Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Тавлашу хирӗҫтерсе ан ятӑр

Аçтахар Плотников10.04.2015 19:5020790 Пурĕ пăхнă

Паян эпӗ ҫула май «Хыпар» хаҫат редакцине кӗрсе тухрӑм. Арҫук Тарасов патӗнче пултӑм. Кохвӗпе хӑналаннӑ май редакцири сывлӑшпа кӑшт сывларӑм теме пулать. Ҫавна май ҫак статьяна ҫырас шухӑш ҫуралчӗ те.

Валери Туркай «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторне, тӗп директорне ларнӑранпа Чӑваш халӑх хаҫачӗ (малтан пуҫелӗкӗнче ҫапла палӑртатчӗҫ) хӑйне валли ҫӗнӗ хурмӑ шырать, вулакан патне ҫӗнӗлле сукмак хывать. Улшӑнусем чӑн та пулчӗҫ — хаҫат пуҫелӗкӗ улшӑнчӗ, А2 калӑпӑшпа тухаканскер тытма меллӗрех А3 ҫине куҫрӗ, тавлаштаракан статьясем тухма тытӑнчӗҫ. Шӑп та лӑп юлашки пирки сӑмах хушас килет. Кохвӗ ӗҫнӗ май Арҫук пӳлӗмне Валери пӗрре мар кӗрсе тухрӗ, тавлаштаракан статьясем кирли пирки каларӗ.

Тавлаштаракан, шӑв-шав ҫӗлекен статьясем кирлех те пуль. Унсӑр чӑн та хаҫат темле шурлӑха путнӑн туйӑнӗ. Анчах та тавлашма эпир пӗлетпӗр-и-ха? Тем тесен те ку ансат япала мар-ҫке. Тавлашсан-тавлашсан чӑнлӑх тупма май пурри пирки калаҫҫӗ пулин те кӑларса тӑратакан ыйтусене сӳтсе явма та пӗлмелле-ҫке. Оппонентсен шухӑшне ӑнланма вӗренмелле, хӑвӑн шухӑшу кӑна тӗрӗс пулма пултарасси пирки манмалла. Вара чӑн та тавлашуран усси пулӗ. Шел те, пире, чӑвашсене, сӑнлакан каларӑш — Кашни чӑваш хӑй патша текенни — чылай чухне вӑйлӑрах пулса тухать. Ку пирӗн сайтри тавлашусенче те лайӑх палӑрать. Пӗр-пӗр ыйту тавра страници-страниципе ҫырса тултараҫҫӗ, хӑйсен пӗр шухӑшне пин хут палӑртаҫҫӗ, анчах тавлашӑвӑн вӗҫне ниепле те тухаймаҫҫӗ. Кашни хӑйӗн шухӑшне кӑна тӗрӗс тесе шутлать, ыттисенне сивлет, йышӑнасшӑн мар.

Хӑйсен шухӑшне тӗрӗсе кӑларас тесе вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫырма хатӗр пулни те ытлашшиех сиенлӗ мар теме пулать. Сайт хут татки мар, чӑтать. Анчах та хӑш чухне хӑйсен тӗрӗслӗхне уҫса пама, ҫирӗплетме сӑмахсем пӗтнӗрен пӗр-пӗрне кӳрентерме тытӑнни те сахал мар тӗл пулать. Витлеме пуҫлаҫҫӗ вара. Ку вара хирӗҫтерӳ патне ним мар илсе тухать.

Тавлашу темисене те ман шутпа шухӑшласа суйламалла. Ак нумай пулмасть «Хыпарта» вирьял чӗлхи пирки тапратнӑ темӑнах илер. Калаҫтарма пултаракан тема. Турисемпе анатрисем хушшинчи уйрӑмлӑхсем ҫинчен сахал мар сӳтсе явма пулать, нумай статья шӑрҫалама май пур. Анчах та ку тема чӑн та республикӑн ҫурҫӗрпе кӑнтӑр пайӗсенче пурӑнакан чӑвашсене хирӗҫтерме пултарать, пайласа яма. Сӑлтавне маларах палӑртрӑм ӗнтӗ — эпир пӗр-пӗрне итлеме пӗлтместпӗр-ҫке. Унсӑрӑн вара тавлашу усси ҫук.

Тепӗр самант — «Хыпар» хаҫат темшӗн чӗлхе тавра кӑна тавлаштарасшӑн. Тен апла мар пуль те, анчах ҫапларах пулсан тухать. Калаҫтараканнисене вара ман шутпа урӑх темӑсенче те ним мар тупма пулать — сахал-и пирӗн пурнӑҫра тӗрӗсмарлӑх, е ҫитменлӗхсем пӗтнӗ-и? Чӑваш чӗлхи тавра та урӑх ыйтусем пайтах — тӑван чӗлхене хисеплеменни, ҫамрӑксем унпа сахал усӑ курни, ачасене вырӑсла кӑна ӳстерни тата ытти, тата ытти те. Плюрализм текен япала та Виталий Родионов статьине пичетленинче мар ман шутпа, влаҫӑн тӗрӗс мар утӑмӗсене палӑртма хӑю ҫитернинче.

 

«Хыпар» хаҫат вулакан патне тӗрӗс сукмак хывасса шанса, Николай (Аҫтахар) Плотников.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ырми-канми // 2893.87.2713
2015.04.10 23:24
Темскер, уҫӑмсӑр япала ку сирен, админ ҫулташ. Арсений, леш Валерки тата мӗн шухӑшлаҫҫӗ? Ним те пӗлеймерӗм кунта вуласа. Мӗн каласшӑн пулнӑ эсир ҫак лаптӑкра?
Agabazar // 1395.6.7930
2015.04.11 00:41
Agabazar
"Тавлашу хирĕçтерсе ан ятăр..."

Мĕн тĕллевпе тавлашаççĕ? Хирĕçес тĕллевпе! Хирĕçес шухăш çук пулсан, "тавлашма" та кирлĕ мар.

br>хирĕçÿ сиксе тухмасть пулсан, çакна тавлашу теме те çук. Имитаци çеç вăл. Ача вăййи. Кирлĕ мар ача вăййи, Кирлĕ мар имитаци.
Agabazar // 1395.6.7930
2015.04.11 00:41
Agabazar

Кирлĕ мар имитаци!


Хайхи Тури, Анатри, Вăталаххи пирки анрашни те çавнашкал имитацисен шутнех кĕрет. Çук чăн пурнăçра унашкал ыйту! Пĕтĕмпех пÿрнерен ĕмсе кăларнăскер! Çулталăкне пĕр-ик сăмах та пулин чăвашла калама ÿркенекенсем шутласа кăларнă ăна! Хайхи-майхисене чăваш чĕлхи мар, "вирьял чĕлхевĕ" кирлĕ имĕш. Чăваш чĕлхине вирьял чĕлхевĕпе улаштарсан акăш-макăш чаплă пурнăç пуçланса каять имĕш. Тĕрĕссипе вара хăйсем нихçан та вырăс чĕлхинчен çÿлерех çĕкленеймен. Çĕкленееес те çук!
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.12 13:12

Agabazar //1395.6-Кирлĕ мар имитаци!
Ман шутпа имитаци тӑваканӗ лӑпах хӑв.Никам та Вирьял чӗлхи,Анат чӗлхи ҫинчен ҫухрашаканӗ кам пулни курӑнать вӗт!
Тимӗр // 4916-2612
2015.04.12 19:11
Админ,е эсӗ ҫав териех курмастӑн,е хӑратӑн чӑннине калама.Ӑҫта тата хӑҫан курнӑ эс вирьялсем анатрисем ҫине "тапӑннине".Ӗмӗр ирттернӗ тепри кабинетра чӑвашлӑхшӑн "кӗрешсе"халь вара Вирьял чӗлхи ҫине сӗмсӗррӗн тапӑнма пикенет.Пирн ати-апия кӳрентересшӗн.Ӑҫта пулнӑ вӑл Туркай чӗлхене хӳтӗлесе Советсен ҫурчӗ умӗнче выҫӑ тытнӑ чухне?!.К тымарлан судра чӗлхене хӳтӗленӗ чухне.
Agabazar // 2629.41.5840
2015.04.12 20:13
Agabazar
Таймерпа Акапасарăн мĕн пур пĕр-пĕринпе пайламалли?
Юлашки çĕтĕк çăпатине пайламалла-и? Е çухалса, çĕтсе, вилсе пыракан мăнтарăн чăваш чĕлхине пайламалла-и? :-(

Timer // 4916-2612 2015-04-12 19:11: <<Админ,е эсӗ ҫав териех курмастӑн,е хӑратӑн чӑннине калама.Ӑҫта тата хӑҫан курнӑ эс вирьялсем анатрисем ҫине "тапӑннине">>

Админ пирки калама пултараймастăп, эп хам вара ун пеккине нихçан та курман! Тепĕр майли вара (анатрисем вирьялсемпе... ÿпкелешни) пушшех те пулма пултарайман япала. 100% халлап!
Agabazar // 3385.73.9097
2015.04.13 05:34
Agabazar

Вирьял чĕлхевне мухтав!

Мухтав! Мухтав! Мухтав! Чăваш чĕлхин ытти чĕлхевĕсене те мухтав!

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj