Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Медмия, Выборина, Путин, Влапуналпа, Единая Россия...

Софья Савнеш09.10.2016 21:053929 Пурĕ пăхнă

Ҫемьере ача ҫурлани – пысӑк телей. Ашшӗпе амӑшӗ, тӑванӗсем ун валли хитре ят шыраҫҫӗ. Ара, хӑшӗ-пӗри ятран ҫыннӑн пурнӑҫӗ мӗнле пулассине ӗнентерет вӗт. Паллах, Настя, Маша, Даша, Саша, Дима, Андрей, Алексей, Николай, Евгений, Марина йышши ятсем халӗ анлӑ сарӑлнӑ. Анчах хӑшӗ-пӗри хӑйӗн ачине тӗлӗнмелле ят хурать. Чӑнах та тӗплӗн шухӑшласах тӑваҫҫӗ-ши ҫак утӑма? Хӑшӗ-пӗришӗн хӑйне евер ят кулӑшла пек туйӑнать…

Тӗслӗхрен, Мускав ҫывӑхӗнчи Королев хулинче ашшӗпе амӑшӗ хӗрне Виагра тесе чӗнеҫҫӗ. Телейлӗскерсем ҫак ята мӗншӗн суйланине те ӑнлантарнӑ: пӗрремӗшӗнчен, ят илемлӗ, иккӗмӗшӗнчен, ача шӑпах ҫак препарата пула ҫут тӗнчене килме пултарнӑ, виҫҫӗмӗшӗнчен, вӗсем «ВИА Гра» ушкӑна питӗ кӑмӑллаҫҫӗ.

Анат Тагилта вара Раҫҫейри никама пӑхӑнманлӑх кунӗнче пӗр ҫемьере хӗр ҫут тӗнчене килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ савӑннипе пӗчӗкскере Россия ят хунӑ. Кӗскен тата йӑлтах ӑнланмалла.

Мускавра 1998 ҫултанпа хунӑ хӑйне евӗр ятсене тишкерсен ҫакӑ паллӑ: арҫын ачасене Дмитрий-Аметист, Матвей-Радуга, Николай-Никита-Нил, Граф, Дар, Иван-Коловрат, Меркурий, Кантогор-Егор, Март, Христамрирадос, Князь, Принц, Космос, Ангел, Ветер, Воля, Дельфин, Ярослав-Лютобор, Илья Богодар, Каспер Ненаглядный, Архип-Урал, Еремей Покровитель, Кит, Лука-Счастье, Саммерсет Оушен, Мононо Никита, Огнеслав, Будда-Александр, Господин, Мир ят хунӑ. Хӗрачасен хушшинче Услада, Полина-Полина, Голуба, Апрель, Вишня, Индия, Принцесса Даниэлла, Росияна, Россия, Заря-Заряница, Луна, Ляля, Ангел Мария, Луналика, Принцесса Анжелина, Алеша-Каприна, Океана, Радость, Алена-Цветочек, Дельфина, Лиса, Радостина, София-Солнышко пур. Загс ӗҫченӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, Мускавра хӑйне евӗр ятсем хурасси – нимӗнле мода та мар. Ҫулсерен ыттисенчен самай уйрӑлса тӑракан ятсем 12-е ҫитме пултараҫҫӗ.

2010 ҫулта Рязань хулинчи пӗр ҫемьере ҫуралнӑ арҫын ачана «Единая Россия» политика партине хисеплесе ят панӑ. Арӑмӗпе упӑшки ку партие питӗ сума сӑваҫҫӗ. Ку ҫемьен патриотлӑх туйӑмӗ питӗ пысӑк: вӗсен Путин ятлӑ хӗр те ӳсет.

2011 ҫулта Омскра Медмия ятлӑ хӗрача ҫуралнӑ. Ӑна Дмитрий Медведева халалласа ят хунӑ (ун чухне вал ҫӗршыв Президенчӗ пулнӑ). Арҫын ача ҫуралнӑ тӑк вӗсем пӗр иккӗленмесӗрех Дмитрий ят хурӗччӗҫ. Медведев Дмитрий Анатольевичӑн ятне аббревиатура таран кӗскетсен вӗсен Медмия пулнӑ.

Ахӑртнех, Единая Россия арҫын ачапа Медмия хӗрача Хакасри Влапуналпа (Владимир Путин – пирӗн лидер тенине пӗлтерет) тата Выборина хӗр пӗрчипе пӗр чӗлхе тупаҫҫӗх. Ачасем 2007 ҫулта суйлав кунӗнче ҫуралнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ӗмӗрӗпех ҫакнашкал ятпа ҫӳрӗҫ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj