Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Виталий Станьял: Ешентей мӑчаварпа пӗрле...

Виталий Станьял13.11.2015 09:396553 Пурĕ пăхнă

Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхӗпе ӳнерӗсен академийӗн йӑлана кӗнӗ Ҫулталӑк пухӑвӗ пулса иртет. Кӑҫал ӑна Академи президенчӗн Евгений Ерагинӑн 60 ҫулне халалласа ирттерме йышӑннӑ. Президент биографийӗ ЧНАНИ «Хыпарӗсенче», ытти журналсенче пичетленӗ. Е.Е.Ерагин, тӑлӑх ӳснӗ ача, салтакра пулнӑскер, Ялхуҫалӑх институтӗнче инженера вӗренсе тухрӗ те ялхуҫалӑхӗнче ӗҫлерӗ. Тӑван халӑх ӑс-халне пӗлес килнипе Чӑваш патшалӑх университетӗнче хӗрсе вӗренчӗ, ун хыҫҫӑн шкулта вӑрах тӑрӑшрӗ.

Ялти хуҫалӑхне, кил-йышне тӗрӗс-тӗкел тытса тӑрать, ял-йышпа пӗрле кӗрлесе пурӑнать. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхӗпе ӳнерӗсен академине ҫирӗппӗн аталантарса пычӗ. Ку вӑл халӑх (общество) пӗрлӗхӗ, патшалӑх ӑна тытса тӑма пӗр пус та уйӑрмасть. Анчах кашни утӑмне шӑрпӑкланса тӗрӗслет, тӗрлӗ штрафсемпе хӑратса чуна илет. Чӑтӑмлӑ Евгений Ерагин президент ҫухалса кайни, каялла чакни пӗрре те пулмрӗ-ха. Пачах урӑхла — вӑл ертсе пынӑ чухне ЧНАНИ чылай тӗрекленчӗ, йышне хушрӗ, курӑмлӑ ӗҫсемпе малалла талпӑнчӗ.

Кунта эпӗ тӗрлӗ енлӗ хастар та тава тивӗҫлӗ ҫыннӑн (халӑхра вӑл Ешентей мӑчавар ятпа палӑрса юлчӗ) йӑла-йӗрке ӗҫӗнчи шухӑшӗсем ҫинчен пӗр-ик сӑмах калас тетӗп.

Темиҫе ҫул каялла пире иксӗмӗре те тӗк тӑмал ҫӗртенех ӗҫрен кӑларса ҫапрӗҫ. Ӑна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учительне, Калайкасси шкулӗнче уроксем ирттерме кӑна мар, хӑй йӗркеленӗ музее пӑхса тӑма та «вырӑн пулмарӗ». Ыттисем пек стандартлӑ ҫын мар ӗнтӗ Евгений Евстафьевич. Итленӗ эпӗ унӑн урокӗсене — трактор ӗҫне вӗрентнине те, чӑваш культурипе те. Ун патӗнче вӗренекен ачасен пурин те чӑвашла ятсем пурччӗ, вӗсем учитель урока пынӑ ҫӗре ура ҫине тӑрса чӑваш гимнне хавхаланса юрлатчӗҫ. Ун пек «ирӗклӗ пӑлхавҫӑран» тӗп-тӗрӗс пуҫлӑхсем, паллах, часрах тасалма тапаҫланаҫҫӗ.

Ҫав ҫулах улпутсене хирӗҫ каланӑшӑн, «шултра ученӑйсен» хӑмпине кустарма килӗшменшӗн мана та тӗпчев институтӗнчен хӑваласа ячӗҫ. Хӑйсемпе килӗшменнисене, чӗмсӗр пурӑнайманнисене чеен таптаҫҫӗ — ертӳлӗхе тӑванӗсене лартса сӗмсӗрленеҫҫӗ, ӑста ҫынсене тарҫа хӑвалаҫҫӗ, ӑслӑраххисене ҫук япалапа пӑтратса катертеҫҫӗ. Ку ӗнтӗ ӗмӗрхи меслет.

Пирӗн малашне, ҫапла вара, ирӗксӗрех халӑх ӗҫӗпе ҫеҫ пурӑнмалла пулса тухрӗ. Тепӗр чухне, ҫапах та, шалуллӑ ӗҫсӗр пурӑнма йывӑрри ҫинчен калаттӑм та, мӑчавар мана «ӗҫлесен выҫӑ вилмӗпӗр» тесе лӑплантаратчӗ. Тымарлӑ йывӑҫ типсе лармасть, теҫҫӗ. Тӑван халӑхра эпир те хӑрсах лармӑпӑр-ха...

Укҫашӑн, мулшӑн, чапшӑн хыпса ҫунакансем хӑйсен кастине туса хунине халӗ нумайӑшӗ ӑнкарма пуҫларӗ ӗнтӗ. Укҫа хутаҫӗсем, влаҫа ярса илсе, хура халӑхран вуҫех уйрӑлса кайрӗҫ. Вӗсен урӑх тӗнче. Хапсӑну философиллӗ атеист-партийцӑсем, ҫил хӳрисем, халӗ ҫылӑх каҫарассине модӑна илчӗҫ! Анчах вӗсен турри те, амӑшӗ те — ылтӑнпа кӗмӗл. Ҫавӑнпа тӳрӗлӗхе упрасси, тӗрӗслӗхе хӳтӗлесси асне те кӗрес ҫук.

«Пурте ватӑлатпӑр, пурте вилетпӗр. Ку вӑл ҫутҫанталӑкӑн ни ылтӑнпа, ни чӗнӗмпе улталама ҫук саккунӗ. Питӗ тӗрӗс саккун. Ҫавӑнпа хамӑр тума пултарнине, пурнӑҫлама тивӗҫлине тӑвас пулать. Кая юлсан каю шӑтать те йӗрсӗр пӗтет», — тесе вӗрентет Ешентей мӑчавар.

Чунӗсенче Турӑ сӑвапне (ҫынлӑх тивӗҫӗсене) туйма пӑрахнӑ сӗмсӗр ҫынсене ӗмӗрӗпех каҫарса пурӑнма пулмасть, тӗрӗс сӑмаха куҫран тӳррӗн каламалла, тетӗп. «Ҫӗршывра Турӑ тӳрӗлӗхӗ ҫук чухне сӑмахпа ҫӗнтерме ҫук. Сӑпса йӑвине хускатни ҫеҫ. Иртӗхсе шыҫсан хӑйсемех шӑтаҫҫӗ», — тет мӑчавар. Килӗшес те килмест манӑн унпа, анчах вӑл тӗрӗснех калать пулмалла.

Ҫапла вара, ӗҫпе пурнӑҫ ҫинчен, чӑваш шӑпи, халӑх тӗнӗпе ӗненӗвӗ пирки мӑчаварпа калаҫу куллен пулса иртет. Турӑ пурри-ҫукки пирки, тӗрлӗ тӗнсем пирки эпир тавлашмастпӑр.

«Турӑ» текен ӑнлав пирӗншӗн — ырӑпа усала шайлаштармалли виҫе, ҫынлӑхӑн ӗмӗрсенче кивелмен пахалӑхӗ, тӗрӗслӗх управӗ. Этем пурнӑҫӗн чун-хавал эталонӗ вӑл, турӑ тенӗ сӑмах. Ҫынра тӗрӗслӗх пур-тӑк, чунӗ мӑкалман-тӑк — ӑна турӑ курнӑ, ҫук-тӑк — уншӑн турӑ та, чыс та, тасалӑх та ҫук. Иксӗмӗр чылай калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫапла килӗшетпӗр: малашлӑха, ырра, тӗрӗслӗхпе тӑванлӑха ӗненнине эпир турра ӗненни тесе шутлатпӑр иккен.

Этемшӗн темрен те хӑватлӑ ҫутҫанталӑк пур. Ҫутҫанталӑк хӑватне турӑ ирӗкӗ тесе шутлать Ешентей мӑчавар, ҫавна пит пысӑка хурса хаклать. Чӗрчун-и, ӳсентӑран-и, шыв-шур е сӑрт-ту — пурте этеме кирлӗ, ҫыншӑн ырлӑх, этемлӑхшӗн сӑпка. Пӗр ҫулхине Ярак ялӗ витӗр иртнӗ чухне мӑчавар килне кӗрсе тухрӑм. Кил хуҫи пуртӑ-пӑчкӑпа тарла-тарла ӗҫлетчӗ — хуралтине ҫӗнетме пуҫланӑ. Сывлӑш ҫавӑрса ямалла тесе анкарти ҫумӗпе утнӑ чухне вӑл пӗр пӗчӗк курӑка асӑрхарӗ те тирпейлӗн татса илчӗ. «Ҫак курӑкӑн ятне пӗлместӗп-ха, шыраса пӑхмалла пулать», — тесе пӗрле илчӗ. Гербари валли иккен. Вара эпӗ унӑн аслӑкӗ ҫине хӑпарсах пӑхрӑм. Унта мӗнпур сиплӗ курӑк, ҫиме юрӑхлӑ кӗпҫе те тымар, тӗрлӗ чечек мачча тулли ырӑ шӑршӑ сарнӑччӗ. Пӗр тӗлте вара ятне пӗлмен ӳсентӑран сентри-мӗн. «Шкул ачисем пӗлесшӗн-ха, хамӑн та пӗлмелле». Ҫапла ҫын вӑл, чӑваш мӑчаварӗ. Таврара мӗн пуррине йӑлтах пӗлесшӗн. Пӗлнине кӗнекене кӗртесшӗн.

Пичетленсе тухнӑ тӗпчевӗсем 20 кӗнекене ҫитрӗҫ. Ытларахӑшӗ — районсемпе ялсен историйӗсем. Чӑваш Республикинчи Муркаш, Калайкасси, Карямал, Ҫеҫмер, Тени, Шомик, Шорча, Юнкӑпуҫ, Паттӑръял, Ярак ялӗсем, Чулхула облаҫӗнчи Семьяны, Белавка, Кужмара, Враттын, Озерки тата ытти ялсен тӗплӗ кӗнекисем. Ентешӗсен уявӗсене ҫулсерен йӗркелет. Уяв тӗлне каллех кӗнеке кӑларать. Спиридон Яндуш, Куҫма Пайраш ҫыравҫӑсен, Николай Яковлев художник, Андрей Алексеев чӗлхеҫӗ пурнӑҫӗпе пултарулӑхне ҫутатакан кӗнекисенче унччен ҫырманни нумай. Чӑваш йӑли-йӗркине тӗплӗн сӑнаса «Ҫимӗк-ҫинҫе ҫитсессӗн: ҫуллахи уявсем»» энциклопедилле пӗлкӗч кӑларчӗ. Халӗ хӗллехи уявсен кӗнекине калӑплать. Ҫакна йӑлтах харкам хастарлӑхӗпе, хӑйӗн пуҫарулӑхӗпе, ӑшри ӑсталӑхӗпе пултарнӑ. Ӑна никам та заказ паман, никам та укҫалла тара тытман. Тӗпчевҫӗ кирлӗ ӗҫ тунине ӑнланакан пайтаҫӑсем те пур. Вӗсем ӑна таса кӑмӑлпа пулӑшнине вулакансем манмӗҫ-ха. Кӗнекисем тухрӗҫ те — халӑхра хӑвӑрт саланчӗҫ. Эппин, ҫынсене истори, йӑла-йӗрке пӗлӗвӗ кирлӗ, вӗсем кӗтеҫҫӗ. Ҫакӑ кӗнекеҫӗне тата хытӑрах хавхалантарать, халӑхшӑн ӗҫлес кӑмӑлне ҫӗклет. Ҫынсем шанни унра татах нумай. Вӑйпитти-ха вӑл. Палӑртнине пурнӑҫлама Ҫутҫанталӑк ӑна ҫирӗп вӑй патӑр!

Виталий Станьял,

ЧНАНИ хисеплӗ президенчӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Н.Кондр // 1489.49.0398
2015.11.18 10:07

Чаваш халах Академи президентне Евгений Ерагина 60 ҫул тултарна ятепе саламлатпар!!! Пите пысак сывлах сунатпар! Чемпер чаваш академикесем!

Н.Кондр. // 2703.38.0912
2015.11.18 10:31
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ:

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj