 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | bor1959 // 1039.8.4424 2015.06.30 18:05 | |
| Чӑваш элити пур пулсан Чӑваш элтеперӗ патне пуҫтарӑнса кӗрсе ҫак Наци лицей проблемине нивушлӗ татса пама ҫук? Апла пулсан проблеми ҫук пулӗ? Е татса парас текенсем ҫук? | |
| Софья Савнеш // 2457.48.9263 2015.06.30 21:33 | |
|  | Ун пирки вĕрентекенсем пайтах тÿре-шара патне чупнă пулас. усси...
 | 
| Аксар Чунтупай // 3607.75.1592 2015.07.01 01:48 | |
|  | Мускава выçă тытма кайсан, тен, асăрхĕç... Унран пит хăраççĕ влаçрисем... Анчах кам кайĕ-ши? Пур-и ун пек интеллигент? Çук çав. | 
| Аксар Чунтупай // 3607.75.1592 2015.07.01 01:49 | |
|  | Туркайсем влаç илчĕç те выçă тытма пăрахрĕç, чăваш чĕлхишĕн те кĕрешме пăрахрĕç... | 
| Agabazar // 3425.09.7193 2015.07.01 16:35 | |
|  | Халь тата мĕн тутарасшăн эсĕр Туркая?
 Мĕн тумалла ун чăваш чĕлхишĕн кĕрешсе? Ыттисен мĕн тумалла? | 
| Миккуль // 4292.84.0894 2015.07.01 23:05 | |
| Тинех килсе  ҫитрӗ Аксар Чунтупай юлташ,салам .  Чӑнах та ыйту лартакансем ҫукрах, Туркай та тип тытма килӗшмест пулмалла. Agabazar тата мӗн хӳтӗленӗ пек тӑват? Туркайӑн мӗн тумалла тетни? Конструктивлӑ,ӗҫлӗ критикӑ тумалла.  Шанхай, Гремячӗвӑ,Пятино, Мадагаскар хыҫӗнче пурнакан халӑха мыскара кӑтартма памалла мар. Вӗсенчен 100% процента танах чӑвашсем вӗт.  | |
| Аçтахар Плотников // 8940.5.9061 2015.07.02 14:16 | |
|  | «Халь тата мĕн тутарасшăн эсĕр Туркая?»
 Ара, Хыпар унра мар-и? Шӑв-шав ҫӗклес кӑмӑл пур пулсан ма ак ҫак наци лицейӗ пирки халӑха сӳтса явма сӗнес мар? Хаҫат урлӑ. Тен, вирьялпа анат чӑвашсен чӗлхи пирки калаҫтарас вырӑнне чӑн проблема тавра калаҫу хускатмалла? Чӑашӑн малашлӑхӗ пирки... Чӑваш кафедрисем те, наци лицейӗ те — ку пӗтӗмпех пирӗн халӑхӑн малашлӑхне ҫул хывакан япаласемччӗ... | 
| bor1959 // 1039.8.4424 2015.07.02 17:18 | |
| Вӑт-вӑт тӗрӗс, Админ шӑллӑм. Тахҫанах кун пек ҫырасса кӗтнӗччӗ. Акасапар  ятарласа сӑмаха диалектсем,суффикссем,аффикссем ҫине куҫарса ярать. Малтан пулас ертӳҫӗсене ӳстересси ҫинчен ҫапӑҫас пулать, вӗсене ҫитӗнтерес вырӑн пулсан вара малашлӑх пулатех. | |
