Вӑрӑ вӑрра шанмасть теҫҫӗ те, пур чухне те апла мар пулӗ. Шупашкарта вырнаҫнӑ лавккасенчен пӗринче, реклама (е, тен, антиреклама) евӗр ан пултӑр тесе хӑшӗнчине каламӑп, 5 пинпе пыракан ҫынсене ӳкерсех илеҫҫӗ-мӗн.
Тӗлӗнмелле ҫак тӗслӗх пирки Александр Белов журналист хӑйӗн блогӗнче ҫырать. Пӑтӑрмахӗ республикӑн тӗп хулинчи Горький тата Университет урамӗсем хӗресленнӗ тӗлте вырнаҫнӑ лавккара пулса иртнӗ. Унта тавар туянакансенчен пӗри 5 пин тенкӗлӗх укҫапа пынӑ иккен. Унпа лавккан аслӑ менеждерӗ хушшинче хытах харкашу сиксе тухнӑ-мӗн. Ара, тавар туянаканни 5 пин тенкӗлӗх пама тӑнӑ. Ҫук-ха, илместпӗр тесе кутӑнлашма тытӑнман-ха сутуҫӑсем. Вӗсем купюрӑн номерне ҫырса хурассине пӗлтернӗ. Пӗлтернӗ кӑна мар, ҫырса хунӑ. Укҫа хуҫине вара видеокамерӑпах ӳкерсе илнӗ. Сутуҫӑсем ҫапла хӑтланнине кура 5 пинпе лавккана пыни тарӑхмах тытӑннӑ. Хӑйне криминал элеменчӗ вырӑнне хуни тавар туянакан ҫав ҫынна кӑна мар, черетрисене те кӑмӑлсӑрлантарнӑ.
Сутуҫӑсен вара хӑйсен ӑнлантарӑвӗ иккен. Вӗсем инструкципе ӗҫлеҫҫӗ. Апла пулсан, хуҫисем хушнӑ-тӑр. Хуҫисем апла тума хушни 5 пинлӗххисем хушшинче суя укҫа нумаййипе ҫыхӑннӑ-тӑр.
Апла-и, капла-и, анчах ним айӑпсӑр ҫынна преступника евӗр шанманни, чӑн та, кӳрентерет ӗнтӗ. Ҫавӑнпах пулӗ хайхи 5 пин тенкӗ хуҫи ку лавккана урӑх ура ярса пусмастӑп, паллаканӑмсене те кӗме сӗнместӗп тесе хытах кӑмӑлсӑрланса тухса утнӑ. Чӑн та, суя укҫана тӗрӗслемелли аппаратура пур вӗт. Мӗншӗн ӑна туянса памаҫҫӗ-ши лавкка хуҫисем кассирӗсене — ку ыйту хуравне хӑйсем кӑна пӗлеҫҫӗ-тӗр. Тепӗр тесен, тӗшмӗртме те йывӑрах мар: яланхиллех укҫа перекетлес тени пуль ӗнтӗ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.