // Мӗнтерей, Калихворни

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj