Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Ялти ҫынсем Скандинави уттипе кӑсӑкланаҫҫӗ

Софья Савнеш05.03.2017 21:374300 Пурĕ пăхнă

 

Юлашки вӑхӑтра Скандинави утти анлӑ сарӑлчӗ. Спортӑн ку тӗсне хулара тӗпленнисем, те ялта пурӑнакансем те юратаҫҫӗ. Алла патак тытаҫҫӗ те темиҫе ҫухрӑм утаҫҫӗ. Ытларах аслӑ ӳсӗмри ҫынсем ҫак мелпе сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ.

Скандинави утти ялта анлӑ сарӑлни савӑнтарать. Тӗслӗхрен, пирӗн ялта пурӑнакан хӑш-пӗр хӗрарӑм выльӑх-чӗрлӗх картинче ӗҫе вӗҫлесен алла икӗ патак тытать те утма тухать. 2-3 ҫухрӑма парӑнтараҫҫӗ вӗсем. Ҫак хӗрарӑмсем 40-60 ҫулсенчисем. Килти ӗҫсене вӗҫлесен телевизор умӗнче ахаль лариччен сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ вӗсем. Паллах, ҫакна ырламалла ҫеҫ. Ара, ялта спорт тӗлӗшӗнчен аталанмалли майсем сахалрах: сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекссем ҫук. Чылай ялта ав спортзал та ҫук. Пирӗн ялта пӗлӳ ҫурчӗ тахҫанах хупӑннӑ, ҫавӑнпа спортзал та, классем те майӗпен ишӗлеҫҫӗ.

Пирӗн ял хӗрарӑмӗсем Скандинави уттипе хӗлле ҫеҫ сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫулла ял ҫыннин вӑхӑт ҫукки каламасӑрах паллӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: спортӑн ҫак тӗсӗпе кӑсӑкланакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Пирӗн ялта унччен 2-3 ҫын ҫеҫ ҫапла утнӑ пулсан кӑҫал 5-6-ӑн тухаҫҫӗ.

Тухтӑрсем Скандинави утти сывлӑхшӑн усаллӑ пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӑл стреса, депрессие парӑнтарма, шалти органсен юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатма, сахӑр шайне йӗркене кӗртме, юн пусӑмне йӗркелеме пулӑшать. Ҫапла майпа калори нумай пӗтерме пулать. Эппин, ку начарланма шухӑшланисемшӗн те усӑллӑ. Патак тытнипе ҫурӑм тӳрӗ пулать. Ҫакӑ та пӗлтерӗшлӗ.

Мӗнех, спортӑн ку тӗсӗ питӗ усӑллӑ. Ялти хӗрарӑмсем хӑйсен сывлӑхӗ ҫине алӑ сулмаҫҫӗ. Эппин, ҫамрӑксен те вӗсенчен тӗслӗх илмелле.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj