Африкăн хĕвелтухăçĕнче çур ĕмĕр ытла типĕ çанталăк тăни унти 10 миллион ытла çынна пырса тивнĕ. Пин-пин çемье, çав шутра çара уран чупакан ачасем те, Сомалирен Кение кайнă. Унта çитиччен вĕсем хĕвел хĕртекен çĕр тăрăх шывсăр-апатсăр утнă. Сомалире пурăнма май пулман: тыр-пул пĕтнĕ, выльăх-чĕрлĕх вилнĕ… Кенири çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи халăхăн 37 процентне яхăн выçăпа аптăрать. Сомалири нумай ача çакна пула çул çинче вилнĕ.
Сăнÿкерчĕкре – 2-ри Аден Салаад. Амăшĕ çине пăхать. Лешĕ ăна «Врачи без границ» пульницăра шыва кĕртет. Унта Аден выçăпа аптăраса ÿкнĕрен сипленет.
Сомали çыннисем выçлăхран Дадааб лагерьте çăлăнаççĕ. Вăл – Кенире. Кунта кашни çул 10 пин ытла çын килет. Начарланса кайнă 1-ри Хабибо Машир та унта сипленет.
Типшар виçĕ çĕршыв чиккинче – Кени, Эфиопи тата Сомали. Кунта пурăнакансем хăйсем ÿстернĕ çимĕçсемпе тăранса пурăнаççĕ, çавăнпа вĕсен пурнăçĕ тухăçлăхран, выльăх-чĕрлĕхрен килет. 1 çулти Салдано Осман та сипленет. Ăна ятарлă аппаратпа çитереççĕ.
www.dec.org.uk сайтра шар курнисем валли укçа пухаççĕ. Сăнÿкерчĕкре – Сомалири пĕчĕк ача, пульницăра сĕт ĕçет.
Сомалирен тарса килнисем – лагерьте. Карта йĕплĕ пралукран. Малта – гуманитари пулăшăвĕпе килнĕ тип çу савăчĕсем.
Çемьесем палаткăра пурăнаççĕ.
Хăйăр тăвăлĕ пуçлансан çынсем акаци çывăхĕнче алă айĕнчи япаласемпе хÿтĕленеççĕ.
... ... ... ... ...
...
(Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)