Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Сӗте хаклатма ҫуках-ши?

Таисия Ташней20.04.2016 21:275580 Пурĕ пăхнă

Ял хуҫалӑх продукцийӗ нихӑш саманара та хаклӑ пулман-тӑр. Ҫук-ха, тӗрӗсех те каламарӑм. Лавккаран туяннӑ чух сӗчӗ те йӳнех мар, хӑйми те, тӑпӑрчи те, турӑхӗ те, аш-пӑшӗ те, ҫӑмарти те. Анчах апат-ҫимӗҫ хакне хӑпартаканӗсем продукцие туса илекенӗсем мар-ҫке. Сутнӑ чухне вӗсен ҫак продукцие ячӗшӗн хакпах ярӑнтарма тивет. Кун пирки маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ-ха. Унтанпа нимӗн те улшӑнман. "Агро-Инноваци" хысна предприятийӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, сӗтӗн пӗр литрне паян сӗт-ҫу савучӗсем килограмне вӑтамран 19 тенкӗ те 97 пуспа туянаҫҫӗ. Эрне каялла кӑна вӗсем 1,1 процент ытларах тӳленӗ. Пуш уйӑхӗнчипе танлаштарсан хака 6,2 процент чакарнӑ. Статистика статистика пулӗ те, халӑхран, тӗрӗссипе, ӑна тата йӳнӗрехпе туянаҫҫӗ. Литрне 14-15 тенкӗпе те сутма тивет тепӗр ҫӗрте. Муркаш районӗнче халӗ, сӑмахран, 15 тенкӗпе туяннине пӗлтерет REGNUM информаци агентстви.

Сӗт хакӗ йӳнелсе пынине кура ҫынсем ӗне шутне чакарса пыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах сӗт туса илесси пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗнче уйрӑм хушма хуҫалӑхсен тӳпи аванах вырӑн йышӑнать.

Республикӑра туса илекен сӗт калӑпӑшӗнчен 2008 ҫулта уйрӑм хушма хуҫалӑхсене 75,4 процент йышӑннӑ, 2014 ҫулта — 67,7 процент, кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 64 процент.

Сӗт хакӗ чакнине кура ӗне шучӗ те чакать. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ 123,7 пин пуҫ юлнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхинчен 3,3 процент чакнӑ. Республикӑри 92,5 пин пуҫ ӗнерен 68-а яхӑн процентне уйрӑм хушма хуҫалӑхра тытаҫҫӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj