Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: XVI ӗмӗрччен чӑвашсем мӗнле ятпа ҫӳренӗ?

Agabazar05.07.2015 15:5511395 Пурĕ пăхнă

Истори анналӗсенче "чӑваш" ята XVI ӗмӗр тӗлӗпе пӗрремӗш хут асӑнаҫҫӗ.

Маларах ку ята асӑнни ниҫта та ҫук.

Шутласа кайсан, ҫакӑ питӗ тӗлӗнмелле факт. Пирӗн таврари нихӑш халӑхӑн ячӗ те ҫавнашкал "пӗлменлӗхре" ҫухалмасть.

Ирӗксӗрех ҫапла шутлама тивет: чӑвашсене вӑл вӑхӑтра урӑх ятпа е урӑх ятсемпе чӗннӗ пулас.

Мӗнле ят е ятсем-ши вӗсем?

Атӑлҫи Пӑлхар карттине ак ҫак тӗлтен илтӗмӗр — http://kazan-sights.ru/history/790/

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 2735.97.2515
2015.07.06 04:54
Agabazar
Халлĕхе вара леш СУВАР текен халлапа пăта çапсах архива ăсатмалла пуль. Ун тавра айкашнинчен ним усси те çук. Сиенĕ вара пайтах.
Михаил Волков // 9163.4.2819
2015.07.06 12:18
Ытла та çăмăлттайла хаклатăн хаклă документсем тупнă тĕпчевçĕсен ĕçĕсене, Акапасар шăллăм. Эсĕ тесех калам, Эсĕр тесе шухăша салатса ярам мар. Ÿс, сумлан, ан ÿркен. Патшалăх тăрантаракан историксем çырнисене анчах ан ĕнен. Вуласа пăхăр, форумçăсемпе хăнасем, П.Мультиерсем статьисене ку сайтрах. Мадам евĕрех чăваш-пăлхар чĕлхин аваллăхĕ çинчен сăмах пуçлама та памастăн. Пирĕн эрăчченхи документсене чăваш чĕлхине таянса вуланине те ĕненместĕн.
Михаил ВолковСан // 2945.91.5289
2015.07.06 12:41
Санăн аваллăха тĕпчес шухăшлав никĕсне "кашни халăх, кашни чĕлхе хăйне уйрăммăн (автохтонлăн) пулса кайнă" тени кĕрсе вырнаçнă та ниепле те улшăнаймасть. Ку - тĕрĕс мар тавçăру. Ку концепци А.А.Тюняева "вырăссем упăтерен ытти халăхсенчен маларах сапăр хăмсем пулса кайнă" шухăша çураттарнă. Тепĕр шухăшлав никĕсĕ: пур халăхăн несĕлĕсем пĕрлĕхлĕ, пĕртăван, çавăн пекех вĕсен чĕлхисем - пĕр чĕлхейывăççин турачĕсем.
Agabazar // 3549.93.9657
2015.07.06 17:43
Agabazar
Эх, Михаил Волков хоспочын, эсĕр те "сувар" текен чирпе чирленĕ-им вара?
Agabazar // 3549.93.9657
2015.07.06 17:43
Agabazar
"Сувар" текен чир пур...
Михаил Волков // 2078.51.5525
2015.07.06 21:00
Урă пуçранах çуралса тухрĕ-и 17.45ри пост? Логиккă çуккипе ан тĕлентер, шăллăм. Матькассине анçÿре тетелпе.
Agabazar // 1112.49.5316
2015.07.07 04:37
Agabazar
Михаил Волков, XVI ĕмĕрччен чăвашсене епле чĕннине пĕлетĕр-и е çук-и?

...Пĕлетер-и е çук-и?
Атила // 3913.58.4645
2015.07.07 15:38
Чвашсене темле те чӗнме полтарнӑ поль ҫав.Калапр вӗт хохол,чурка,чукча тесе.Чваш хӑйне чвашах тенӗ.
Agabazar // 2328.38.7249
2015.07.07 19:04
Agabazar
Эсĕр калатăр пуль-ха "хоххол" е "чурккă" тесе, эпĕр вара каламастпăр. Украин, таджик, узбек, кăркăс.

Чукча текен этноним пур. Унпа никам та тĕлĕнтереймĕн.
Михаил Волков // 4127.48.2043
2015.07.07 21:20
14-15-мĕш ĕмĕрсем - халăхăмăр ăру-йăхшарăн сапаланса кайнă тапхăр. 1236-мĕш çулччен те ку ят йăх ячĕ пулса историе кĕрсе юлнă. Цивиль тени Кул Гали Çавал тăрăхне асăннă Чуиль. ЦВЛ=ÇВЛ Самрăпа е арабла çырсан. Монголсем тапăнса кĕрес умĕн те, тапăнса кĕрсен те Енией тăрăхĕнчи Иштексем, кăнтăртархри Хурапуçсем (Карапашсем), Урал тăрăхĕнчи Уруксем тата ытти Пăлхар чиккисене хÿтĕленĕ йăхсем Атăлпа Кама тăрăхне чакса килнĕ. Вĕсенчен пĕрисем авалхи Турă тĕннех тытнă, теприсем ислама кĕнĕ. Кул Гали Карапаш -йăх пуçĕ, унран "таса тĕне" йышăннине палăртать.

Paĝoj: 1, [2], 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj