Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: XVI ӗмӗрччен чӑвашсем мӗнле ятпа ҫӳренӗ?

Agabazar05.07.2015 15:5511000 Пурĕ пăхнă

Истори анналӗсенче "чӑваш" ята XVI ӗмӗр тӗлӗпе пӗрремӗш хут асӑнаҫҫӗ.

Маларах ку ята асӑнни ниҫта та ҫук.

Шутласа кайсан, ҫакӑ питӗ тӗлӗнмелле факт. Пирӗн таврари нихӑш халӑхӑн ячӗ те ҫавнашкал "пӗлменлӗхре" ҫухалмасть.

Ирӗксӗрех ҫапла шутлама тивет: чӑвашсене вӑл вӑхӑтра урӑх ятпа е урӑх ятсемпе чӗннӗ пулас.

Мӗнле ят е ятсем-ши вӗсем?

Атӑлҫи Пӑлхар карттине ак ҫак тӗлтен илтӗмӗр — http://kazan-sights.ru/history/790/

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Михаил Волков // 5654.9.2956
2015.07.05 22:19
"Хыпар" кăларса тăнă "Чăваш тĕнчи" ятарлă кăларăмĕнче (9/79/№,2005, юпа, 6) Петĕр Мультиерсем (Мускав хули) çырнă "Халăх ячĕ - XIII ĕмĕрте" статья тухрĕ. Арабсен Ибн эль-Асир ятпа историксем асăнаканăн летопиçĕнче 800 чăваш (ч саспалли çукран ТАВАШ тесе çырнă) юланутçă халифат çарĕнче пулнине асăннă. Вĕсене автора арабсене хирĕç тухма хатĕрленме халиф ярса панă. 1221 е 1223-мĕш çулсенче тенĕ. Летопиçе вырăсла куçараканĕ В.Тизингаузен. Унăн ĕçĕ "Сборник материалов, относящихся к истории Золотой Орды" ятпа 1884 çулта Питĕрте тухнă. Куçаруçă автор орфографине тĕкĕнме тавçăрайман. - П.М.
2015.07.05 22:38
Аçтахар Плотников
«Халăх ячĕ - XIII ĕмĕрте» статья пирӗн сайтра та пулма кирлӗ / сканерласа вырнаҫтарнӑччӗ пулас.
Agabazar // 2735.97.2515
2015.07.06 04:40
Agabazar
Хайхи статьясем:
1)Халăх ячĕ 13-мĕш ĕмĕрте
2)Халăх ячĕ 8-мĕш ĕмĕрте

Пăхрăм вăл статьясене. Ним кăсăкли те çук унта.

13-мĕш, 8-мĕш ĕмĕрсем патне капашиччен, малтан 15-мĕш тата 14-мĕш ĕмĕрсем тĕлĕшпе те пулин ăнкарас пулать. Кутăнла майпа кайса тишкерем пекки тунинчен усси çук.

Paĝoj: 1, 2, [3]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj