Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Сиам йӗкӗрешӗсем

Софья Савнеш15.11.2015 21:154679 Пурĕ пăхнă

Сиам йӗкӗрӗшӗсем кӗлеткин пӗр-пӗр пайӗпе ҫыпҫӑнса ҫуралаҫҫӗ. Кун пек ҫынсем тӗнчере сайра тӗл пулаҫҫӗ. Пуҫӗсем пӗрлешсе ҫуралнисем питӗ сайра. Сиам йӗкӗрешсемпе кӑсӑкланса тӗнче тетелӗнче ку информацие шырарӑм. Акӑ мӗн куҫ тӗлне пулчӗ.

1. Энг тата Чанг Банкер йӗкӗреш. Вӗсем 1811 ҫулта ҫуралнӑ. Ячӗсем «сулахай» тата «сылтӑм» тесе куҫаҫҫӗ. Вӗсем кӑкӑрӗ тӗлӗнчен пӗрлешсе ҫуралнӑ. Арҫын ачасем кун ҫути курсанах тӗнче пӗтет тесе каланӑ. Анчах ку тӳрре тухман. Энг тата Чанг пирки вара тӗнчипех пӗлме пуҫланӑ. Укҫа ӗҫлесе илсен вӗсем Аделаида тата Сара Эннсене качча илнӗ. Хӗрарӑмсем вӗсене 21 ача ҫуратса панӑ.

2. Зита тата Гита Резахановсем. Вӗсем пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть ҫырса кӑтартнӑччӗ. Шел, хӗрачасенчен пӗри вилчӗ.

3. Кристина тата Вероника Кайгородцевӑсем. Вӗсем Хакасирен. Купарчи тӗлӗнчен пӗрлешсе ҫуралнӑ. Хӑш-пӗр органӗ иккӗшӗн валли пулнӑ. Мускавра хӗрачасене уйӑрнӑ. Анчах Кристина аталанса ӳснӗ, Вероника вара халсӑрланнӑ, кайран вилнӗ.

4. Маша тата Даша Кривошляповӑсем. Вӗсем 1950 ҫулта пӗр кӗлеткепе, виҫӗ урапа ҫуралнӑ. Хӗрачасене ашшӗ-амӑшӗнчен Педиатри институтне тӗпчеме илсе кайнӑ, унта 7 ҫул пурӑннӑ. Унтан вӗсене кая юлса аталанакансен интернатне леҫнӗ. Хӗрачасем юлашки кунӗсене ваттисен ҫуртӗнче ирттернӗ, унтах вилнӗ.

5. Лючио тата Симпличио Годинӑсем. 1908 ҫулта купарчи тӗлӗнчен пӗрлешсе ҫуралнӑ. Ташлама юратнӑ. Вӗсем йӗкӗреш хӗрсене качча илнӗ. Кун хыҫҫӑн тӑваттӑн ташлама тытӑннӑ. Лючио 28 ҫулта ӳпки шыҫҫипе вилнӗ. Пиччӗшне операци туса ҫӑлма хӑтланнӑ. Анчах вӑл та 3 кунран вилнӗ.

6. Виталия тата Валия Тамулявичуссем. Хӗрачасем Литвара 1987 ҫулта ҫуралнӑ. 1989 ҫулта вӗсене Мускавра уйӑрнӑ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ.

7. Роза тата Джозефа Блажексем. Вӗсем 1872 ҫулта Богемире ҫуралнӑ. 1892 ҫулта вӗсене пӗтӗм тӗнче пӗлнӗ. Вӗсем сӗрме купӑс лайӑх каланӑ. Тӗлӗнмелле те, хӗрачасем чӗрӗ юлнӑ. Ҫуралсанах ашшӗ-амӑшӗ вӗсене вӗлерес тесе темиҫе кун апат ҫитермен.

8. Дэйзи тата Виолетта Хилтонсем. Вӗсем циркра вылянӑ, унтан фильмра ӳкерӗннӗ (унта рольсене хӑйне евӗр ҫынсем калӑпланӑ: карликсем, мӑйӑхлӑ хӗрарӑмсем тата ыттисем).

9. Джованни тата Джакомо Точчисем. Тӗлӗнмелле йӗкӗреш Италире 1877 ҫулта ҫуралнӑ. Улттӑмӗш аяк пӗрчинчен ҫӳлерех вӗсем тӗрлӗ ҫын пулнӑ, аяларах – пӗр ҫын. Чылай вӑхӑт вӗсем циркра ӗҫленӗ. Унта укҫа нумай ӗҫлесе илнӗ. Йӗкӗреш 63 ҫулта вилнӗ.

10. Абигейл тата Бриттани. Вӗсем 1990 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнче АПШра ҫуралнӑ. Хальлӗхе вӗсем уйӑрман йӗкӗрешсенчен чи аслисем шутланаҫҫӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj