«Эпир хамӑр ӑсласа илме хӑтланнин тӗллевӗ пирки ак мӗн калам: шухӑшлавра пирӗн ансат тата куҫа курӑнман утӑм тума май, вырӑн хатӗрлемелле. Пур-ӑ-нӑҫ (бытие) ҫынна — тӗшши-тупсӑмӗ тӗлӗшӗнчен — хӑйӗн ытамне йышӑнма пултартӑрччӗ. Хатӗрлекен шухӑшлавра кирек епле пӗр шухӑшлӑ шухӑшлав та вырӑнлӑ. Пӗлтерӗш тата усӑ пирки ӑшталанни ҫук кунта. Ку вӑл — ака вӑхӑчӗ. Акаканнисем, тен, ни калча шӑтнине, ни пучах тулнине кураймӗҫ. Вырма тухӑҫӗ пирки те пӗлеймӗҫ. Вӗсен ака ӗҫне хатӗрлемелле. Акана тухиччен суха тумалла. Унччен вара уйне тупмалла, ака-сухана юрӑхлӑ тумалла. Туйӑм-сисӗмре тупӑнӗ ҫак уй. Чи кирли — ҫак уя илсе каякан ҫулпа пырасси. Ҫав уя тухакан эпир пӗлмен ҫулсем тӗнчере пайтах. Анчах кашни шухӑшлакана пӗр ҫул кӑна панӑ. Ку вӑл — ун ҫулӗ. Каллӗ-маллӗ, каллӗ-маллӗ ҫӳремелле ҫав ҫула такӑрлатма. Ҫак ҫул ҫинче кӑна (урӑх ниҫта та мар) пӗлме май пуррине калама хӑнӑхиччен ку ҫул нихҫан та ун пулмӗ» (Хайдеггер Мартин. Слова Ницше «Бог мертв» // Вопросы философии. 1990. № 7. С. 143; Хайдеггер М. Исток художественного творения / Пер. с нем. Михайлова А.В. – М.: Академический Проект, 2008. С. 303 – 304.).
Хам шӑпана чӑваш халӑх шӑпипе, чӑвашлӑхпа ҫыхни — вӑтӑр ҫул. Ӑслӑлӑхри, пултарури кун-ҫула кинолента пек каялла ҫавӑрса пӑхатӑп та — Хайдеггер халалӗ-вӗрентӗвӗпе килӗшӳллӗ пурӑннине куратӑп. Пӗр ҫул ҫинчен — тепӗр ҫул ҫине, пӗр уйран — тепӗр уя сиксе ҫӳремен… Урӑхла стратегисем те ҫук мар. Тӗслӗхрен, Геннадий Николаевич Айхи час-часах тӗрлӗ интервью-калаҫусенче ку е тепӗр ят (авторитет) ӑна кутӑн, пуҫхӗрлӗ ҫавӑрса лартнисене асӑнать. («Перевернуло, перекорежило совершенно», «и вот тут было уже совершенно другое потрясение, переворот»…). Чӑваш вӑрттӑнне, тӗнчине ӑнланас ӗҫ те ман Хайдеггерла пынӑ. Ерипен, хӑй йӗркипе уҫӑлнӑ — Erschlossenheit. Хайдеггерла куҫӑм йӗркипе: «хамран» — «тӗнчене», «тӗнчерен» — «хам пата»...
«Шухӑшлавра эс вӑрӑ мар пулсан, сан хӑвӑн ӑс-тӑнна инвентаризацилемелле. Эпир хамӑр шухӑшланӑ пек туйӑнать пире. Анчах ку вӑл вӗренсе ҫитейменрен тата япӑх пӗлӳ илнӗрен пулакан тӗлленӳ (иллюзи). Хӑвӑнпа ӗҫлеме пуҫла кӑна: эс ҫын шухӑшӗсемпе тата ӑнлавӗсемпе усӑ курни уҫӑлать сана. Кирек епле пулсан та «никам пек те мар, оригинал» пулас текенсем ӑслӑлӑхра тытӑнса тӑмаҫҫӗ. Эс суеҫ мар пулсан сан хӑв пурри пирки тата тӗнче пирки аслӑ идейӗсен тата теорисен хӳтти-анлӑшӗнче, вӗсене шута хурса шухӑшлама вӗренмелле» (Дугин А.Г. Мартин Хайдеггер: Философия другого Начала. – М.: Академический Проект; Фонд «Мир», 2010. С. 9 – 10.).
«Кӑвар чӗре ҫине урипе пусакан асӑрхануллӑ тата темрен хӑракан ҫын», — ҫырнӑччӗ эп чӑваш пирки 1993 ҫулта. Сӑлтавне те ӑнлантарма пӑхнӑччӗ: «Чувашия долгое время представляла тот «мир прекрасный и святой, где спит завистливая злоба, где вечно царствует покой» (Надсон). Сон чувашской души даже породил своего гения, поэта Геннадия Айги, пишущего свои «опусы» (определение А. Хузангая), по его собственному признанию, на грани засыпания. Нет, сон — это отнюдь не только тема одного Айги, это внутренняя тема всей чувашской культуры. «Сном-прибежищем», «сном-бегством от яви» наша духовная культура залечивала больную народную душу, страдающую из-за дезориентации, утраты национальных идеалов, обрушившихся на головы чувашей с принятием русской веры — православия. Это, так сказать, метафизический корень того, почему в чувашской душе подавлена воля к действию, почему мы своим действием почти всегда уподобляемся тому осторожному человеку из рассказа М. Горького, который, боясь чего-то, наступает ногой на гордое сердце Данко» (Яковлев Ю. Наш нон-конформист // Чӑваш ен, 1994. № 3.).
КӐВАР ЧӖРЕ ҪИНЕ УРИПЕ ПУСАКАН АСӐРХАНУЛЛӐ ТАТА ТЕМРЕН ХӐРАКАН ҪЫН.
ВӐТАМ ҪЫН. Паян пӗтӗм тӗнче «Вӑтаммисен юррисене» юрлас кӑмӑллӑ пулни палӑрчӗ. «Хьюман Райтс Вотч» (ҫын прависен хуралӗ) директорӗ Кеннет Рот 2017 ҫулхи «Пӗтӗм тӗнче Докладӗнче» (World Report 2017) популизм тата демогоги глобаллӑ тренд пулса тӑни пирки асӑрхаттарать. «Ҫын прависене пӑсни тиранлӑх патне ҫитерекен чи кӗске ҫул», — тет вӑл.
Тӗссӗрленес, ҫынлӑха ҫухатас тӗлӗшпе эпир — «впереди планеты всей». (Эп те чӑваш ачиех. Мана та ҫав чустаранах ҫӑрнӑ. Юрий Сан «Упи каҫман ҫырминчен…» (Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2009. 51 – 54 С.) романра ман пирки «тӗссӗр те пӗчӗк шухӑшлӑ» тет. М.Г. Кондратьев хӑйӗн «Степан Максимов: Время. Творчество. Масштаб личности» кӗнекине (2002) «Юрию Яковлеву — оригинальнейшему мыслителю на память. 24.64.03.» тесе алӑ пусса парнеленӗччӗ.). «Ӳкекене — тӗк», — тет Ницше Заратустри. Гитлер салтакӗсен кашнин тенӗ пекех ҫурӑм хыҫне ҫакмалли хутаҫра (ранецра) «Заратустра ҫапла калани» пулнӑ. Ницше Заратустринчен чылай мала кайнӑ чӑваш. «Чӑваша (ытти халӑх ҫыннисене тӗкӗнме хӑрать чӑваш) пӗтерсе чунна кантарас тесен — эс ӑна ура хурса (пулӑшамҫи туса) такӑнтар, тайӑлтар, унтан (ырӑ тунӑ пек пулса) шырлана тӗксе яр, хыҫран (савӑннипе ахӑлтатса кулса ярасран кӑмӑлна хытарса) чулпа ярӑнтар та — (ӑна шелленӗ пек пулса, хӑвна тӗрӗслӗхшӗн ҫунакан пек кӑтартса) вӑл ҫӗр ҫӗклейми пакӑҫ ҫын пулнӑ тесе вӑрттӑн сӑмах сар».
«О, как мне повезло, что я не гений! / Я — средний человек!» — юрлать «Круиз» ушкӑн. («Средний человек» юрӑ, сӑввине Валерий Сауткин 2006 ҫырнӑ).
«Эпир телейлӗ!» — тет вӑтам чӑваш. «Мӗнле пурӑнан?» — тесе ыйтсан: «Апат тӑрӑх», — тет. Хӑй телейне упрать вӑтам чӑваш. Кӑвар чӗре ун ҫулӗ ҫинче пулсан вӑл ӑна куҫ умӗнче мухтанҫи тӑвать, кут хыҫӗнче: «Ку ҫынран апат ҫук», — тесе ӑна вилӗм сунать. Халӑхӑмӑр та пирӗн чун тӳпишӗн хыпӑнмасть, чун апачӗ шырамасть. «Мӗн пур, ҫавӑнпа савӑн», — тет. Уйрӑм ҫын шайӗнче те, халӑх шайӗнче те ҫапла тытать хӑйне чӑваш. «Ӑмӑрткайӑк вӗҫет ҫӳл тӳпере» юрра вӑл маннӑ, «Параҫҫӗ те — илетпӗр, ҫапаҫҫӗ те — таратпӑр» тенешкел ҫерҫилле тытать хӑйне.
«Кашни чӑваш — хӑй патша» теекен халӑхӑн пулнӑ-ши авал хӑйӗн патши (ҫырӑнса юлман истори, фактсемсӗр истори юмах сӗмлӗ)? 1991 тата 1993 ҫулсенчи президент суйлавӗ — апатпа чун суйлавӗ. Хырӑм ташшипе чӗрӗлӗх ташши. 1991 ҫулхи суйлавра халӑх Атнер Петрович Хусанкайшӑн 46% сасӑлать. «АТНЕР ХУСАНКАЙ — ПИРӖН ПРЕЗИДЕНТ» тесе ҫыратчӗҫ хӳме-картасем, ҫурт стенисем ҫине сӑрӑпах. «Хусанкайшӑн эп вилме те хатӗр», — тетчӗҫ кӑвар чӗреллӗ ҫамрӑксем. 14 ҫул иртсен Борис Чиндыков ҫав вӑхӑта «Время и пространство ЧНК» статйинче (2005) ҫапла хакланӑччӗ: «За несколько перестроечных лет состояние духа чувашского народа обрело невиданную до того свободу. Чувашское национальное самосознание достигло такой степени развития, когда, наконец преодолев в себе раба, сотни тысяч чувашей вдруг, как по мановению волшебной палочки, поверили в себя и в свою родину — Чувашию. Повсеместно достойно зазвучала чувашская речь, до того прятавшаяся по домашним углам. И что особенно важно, чувашский язык выплеснулся на улицы городов республики, в том числе и Чебоксар» («Ирӗклӗ сӑмах» сайт. 29.10.2012).
1993 ҫулхи раштав уйӗхӗн 12-мӗшӗнче тата 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ президент суйлавӗ — чӗре кӑварне таптаниех. «На этих выборах чувашские национал-патриоты снова сделали ставку на президента ЧНК, идеолога ЧАП А.Хузангая и потерпели сокрушительное поражение. Выборы показали значительный спад интереса чувашей к «национальной идее». (…) В конце 1993 года стал очевиден резкий спад интереса чувашей к «национальной идее». В этих условиях лидерам националистического толка стало весьма затруднительно выступать от лица чувашской нации» (Филиппов В. Р. Чувашия девяностых: этнополитический очерк. М., ЦЦРИ РАН, 2001. С. 48 – 49.). «Народ вдруг испугался — причем испугался именно собственного национализма как фактора, могущего навлечь имперский гнев Кремля. Романтические надежды на лучшую долю в одночасье сменились на беспокойство и тревогу, так как в республике невидимыми силами умело раскачивалась волна антинационализма и антикоммунизма. А боевые действия в Москве против парламента страны многих попросту ввергли в шок. Выборы президента Чувашии проводились в один день с общероссийским референдумом по новой российской конституции – безусловно, для избирателей это имело большое психологическое значение» (Чиндыков Б. Время и пространство ЧНК. – «Ирӗклӗ сӑмах» сайт. 29.10.2012).
2013 ҫулхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ман пата А.П. Хусанкай шӑнкӑраларӗ. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Литература музейӗнче вӑл 65 ҫул тултарнине халалласа лару пулассине пӗлтерчӗ. «Эс тахҫан «Маш ҫинчи Атнер Хусанкай» тесе ҫырнӑччӗ. Халь «Ура айӗнчи Атнер Хусанкай» тесе тухса калаҫ», — терӗ вӑл.
Ман умӗн Георгий Фомиряков художник кӗске салам сӑмахӗ каларӗ: «Атнер пирӗншен «зашифрованный код» тенӗ пек вӑл. Атнер тесен эпир чӑвашлӑхшӑн. Вӑл — космос ҫынни. Атнер хӑйне хӗрхенмесӗр хӑйне ҫунтарать, хӑйне ҫунтарса кӗнекесем ҫырать. Ҫӗнӗ шухӑшсем кӑларать. Хӑйне ҫунтаракан ҫын вӑл. Хӑйне пире парнелекен ҫын вӑл».
* * *
Мӗн тумалла?.. Чӗре кӑварне таптакан халӑхӑн пирӗн мӗн тумалла?.. Чӗре кӑварӗ пирки шухӑшламалла. «Пуш хир ҫине вӑрах тимлесе пӑхсан, пуш хир сан патна килет». Пуш хир кӑна мар — чун кӑварӗ те килет… Ҫеҫпӗле вуламалла, Ҫеҫпӗлпе аташмалла. «Вӑл ҫуннӑ, а эп ма ҫунмастӑп? Нӳрӗк пуленке пек йӑсӑрланма килнӗ-ши эп тӗнчене?» тесе хӑвӑнтан, хӑв чунунтан ыйтмалла…
Тинӗс, тинӗс, — умӑнта
Ҫӗн чӑвашӑн ҫӗн поэчӗ;
Авалхи кунсен ӗречӗ
Ун чунне тапта-тапта,
Ун чунне, чӗри тӗпне
Хурлӑхлӑх юрри хӑварнӑ.
Тинӗс, тинӗс, эс хаяррӑн
Сӑвӑҫӑн юнне-чунне
Вӑйлӑ хумлӑ юрӑпа,
Кӗрешме чӗнен саспа
Нишлӗлӗхсенчен тасат.
Вӑйлӑ паттӑрлӑх, хӑват
Вырнаҫтар ун чӗрине.
Чунӗ ун хӑюллӑ пултӑр,
Тинӗс вӑйӗпеле тултӑр.
Савтӑр паттӑрлӑх вӑйне;
Ҫӗн куна, ҫӗн тӗнчене
Юратса ҫӗн юрӑ хутӑр,
Кӗрешӳ ӗҫне-вӑйне
Хӑй чӗрин хевелӗ тутӑр.
Юрий Яковлев.
Сӑн ҫинче: Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.