Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Ireklekh: Пар хурав хӑвна, чӑваш

Ireklekh22.05.2017 03:425311 Пурĕ пăхнă

• Мӗншӗн эсӗ хӑвна чӑваш тесе шутлатӑн? Таса чӑваш юнӗ пурришӗн е таса чӑваш чӗлхине пӗлнишӗн? Тӗн, чӑнах, чӑваш чӗлхи? Тӑван чӗлхе санран чӑваш тӑвать -им? Е тата урӑххи пур?

• Хӑв чӑваш пулни сана рехет кӳрет-и? Тӑван чӗлхери ытти чӗлхесене тӳррӗн куҫарма май ҫук сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем пурри сана савӑнтарать-и, кулянтарать-и?

• Мӗн ырри чӑвашра? Мӗнле хӑйнеевӗрле, чӑвашра кӑна пур енсене эсӗ палӑртма пултаратӑн? Мӗн начарри-япӑххи пур пирте? Ӑҫта халӑхӑмӑрӑн ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-туйӑм уйрӑмлӑхӗ?

• Мӗн вӑл Чӑваш ҫӗршывӗ? Сан тӑван ҫӗрӳн чиккисем ӑҫтарах-ши? Хальхи Чӑваш Республики кӑна-и? Е?

• Чӑвашшӑн чи пысӑк та паллӑ халӑх хуйхи, синкерлӗ пулӑмӗ хӑшӗ-ши? Халӑх мала тухни, ҫӗнтерни вара пулнӑ-ши?

• Чӑваш халӑхӗн Ылтӑн ӗмӗрӗ пулнах-ши? Хӑш тапхӑрта? Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче? Хусан ханствинче? Раҫҫей империйӗнчи кӗпӗрнисенче? Совет саманинче е хӑҫан тата?

• Кам вӑл халӑхӑмӑрӑн тӗп, аслӑ паттӑрӗ?

• Чӑваш халӑх сӑпка юррине пӑхмасӑр халех калама пултараятӑн-и?

• Мӗнлерех вӑл чӑваш халӑх ташши? Атя, ташша яра парар-и?

• Чӑваш халӑх вӑййи пур-ши? Е футболла та шахмӑтла кӑна вылятӑн?

• Чӑваш халӑх тумне тӑхӑнса юрӑ-ташӑ каҫне кайма пултараятӑн-и?

• Чӑваш халӑх апат-ҫимӗҫне пӗлетӗн-и? Тӑтӑшах ӑна ҫиетӗн-и? Е уйӑхра пӗрре ҫисе, апатне ҫаптарса илсе Instagramma кӑларса хуратӑн? Китай халӑхӗ, сӑмахран, рис кашни кунах ҫиет тесен те йӑнӑш пулмасть, АПШра кампуркерсем питех те анлӑ сарӑлнӑ. Пирӗн вара мӗн?

• Мӗнле вилӗм чӑвашшӑн чи тивӗҫли, ырри, мухтавли?

• Мӗнле халӑхсем пирӗншӗн тӑван?

 

Кӑмӑлу пур пулсан аяларах хуравлама та пултаратӑн...

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Шыравçă32 // 4182.68.4835
2017.05.26 09:59
Атте-анне, пĕрле ÿснĕ тăвансем чăваш йăхĕнчен пулнипе, хам Чăваш çĕр-шывĕнче чăваш халăхĕ пуçтарнă пурлăхпа усă курса çуралса ÿснине пула хама чăваш тетĕп.
Тăван чĕлхе манран чăваш тумасть. Вырăс чĕлхине, акăлчан чĕлхине пĕлни мана вырăс е акăлчан туман пек.
Чăваш пулни мана рехет кÿмест. Кÿнĕ пекки туйăнсан та, суя рехет кăна вăл.
Сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем пурри савӑнтарма та, кулянтарма та тивĕç мар - йĕркеллĕ япала.
Чӑвашра кӑна пур енсем... унашкал япала пулма пултараймасть. Чăвашсен нумайăшĕ чăтăмлă, тÿсĕмлĕ, ĕçчен пулни ырă. Хăйсене хăйсем аталанманни, çÿллĕрех стандартсем енне туртăнманни начар. Ăс-хакӑлпа кӑмӑл-туйӑм енчен чăвашсем çирĕп мар.
Чăваш çĕршывĕ - чăваш çыннисем çĕр тата шыв хуçи пулнă вырăнсем, тата уйрăмах Раççей тата тĕнче чиккисене хисеплекен Чăваш Республики. Урăх нимĕнле чăваш çер-шывĕ те çук.
Шыравçă32 // 4182.68.4835
2017.05.26 10:00
Чăвашшăн чи пысăк халăх хуйхи пăлхар патшалăхĕ тĕп пулни. Ун хыççăнхи пысăк савăнăçĕ Чăваш республикине туса пани. Халӑх мала тухни, ҫӗнтерни юлашкипе çыхăннă
Чӑваш халӑхӗн Ылтӑн ӗмӗрӗ пулман тесе шутламалла, çав ылтăн ĕмĕр патне ăнтăлмалла.
Халӑхӑмӑрӑн тӗп, аслӑ паттӑрӗ - Иван Яковлев, вăл çутатса панă йăваш çул, ун урлă килнĕ пехил аслă япаласем пултарчĕ.
Чӑваш халӑх сӑпка юрри... Хусанкайăн "Çывăр, аптраман тавраш" текенни аса килет. Анне юрланине илтмен
Чăваш халăх ташши... савăнăçлă.
Чӑваш халӑх вӑййи... Пур те вылянă вăйя пĕлместĕп.
Чӑваш халӑх тумне тӑхӑнса юрӑ-ташӑ каҫне кайма пултараятӑн-и... Каймастăп. Мана интереслĕ мар.
Чӑваш халӑх апат-ҫимӗҫĕ... Пуç-ура шÿрпи (Какай апатти). Унтан ытла чăваш апатлану культури питĕ хавшак.
Чӑвашшӑн та ытти халăх çыннишĕн те юрату канăçĕнчен вилни ырă.
Хам паллашнă тăрăх. Пире чăн-чăн хапăл халăх венгрсем, тĕрĕк халăхĕсем пире кĕвĕçеççĕ.
Кăмăл турăм та çыртăм. Ăнăçу сунса
Анонимла. // 1735.37.5227
2017.05.28 08:40
Вӑййисем пур-ха, хӑй вӑхӑтӗнче вылянӑ.
Фольклорпа- тархасшӑн, ахаль чухне капӑр чӑваш кӗпине хуратас килмест, ку ҫын ухмаха тухнӑ, -тесе хаклӗҫ. Ял уявӗнче -тархасшӑн.
Эп пӗлнӗ чӑваш апачӗсем: хуран кукли, чӑкӑт, салма яшки. Вӗсене тӑтӑшах пӗҫерсе ҫиетпӗр. Терка икерчине те анне юратма вӗрентнӗ, ҫӗрулмине теркӑпа хыратӑн, ҫӑмарта, ҫу тата кӑштах ҫӑнӑх хушатӑн, ҫав тери тутлӑ икерчӗ , хӑнӑхиччен тен, килӗшмӗ, хӑнӑхсан - татах та татах ҫиес килет, ӑшӑлла ҫимелле.
Ватӑлса вилни, паллах, Ытла та ир кая пуҫларӗҫ арҫынсем леш тӗнчене. Этем тени ачи-пӑчине ура ҫине тӑратмасӑр ан вилтӗр.
Пире кӳршӗ халӑхсем, мари, мордва, тата ытти вак халӑхсем хисеплеҫҫӗ пуль тетӗп.
Ку ыйтусем мана шухӑша ячӗҫ, ҫавӑнпа хуравларӑм

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj