Шупашкар хула администрацийĕ çĕнĕ микрорайонсем тунă чух ача пахчисемпе шкулсем тăвассине строительсем çине тиесшĕн. Урăхларах каласан, çакна хулари тӳре-шара строительсене хăйсен шучĕпе тутарасшăн.
Иртнĕ эрнере Шупашкар хула администрацийĕнче иртнĕ канашлура хула администрацийĕн архитектура тата градостроительство енĕпе ĕçлекен пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Павлов Хусанпа Чулхула тĕслĕхĕсемпе усă курас шухăшлине пĕлтернĕ. Унта пĕр-пĕр микрорайона тăвакан ача пахчине хăй шучĕпе тăвать, шкула — инвесткилĕшӳ тăрăх. Хамăр патри тĕслĕх пулма тивĕççисенчен Шупашкарти «Волжский-2» тата «Волжский-3» микрорайонсене асăнса хăварнă.
Канашлăва хутшăннă Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн пуçлăхĕ, «Тус» строительство организацийĕн ертӳçи Николай Угаслов хусансемпе чулхуласен тĕслĕхне хавасланса йышăннине палăртман. Вăл каланă тăрăх, микрорайона тунă чух инженери инфраструктури валли кăна 350 миллион тенкĕ тухса кайнă. Николай Угаслов шучĕпе, социаллă объектсене патшалăхпа пĕрле пулса тунине нимĕн те çитмест.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.