Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Раҫҫей Сиринче мӗн шырать?

Аçтахар Плотников01.10.2015 00:444643 Пурĕ пăхнă

Авӑн уйӑхӗн юлашки кунӗнче Федераци Канашӗ пӗр саслӑн Сири патшалӑхне хӗҫ-пӑшал тӗлӗшӗнчен пулӑшма сасӑларӗ. Чӑн та кунӗ питӗ шавлӑ иртрӗ — ирӗк пачӗҫ ҫеҫ мар, самолетсем Сири правительствипе кӗрешекен Ислам патшалӑхӗн ҫарне бомбӑсем пӑрахса тустарма та ӗлкӗрчӗҫ. Хӗҫ-пӑшал тытман ҫынсене вӗлерни пирки те, Раҫҫей самолёчӗсем Ислам патшалӑхӗн ҫыннисене мар, оппозицие ҫӗмӗрме пулӑшни ҫинчен те ҫырчӗҫ. Сири теми ҫак кун Донбасра вӑрҫӑ вӗҫленни пирки пӗлтернӗ хыпара та тӗксӗмлетрӗ.

Хирӗҫӳ историйӗ пирки кӗскен

Мӗнех, Сири тавра хирӗҫӳ мӗнрен пуҫланнине пӑхса илер пуль малтан.

Историне пӑхас пулсан 2000 ҫулччен патшалӑх ертӳҫи Хафез аль-Асад пулнӑ. Хайхи 30 ҫул ытла патшалӑх тилхепине тытса пынӑ хыҫҫӑн леш тӗнчене ӑсаннӑ та ун вырӑнне ывӑлӗ Башар ларнӑ. 7 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн референдумра халӑх каллех ӑна суйланӑ. Халӑхӑн 97,62 % унӑн кандидатурине ырланӑ. Путин хӑйӗн 85%-пе патӗнче те тӑмасть темелле.

2010 ҫулта хайхи Арапла ҫуркунне пуҫланать, чылай патшалӑхра халӑх пуҫлӑхсене хирӗҫ тухать. Тунис, Ехипӗт, Йемен, Ливи… Пӑлхавсем Байхренра, Алжирта, Иракра, Иорданинче, Мороккора, Оманра тата ыттисенче иртеҫҫӗ. Сиринче те граждан вӑрҫи пуҫланать. Паллах, халӑх коррупцие путнӑ, пусмӑрлакан диктаторсене хирӗҫ тӑнине Анӑҫ ырланӑ кӑна — вӗсем диктатурӑсене хирӗҫ пулни, демократие сарма тӑрӑшни каламасӑрах паллӑ.

Сиринчи хирӗҫӗве темиҫе вӑй хутшӑнать. Чи малтанах Башарпа оппозици кӑна кӗрешетчӗ, анчах каярах (лару-тӑру унашкал ҫаврӑнасса малтанах калатчӗҫ) хайхи исламистсем те вӑй илме пуҫларӗҫ. Оппозицилле ҫынсемпе исламҫӑсене танлаштарсан, паллах, иккӗмӗшсем тем тесен те вӑйлӑрах пулмалла — лешӗсен пӗр тӗвве пуҫтараканнине тупма йывӑр пулсан (демократире вӑл ялан ҫапла — пӗр-пӗринпе пӗр чӗлхе тупма самай йывӑр…) исламҫӑсен пӗр идиологи пур — тӗн. Ҫапла пулса тухрӗ те ӗнтӗ. Оппозици мӗн чухлӗ ытларах правительство ҫарне хӗсрӗ, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах Ислам патшалӑхӗ сарӑлчӗ. Тӑваттӑмӗш вӑй вара — курдсем. Иракра йӗркесӗрлӗх пуҫланнӑ хыҫҫӑн вӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнче нехтӑ сутса самай вӑй илчӗҫ. Турци вара ку лару-тӑрура курдсене чарас тесе пуль ӗнтӗ оппозицие пулӑшма тӑрӑшрӗ.

Башарӑн правительство ҫарӗ уйӑхсерен тенӗ пекех хӑй тытса тӑракан ҫӗрсене ҫухатса пычӗ. Чи пӗлтерӗшлӗ хулана та — Алеппӑна — правительство ҫухатрӗ. 2014 ҫулта иртнӗ суйлавра каллех Башара суйларӗҫ пулин те граждан вӑрҫи пӗтме шутламасть-ха.

Раҫҫей хутшӑнни

Мӗн тӗллевпе Раҫҫей ҫак вӑрҫа кӗрет-ха? Телекӑларӑмсем урлӑ пире пӗлтерекен Ислам патшалӑхӗпе кӗрешни тӗп вырӑнта мар ӗнтӗ. Апла сӑлтавлани — халӑха лӑплантарасси кӑна. Чӑннипе вара влаҫра ларакансем АПШ-ра Президент вырӑнне Буш йышӑннӑ чухнехи ҫулпа кайнӑн туйӑнать. Вӑрҫа хутшӑнни — халӑха шалти йывӑр лару-тӑрӑва кӑтартас марри. Украинӑри Донбасри вӑрҫӑ та йӑлӑхтарса ҫитерчӗ курӑнать вӗсене, халӑх унпа интересленме пӑрахрӗ. Мӗн те пулин ҫӗнни кирлӗ — Сиринче самолетсемпе бомбӑсем пӑрахни тӳре-шара шухӑшӗпе шӑп та лӑп халӑха кӑсӑклантарма пултарӗ те ӗнтӗ.

Мӗн пулса тухӗ?

Сири, паллах, Украина мар. Украинсем вӗсем хӑйсен ҫӗрне хӳтӗлеҫҫӗ кӑна, Раҫҫейре пӗр-пӗр террористла ӗҫ-пуҫ тӑвасси вӗсен пуҫӗсенче ҫукрах ӗнтӗ. Исламҫӑсем вара — пачах урӑхла. Вӗсем ним мар ют патшалӑха лексе ҫынсене шар кӑтартас тесе пӗр-пӗр бомба таврашӗ сирпӗтме пултараҫҫӗ. Хӑйсене хӑйсем те сирпӗтейреҫҫӗ. Тавӑрас тесе — пушшех те. Тӗн тени вӑйлӑ япала вӑл — ҫынна минретсе тем япалана та ӗнентерме пулать. Телевидени вӑл енчен вӑйлӑ та, тӗн тата та, пӗр вунӑ хут ытларах та пуль, хӑватлӑрах. Кунта, Шупашкара, килсе кӗреймеҫҫӗ пуль-ха та, анчах Мускав, Питӗр тата уйрӑмах кӑнтӑр енчи пысӑк хуласем хӑрушлӑхра пулӗҫ. ФСБ хӑйӗн ӗҫне лайӑх туса пырсан кӑна ҫак инкек-синкек пире айӑккӑн иртсе кайӗ.

Раҫҫей влаҫӗсем каланӑ тӑрӑх, Сири вӑрҫине хутшӑнса эпир шӑп та лӑп унти террористсене хамӑр пата ямӑпӑр имӗш. Анчах тепӗр енчен шухӑшласан, вӗсене бомбӑсемпе сирпӗтни, пачах та урӑхла, лешсене пире сӑтӑр тума хистӗ.

Ытти енчен ӗнтӗ ку хирӗҫӳ мӗнпе вӗҫленнине калама питӗ йывӑр. Кунта интересӗсем Башарӑн ҫеҫ мар-ҫке. Анӑҫ та хӑйӗн политикине тӑвасшӑн, исламҫӑсем те хӑйсен йӗркине сарасшӑн… Раҫҫей хальлӗхе авиаципе ҫеҫ хутшӑнать пулсан, хӑш-пӗр политиксене ку ҫителӗксӗр. Ав, Кадыров ҫуран ҫарпа та пулӑшмалли пирки калать. Самолетсемпе ҫеҫ вӗҫни Раҫҫей ҫарне пысӑк сиен кӳмӗ пуль-ха та, салтаксене ярсан вара — пӗлсе ҫитерме ҫук.

Исламҫӑсене илес пулсан, кунашкал бомба тӑкни вӗсене тем тесен те чармӗ. АПШ вӗсене темиҫе ҫул хушшинче мӗн чухлӗ ӑшаларӗ пулин те вӗсем ҫав-ҫавах халь те ҫухалман, халь те пур. Енчен те малтан пӗр Афганистанпа Пакистанра кӑна пулнӑччӗ пулсан, халь, ав, Сири таранах сарӑлса ҫитрӗҫ.

Ҫавах та ырӑ енсене палӑртнипе вӗҫлес килет. Вӗсем вара ҫук мар. Украинӑран пӑрӑнса тӑкаксӑртарах вӑрҫа хутшӑнни хамӑр ҫӗршыври экономика лару-тӑрӑвне лайӑхлатех. Тен, анӑҫрисемпе пӗр чӗлхе тупсан, санкцисене те пӗтерӗҫ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj