Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Хӑйне евӗр ҫынсем

Софья Савнеш05.01.2017 18:084456 Пурĕ пăхнă

Тӗнчере тӗрлӗрен ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрин пирки тӗплӗнрех пӗлес килет-и?

1. Элизани да Крус Сильва Бразилире ҫуралнӑ. Вӑл сывӑ ҫитӗннӗ, анчах тантӑшӗсенчен ҫӳллӗрех пулнӑ. Элизани 203 сантиметр ҫӳллӗш ҫитӗннӗ. Вӑл – Бразилири чи ҫӳллӗ хӗр. Савни тупма ҫӑмӑл мар тетӗр-и? Элизани хитре каччӑпа виҫӗ ҫул тӗл пулать. Пӗлтӗр хӗре ҫураҫнӑ. Каччӑ 162 сантиметр ҫӳллӗш. Анчах юратура кӗлетке ҫӳллӗшӗ пӗлтерӗшлӗ мар.

2. Гимнастика енӗпе чемпионка урасӑр ҫуралнӑ. АПШра пурӑнакан Джен Брикер генетикӑри улшӑнӑва пула урасӑр ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна пӗчӗк чухнех хӑварнӑ, ӑна Брикерсем усрава илнӗ. Вӗсем 16 ҫулти хӗре спорт гимнастикине илсе ҫӳреме тытӑннӑ. Джен 1996 ҫулта иртнӗ Олимп вӑййисенче ҫӗнтернӗ Доминик Хелен-Мосинӑна тӗслӗх вырӑнне хунӑ. Дженӑн усрава иличчен Мосина хушамат пулнӑ-мӗн. Доминик – унӑн пӗртӑван аппӑшӗ-мӗн. Эппин, гимнастика унӑн юнӗнче пур. Вӑл штатри чемпионка пулса тӑнӑ.

3. Хӗвелтухӑҫ Индире ҫуралнӑ Калим пысӑк алӑллӑ. Вӑл 8 ҫулта. Кашни алли 8-шар килограмм таять, алӑ тупанӗ 33 сантиметр. Калим пули-пулми ӗҫе тӑваймасть. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ укҫа нумай ӗҫлесе илмест, ҫапах ывӑлне пулӑшма тӑрӑшать. Анчах усси ҫук. Тухтӑрсем диагноз та палӑртаймаҫҫӗ.

4. Автара Сингха 45 килограмм таякан тюрбан тӑхӑнса ҫӳрет. Ӑна ҫӗлемешкӗн 645 метр пусма кирлӗ пулнӑ. 60 ҫултискер ӑна 16 ҫул тӑхӑнса ҫӳрет ӗнтӗ. Машинӑна, пӳрте кӗнӗ чухне яланах пӑтӑрмах сиксе тухать – калпак ытла та пысӑк-ҫке-ха.

5. 2 метр ҫӳллӗш, 130 килограмм таякан Аманда Суле укҫа ӗҫлесе илме пӗлет. Вӑл самӑр хӗрарӑмсене килӗштерекен арҫынсене йӑтса ҫӳреме, ярӑнтарма пултарать. Паллах, укҫа тӳлесен ҫеҫ. Аманда модель пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах ун пек кӗлеткепе ун пек карьера пирки манма тивнӗ. Ҫапах Амандӑна килӗштерекен арҫын нумай халӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj