Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Ачапа чӑвашла пуплеме прагматика кансӗрлет...

Таисия Ташней11.01.2017 13:477114 Пурĕ пăхнă

Тӗлӗнетӗп хамӑн паллаканӑмсенчен. Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Кӳршӗллӗ Вӑрмар районӗнчен киле кайса кӗнӗ арҫын Ҫӗрпӳрен инҫех мар ялта ҫемйипе пурӑнать. Арӑмӗ те манашкал чӑвашах. Хӑй те манашкал чӑвашах. Вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑнӑ вӑхӑтра иккӗшӗ те унта ӗҫленӗ: пӗри — фермӑра, тепри — механизаторта. Хальхи вӑхӑтра иккӗшӗ те Ҫӗрпӗве кайса вырнаҫнӑ: пӗри — стройкӑна, тепри — урам шӑлма. Ҫаксен хӗрӗпе ывӑлӗ те Ҫӗрпӳри шкула ҫӳреҫҫӗ.

«Мӗнрен тӗлӗннӗ-ши ҫак статья авторӗ? Пӗлӗшӗсем ялта пурӑнса хулара ӗҫленинчен-ши е лешсен ӗҫ вырӑнӗ тивӗҫтерменнинчен-ши?» — тесе пуҫ ватакансем ыйту хуравне кӗҫех тупӗҫ. Ҫук, ӑҫта тата кам ӗҫлени тӗлӗнтермест мана. Хайхи ҫак икӗ этем ачисемпе чӗлхисене хуҫа-хуҫа (акцентшӑн ӳпкелес килмест-ха, анчах вӗсен акценчӗ хӑлхана ытла та касать) вырӑсла пакӑлтатни. Лешсем те ашшӗпе амӑшне шелле пӗлмеҫҫӗ — вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Илтмесен е уҫӑмлатмалли тупӑнсан: «Чо?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Тепре шӑнкӑравласа калаҫмалли пулсан «созвОнимся» тесе килӗшсе татӑлаҫҫӗ. Чӑваш, чӑваш, чӑваш чӗлхи пӗтет тесе кӑшкӑрса ҫӳремест-ха ҫак мӑшӑр. Анчах ялта пурӑнса та ачисене чӑвашла пуплеттерменни мана шак хытарса ярать. Е тӑван чӗлхене пӗлни вырӑс чӗлхине ӑша хывма кансӗрлет теҫҫӗ-ши ҫав айвансем? Е вырӑсла пуплекенсем чаплӑрах тесе шухӑшлаҫҫӗ-ши?

Юрӗ, ялти икӗ мӗскӗне тата ашшӗ-амӑшӗн чӗлхипе калаҫма ӳркенекен вӗсен ывӑл-хӗрне: «Эх, мӑнтарӑнсем!» — тейӗпӗр те каҫарӑпӑр. Анчах хулари интеллигенци шутланакан, культурӑра, чӑвашла хаҫат-журналта ӗҫлекен ҫынсене вара епле ӑнланмалла-ши? Ҫав ҫынсем хаҫатра е пӗр-пӗр ушкӑнра чӑваш чӗлхишӗн чуна ыраттарса калаҫанҫи пулаҫҫӗ-ха. Хӑйсем вара ачисемпе вырӑсла пуплеҫҫӗ. Ҫын чӗлхесене мӗн чухлӗ ытларах пӗлет, вӑл ҫавӑн чухлӗ ытларах аталаннине хайхи этемсем те ӑнланмаҫҫӗ-ши?

Чӑвашлӑх ыйтӑвне Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Аҫтахар Плотников ҫак кунсенче Фейсбукра пуҫарнӑччӗ. Унти комментарисене тишкерме кӑсӑк. Илле Иванов ҫапла комментари хӑварнӑ: «Хисеплӗ Микулай! Ҫакӑ йӑлтах влаҫпа та ҫыхӑннӑ-ҫке. Ак хамӑн суд вӑхӑтӗнче суд мана качака хӑлхи пысӑкӑш хут — суда йыхрав, повестка эппин — ҫырса пама килӗшмерӗ, ун вырӑнне кашни суда мана приставсемпе, иномаркӑпа, икӗ амбалпа сыхласа иле-иле кайрӗ. Йыхрав пулсан Муркаша хамах, хам шутпах ҫӳреттӗм. Чӑваш Республикин кӑлави чӑваш чӗлхин хутне кӗмерӗ. Паллах прагматикӑллӑ ашшӗ-амӑшӗ чӑваш чӗлхин статусӗ ҫуккине курать те ачисене ҫав чӗлхерен сивӗтет».

Тен, чӑн та, прагматикӑллӑх-ши ку? Ачамӑрсемпе тӑван чӗлхепе калаҫма прагматика кансӗрлет-ши вара?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj