Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Шикли шикленнĕ, экзаментан хăранă

Таисия Ташней12.06.2015 13:484511 Пурĕ пăхнă

Халăхăн шухăшне пĕлессишĕн ирттерекен тĕпчевсенчен пĕри шкулта вĕренекенсенчен 40 проценчĕ хăйĕн пĕлĕвне тата патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне ăнăçлă тытасса шаннине палăртнă. 30 проценчĕ хăй пĕлменнинчен ытла ашшĕ-амăшĕ хытă пăлханнине кура экзаментан хăрать иккен.

Чăн та, ывăл-хĕрĕ лайăх паллă илтĕр, патшалăхăн пĕрлĕх экзаменĕнче пысăк балл пухтăр тесе ашшĕ-амăшĕ мĕн кăна тумасть пулĕ! Урокра вĕреннине репетитор тытса тепĕр хут ăша хывнине хăнăхса çитрĕмĕр. Вĕрентекенĕсем хăйсем те урок хыççăн тав сăмахĕлле ларса юласшăн мар та, ачасене репетитор тытма сĕнеççĕ. Эпир шкул ачи чухне, пĕр 20 çул каялла, хăш-пĕр вĕрентекен урокри программăна ăша хывайманнисене урок хыççăн юлса та ним мар ăнлантаратчĕ. Халĕ пурнăçĕ укçа çине куçнă май вĕрентекенĕсем те улшăнса кайрĕç.

Сăмах май каласан, пĕринче мана 10–11-мĕш классенче вĕренекенсемпе Мускаври аслă шкулсенчен пĕри ирттернĕ Уçă алăксен кунĕнче пулма тӳр килнĕччĕ. Ачасемпе тата аслисемпе физикăпа математика факультечĕн деканĕ тĕл пулчĕ. Кашни сăмахне тимлĕн итлесе лартăм. Хăйĕн тĕлĕнмелле тавракурăмĕпе, ăс-тăнĕпе тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ çав çын.

Уçă алăксен кунне пынă ашшĕ-амăшĕнчен тахăшĕ аслă шкулта çав университета вĕренме кĕме хатĕрленӳ курсĕ йĕркелемен-и тесе кăсăкланчĕ. Декан ку ыйтăва хуравланă май ачасене хатĕрленӳ курсне яма сĕнмерĕ. «Сирĕн укçăр-тенкĕр ытлашши-и?» – ыйтуллăн пăхрĕ вăл аслисен куçĕнчен. Унтан çапла хушса хучĕ: «Ачăрсем шкул программине лайăхрах шĕкĕлчеччĕр. Ытах пулăшу кирлĕ пулсан 200–300 тенкĕпе ятарлă кĕнеке туянса парăр та çавăн тăрăх хатĕрленччĕр», – тăсрĕ вăл сăмахне.

Чăн та, математикăн пĕрремĕш никĕсĕ 4–6-мĕш классенче пухăнать. 7–9-мĕш классенче вара тĕплĕнрех ăша хывтараççĕ. Апла тăк ППЭрен сиксе чĕтриччен учебник шĕкĕлченин усси ытларах пулĕ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Марине // 2933.58.3214
2015.06.16 21:36
"Чăн та, ывăл-хĕрĕ лайăх паллă илтĕр, патшалăхăн пĕрлĕх экзаменĕнче пысăк балл пухтăр тесе ашшĕ-амăшĕ мĕн кăна тумасть пулĕ!"
Ҫапла ҫав, хӑйсен вӗрентекенӗсенчен пӑрӑнса чӑн малтан чи чаплӑ тата чи хаклӑ кӗсье телефонӗсем, компьютер- сехетсем туянса параҫҫӗ.
"Вĕрентекенĕсем хăйсем те урок хыççăн тав сăмахĕлле ларса юласшăн мар та, ачасене репетитор тытма сĕнеççĕ. "
Ку сӑмахсем пурте тӗрӗсех мар. Хӑшпӗр ачасене уроксем хыҫҫӑн вӗренпе сӗтӗрсен те хӑвараймастӑн, уйрӑмах вӗренӳре ӗлкӗрсе пырайманнисене.Вĕрентекенĕсем вара алӑ усса лармаҫҫӗ,"тав сăмахĕлле -ххх"-ӗҫлеҫҫӗ-ха. Шкулта ӗҫлесе курманнисем ҫеҫ вĕрентекенсем ҫинчен тем те калама пултараҫҫӗ. Пурне те пӗр виҫепе хаклама кирлӗ мар.
Agabazar // 1820.7.4954
2015.06.16 21:52
Agabazar
Шикли — шикленнĕ,
Кĕрĕк пĕркеннĕ!
Марине // 1313.68.4505
2015.06.17 07:28
"Шикли шикленнĕ, экзаментан хăранă"
Экзаментан хăратас мар тесен хальхи атте-аннесен хаклӑ планшетсем, ноутбуксем ВЫЛЯМА!, электронлӑ няньӑсем ИТЛЕМЕ! туянса париччен пепкисене юмахсем хӑйсен вуласа памалла, ҫынсене итлеме, унтан тӗрӗс калаҫма, вулама, уроксенче панӑ килти ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫлама ВӖРЕНТМЕЛЛЕ! ШКУЛТА КАҪӐХСА КАИЧЧЕН ВЫЛЯМА ХАКЛӐ ЭЛЕКТРОНЛӐ ХАТӖРСЕНЕ ПАРСА ЯМАЛЛА МАР!!! УЧИТЕЛЬСЕНЕ ТЕ ВӖСЕНЕ АЧАСЕНЧЕН ҪАК ХАТӖРСЕМПЕ ИРТӖХНӖШӖН ТУРТСА ИЛНИШӖН ЯТЛАМАЛЛА МАР!!! Шел пулин те хальхи ашшӗ-амӑшӗ -ачисен ПӖРРЕМӖШ ВӖРЕНТЕКЕНӖ ҫак ӗҫсем ҫине алӑ сулса интенетра вӑйӑ вылять.ҪИТМЕНЛӖХСЕМШӖН ШКУЛА ХУРЛАТЬ. "ЭПИР ШКУЛА АЧАНА ВӖРЕНТМЕ ЯНӐ-ВӖРЕНТӖР",-тет._
ПӖРРЕМӖШ ВӖРЕНТЕКЕН--атте-анне--МАНАС МАРЧЧӖ!
Айван // 4292.84.0894
2015.06.18 15:05
Пит те тӗрӗс, Марине кинӗм. Эпир пурте килӗшетпӗр ҫӳлти сӑмахсемпе, анчах кашни хӑй патша та хӑйне кирлӗ пек утӑмсем тӑват. Планшет кӑна мар, ҫӑмӑл машинӑ е диплом илсе пама та хатӗр.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj