Agabazar // 1190.74.2285
2015.07.21 16:43 | |
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: темӑпа ҫыхӑнман! | |
Agabazar // 1190.74.2285
2015.07.21 16:43 | |
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: дубль | |
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.21 21:18 | |
Путин каламан "хӳтӗлемелле"тесе.Тав турра тата Единая Россияна:паянхи кун никам та чӑваш чӗлхи ҫине тапӑнмасть.Аталанма пӗтӗм услови туса панӑ.Ҫук!.Хӑйсем чӑваш кафедринче зарплата ҫинче лараҫҫӗ,килӗнче вара папа-мама.Камран хӳтӗлемелле. | |
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.21 21:52 | |
Чӑваш чӗлхине аталантарма пур услови те пур темелле. Хӑйсем наян пулнине Путин ҫине тиесшӗн пирӗн интеллигенцӑсем, вӑл шутра пирӗн хисеплӗ Agabazarӗ те. Татах ыйтсан Кремльтен урӑх майсем те уҫса парӗ центр. Анчах Agabazar чӑвашне кирлӗ мар. | |
Agabazar // 1631.03.9995
2015.07.21 21:55 | |
Тимӗр // 4916-2612 2015-07-21 21:18 : <<Путин каламан "хӳтӗлемелле"тесе...>>
Тимĕр хоспочын!!! Ак çакă мĕскер: " Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»Сăмсаран чышсах кăтартам-ха сире! Раççейре чĕлхесене хÿтĕленĕ пирки калать Путин. Çакна вăл "начар япала" тесе мар, МУХТАНСА пĕлтерет. Эппин, чĕлхесене хÿтĕлени, Путин шучĕпе, лайăх япала. Лайăх пулсан, çапла тумалла та! Е эсĕр Путин шухăшне Админ пире валли тĕрĕс мар куçарса панă тесе шутлатăр-и? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.22 09:26 | |
Акасапар хӑта, кайса кур Америкӑна. Унта 200 ҫул хушшинче пӗтӗм Аборигенсене, вырӑнти индеецсене пӗтерчӗҫ, Тӗп турӗҫ. Вӗсенчен кайса ыйт мӗнле вӗсем чӗлхесене аталантараҫҫӗ. Мӑнтарӑн Лукьяновӗ илсе килнӗ бесплат футболкӑсем( вӗсене Шупашкарта валеҫнӗ теҫҫӗ куракансем)-вӗсене ӑмӑртусенче, пулӑмсенче,пиар-акцисенче илме пулать пӗрер-икшер. Ну, эпир Раҫҫейрен, илетпӗр 10-шар. Раҫҫейре аталанас текен нацисем хӑйсен чӗлхине упрама пултараҫҫех. Форумра палкаса лараканнисем аталантаримаҫҫӗ. | |
Agabazar // 1062.63.9958
2015.07.22 12:24 | |
"200 çул хушшинче..... пĕтерчĕç. Тĕп турĕç."
Бор хоспочын, эсĕр миçе çулта? Нивушлĕ çак çутă тĕнчере 200 çултан та ытларах пурăнатăр? Библири персонаж-им эсĕр? Хăшпĕрисене кунта Путин хоспочын Раççейри чĕлхесене хÿтĕлес тĕлĕшпе каланă хăватлăран та хăватлă шухăш шутсăр килĕшмест иккен. "Чĕлхесене хÿтĕлемелле мар!" — ак çакнашкал вĕсен идеалĕ! | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.22 17:51 | |
Эпӗ миҫе ҫулта пулни еплерех Америкӑри аборигенсене пӗтернипе ҫыхӑннӑ? Акасапар каллех Америкӑра индеецсен чӗлхине пӗтернӗшӗн Бор хӑтана айӑплӑ тӑвассине сисрӗм. Тепӗр хут калатӑп: Раҫҫейри пек 190 наци чӗлхипе культурине аталанма май туса паракан ҫӗршыв урӑх ҫук. Пукана ӑшӑтса ан лар, Акасапар хӑта. Кайса ҫӳре тӗнче тӑрӑх, ӑнланма тӑрӑш. | |
Аçтахар Плотников // 1112.37.1875
2015.07.22 19:04 | |
Бор эс ытти ҫӗршывсене тухса ҫӳретӗн пулас. Каласа пар-ха вара ытти ҫӗршывсенче мӗнлерех хӳтӗленине? Мӗн тӗлӗшпе пирӗн патра чаплӑрах хӳтӗлеҫҫӗ? // сӑмахӗ кунта АПШ пирки кӑна пымасть. Унта, «ӑнлантӑмӑр» ӗнтӗ, халӑхсене хӗсеҫҫӗ... | |
Agabazar // 8463.7.2068
2015.07.22 22:30 | |
"Тепӗр хут калатӑп: Раҫҫейри пек 190 наци чӗлхипе культурине аталанма май туса паракан ҫӗршыв урӑх ҫук." Путин сăмахĕнче "май туса парасси" пирки мар, хÿтĕлесси пирки каланă. |