Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Вика Сорокина: «Хыпар» редакторӗ кам пулӗ?

Вика Сорокина03.11.2015 12:306710 Пурĕ пăхнă

«Хыпар» хаҫат пирки пӗр вӑхӑтра шӑв-шав лӑпланнӑччӗ. Ӑна чылай ҫул редактор пулса ертсе пынӑ Алексей Леонтьев вырӑнне Валери Туркай влаҫа ларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш халӑх сайтӗнче те, «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра та тем тӗрлӗ шухӑш та палӑртакан тупӑннӑччӗ. Нумаях пулмасть Валери Туркай Чӑваш Енӗн информаци политикин министрне Александр Иванова халалласа сӑвӑ ҫырни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Сӑвӑра Валери Туркай республика шайӗнчи ҫав пуҫлӑха йӗпленӗччӗ. Каярах пирӗн сайт Валери Туркайпа контракт тӑсманни, тӗп редактор тивӗҫне Михаил Арланов пурнӑҫлани пирки хыпарларӗ.

Халӗ «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра Валери Туркайпа контракт тӑсманнине сӳтсе яваҫҫӗ, республика шайӗнчи чӑвашла хаҫата ертсе пыма кама шанасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Алексей Леонтьев хыҫҫӑн Валери Туркай килсенхиллех хӗрсе кайман-ха тавлашу. Ҫапах та тӑрӑхласа-йӗплесе ҫыракансем те самай.

 

«Максимов Геннадий пӗрремӗш номерлӗ кандидат! Коллектив Максимова кӑна йышӑнать, ҫакна Иванов министрпа унӑн ҫумӗ Стройкова ӑнланма тивӗҫ», – тесе ҫырать пӗри. «Коллектив шухӑшне кам шута илтӗр? «Хыпар» илӗртӳллӗ вырӑн-им? «Грани тата «Советская Чувашия» хаҫат тӗп редакторӗсене палӑртнӑ чух унта ӗҫлекенсен шухӑшне никам та тӗпе хуман», — касса татать тахӑшӗ. «Максимовшӑн тӑракан никам та ҫук. Ҫавӑнпа вӑл куляннипе эрех ӗҫет», — шухӑшлать тата тепри.

Михаил Арланова пӗри ытла та хурласа ҫырнӑ. М. Арланова хут вӗренмен ҫын вырӑнне хурса хакламанни кӑна ҫав этем. «Вырӑс чӗлхипе тӑваттӑмӗш класс диктантне виҫҫӗллӗх ҫырать пуль», — тенӗ ятне кӑтартманскер. М. Арланов калаҫнӑ чух та шухӑшне уҫӑмлах палӑртаймасть тесшӗн интернет-кӑларӑмри калаҫӑва хутшӑнакан ҫав ҫын. Тата Михаил Арланова ҫынсене сутать тесе хайхи ӳпкелени сисӗнет. «Ҫакӑн пек ӑслӑ ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ пирӗн «Хыпарта», — тесе ҫырать ятне кӑтартман этем.

«Юля Стройкова «Хыпар» директорӗ пулать. Чӑваш, Тутарстанран. Тӑван чӗлхине маннӑ-ха вӑл. Анчах лайӑх ертӳҫӗ. «Хыпара» йывӑрлӑхран самантрах туртса кӑларӗ. Наци телевиденине, 5-мӗш канала ертсе пынӑ. Унӑн тепӗр паха енӗ — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Шупашкар хула комитечӗн пайташӗ. Игнатьев ӑна «Хыпара» шанса парӗ. Вӑл ку ӗҫре пултарӗ. Сӑварсем ӑна пулӑшса пырӗҫ», — чӑнласах ҫырнӑн ҫырать тата тепри.

Маларах асӑннӑ Михаил Арланова (унччен вӑл «Хыпар» редакторӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ) Мешков (кунта сӑмах Олег Мешков пирки пырать. Вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ) пулӑшса пырать. Арланов кун пирки пур ҫӗрте те каласа ҫӳрет», — ҫырать «Хыпар» теми тавра пуҫарнӑ калаҫӑва малалла тӑсса «Максимов куляннипе эрех ӗҫет» тесе шӑрҫалакан этем. П.С. Краснова (халӗ вӑл — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. Унччен министр та пулнӑ) «Хыпар» редакторне лартмалла текен те тупӑннӑ.

Сӑмах май, ӗнер «Хыпар» редакцине Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерствинчен тӳре-шара килнӗ. Унта ҫынсем пуҫлӑхра кама курасси пирки анкетӑсем ҫырнӑ. Сӗннӗ темиҫе вариант хушшинче унчченхи редактор пирки кӑсӑкланнӑ ыйту та пулнӑ. Коллективри ҫынна е ютрине ларттарас килет-и тесе те ыйтнӑ. Паян коллективпа Александр Иванов министр хӑй тӗл пулнӑ. Ахаль хаҫатҫӑсем министр хӑйне епле тытнипе кӑмӑллӑ юлни сисӗнчӗ. «Хаҫат тиражне пирӗн тумалла, рекламине те пирӗн тупмалла, паха материал та пирӗнех ҫырмалла. Коммерци пайӗ, пуҫлӑхпа унӑн ҫумӗсем мӗн тӑвакан ҫынсем?» – тесе шалт аптӑраканскерсене министерствӑрисем лару-тӑру пуҫлӑхсенчен самай килнине палӑртни килӗшнӗ. Раштавӑн 1-мӗшӗччен «Хыпарта» штат расписанине ҫирӗплетмелле-мӗн, тӑкаксене чакарас ҫул-йӗре палӑртмалла.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Упа // 7435.4.0882
2015.11.05 11:52

Тӗлӗнтӗм

Victor // 1797.03.7906
2015.11.06 12:07
Victor

"Ҫӑкӑр ҫитерекене мухтав!" --- Хо-ха-ха ку мӗнле совок.

Хăна // 3087.50.5318
2015.11.06 18:32

Чӑнах та тӗлӗнмелле вара, Сергей Павловшӑн 1 кун хушшинче мӗнле вара 30 ҫын ытла сасӑланӑ? Ыйтӑмӑн малтанхи виҫӗ кунӗнче те виҫӗ сасӑ илейменччӗ мар-и вара?

тӗлӗнмелле! // 8654.3.9047
2015.12.09 12:39

Тӗлӗнмелле! Мана вулакана "Хыпар" шӑпи питӗ кулянтарать. Леонтьева каялла тавӑрас килет!!! Эпӗ ӑна хӳтӗлеместӗп... Анчах та мӗнле ӗҫленине питӗ лайӑх пӗлетӗп? Вӑл чӑн-чӑн ертӳҫӗ!!! Йӗрес килет ыттисем пирки сӑмах пуҫарсан!!!


Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj