Лидия Афанасьева: Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика
Лидия Афанасьева31.05.2017 17:498583 Пурĕ пăхнă
Геннадий Викторовӑн «Я вернусь...» кӗнекине (Шупашкар, 2006 ҫул) вуласа тухрӑм. Унта вӑл Геннадий Волков академикӑн сӑмахӗсене илсе кӑтартнӑ. «Ӗлӗк урама тухаттӑм та гени ҫине гени пырать. Халӗ вара ҫӗтӗк-ҫатӑк тум тӑхӑннӑ сӑвӑҫсемпе ҫыравҫӑсем утаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ӗҫкӗленнӗ, кӗсйисенче укҫи ҫук… Вӗсене айӑпласшӑн та мар эпӗ ҫакӑншӑн. Анчах шухӑшламалӑх пурах ҫав», — палӑртать Геннадий Никандрович.
60-мӗш, 70-мӗш, 80-мӗш ҫулсене аса илетӗн те (XX ӗмӗр), ун чухнехи ӗҫ коллективӗсенче еплерех хӑвна лайӑх туйнине астӑватӑн. Шкула пырса кӗретӗн — пӗтӗм лайӑх учитель, пурте ҫирӗп профессионалсем, туслӑ коллектив. Колхоз ӗҫӗсене тума утатӑн — каллех ырӑ туйӑмсем: икӗ бригада пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ, утӑ ҫулнӑ чух та савӑк кӑмӑллӑх, улӑм пуҫтарнӑ чух те шӳт-кулӑ ҫынсен пичӗсем ҫинче, укҫине нумаях памасан та чунра таса, ҫутӑ. Чӑвашсем ӗҫлекен ӗҫлекен столовӑйӗнче ӗҫлетӗн — пӗтӗм ҫӗрте тасалӑх хуҫаланать, ҫамрӑк хӗр-поварсем чӑлт шурӑ илемлӗ ҫипуҫсемпе, хӑйсем те артисткӑсем пек капӑр тейӗн. Чӑвашсен хаҫатӗнче ӗҫлетӗн — пӗтӗм ӑслӑ, пултаруллӑ журналист, коллектив туслӑ, «редакторӗ» пысӑк шайлӑ, ӗҫ укҫийӗ те аптрамасть.
Петӗр Хусанкай сӑввисем ҫинчен пӗр ҫын халӑх аристократизмӗ тесе хак пани ҫинчен вуланӑччӗ. Чӑнах та чӑвашсем ҫинчен халӑх аристокрачӗсем теме май пур пуль: чӑваш хӑйне сӗтел хушшинче тирпейлӗ тытать; ӗҫре питӗ чыслӑ; ӗҫе юратса, тӗплӗн пурнӑҫлать; тус-тӑванпа килӗштерме тӑрӑшать; ҫут тӗнче ҫине ырӑ сунса пӑхать; ытти халӑх ҫыннисене те ырӑ сунать; кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен ҫӳллӗ шайра пулнине юратать; ҫипуҫ тирпейлӗхне пысӑка хурать; ҫын ӗҫре маттур-тӑк, йӗркеллӗ, чыслӑ пурӑнать-тӑк «ку — лайӑх ҫын» тесе палӑртать; ҫын ӳркевлӗ-тӗк, пысӑкрах ҫулпа утать-тӑк, «ку — начар ҫын» тесе палӑртать. Самаях сӑнанӑ: чӑвашсен килӗсенче таса, тирпейлӗ; хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илсе атте кӗрекине лартни епле илемлӗ йӑла.
Ҫапларахччӗ пулас пӗр вӑхӑт — хӗрӗх ҫул каялла ҫеҫ чӑваш ялӗсенче. «Тав сана», — тетчӗ хӑнана килнӗ тӑван хӑйне кил хуҫи сӑра ӗҫтернӗ хыҫҫӑн, унтан кил хуҫи ӑшшӑн: «Сав мана», — тетчӗ ҫав ҫын ячӗпе. Халӗ ҫав ҫутӑ самантсене аса илетӗн те (ача пулнӑ), тӗлӗнетӗн: самаях ҫӳллӗ майлӑ культура, пер-пӗрне темле ырӑ сунни, пӗр-пӗрне шанни, чӑвашсен темле тӗреклӗхӗпе пысӑк шайлӑ шухӑшлавӗ. Пӑлхарсем пысӑк шайлӑ, культурӑллӑ халӑх пулма пултарни ҫинчен темиҫе те вуланӑ. Эпир, чӑвашсем, ҫав халӑх культурине упраса хӑварман-ши? Еплерех пирӗн Нарспин тӗнчи илемлӗ, еплерех ҫиҫсе тӑракан тӗнче. Еплерех пирӗн Пинерпи вӑйлӑ, хӑйӗн юратӑвне ҫирӗппӗн хӳтӗлеме пултараканскер. Еплерех пирӗн Салампи ӗҫчен те ырӑ кӑмӑллӑ. Еплерех таса сӑнарсем. Мухтанмалӑх та пур ҫав. Нарспипе Пинерпи хӑйсен ҫутӑ тӗнчисене хӳтӗлеме те вӑй ҫитереҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫне пӑсма пултараакан Тӑхтаманпа Айтара «Пирӗн ҫумран хӑпӑр», — тесе калама та пултараҫҫӗ. Еплерех иккӗш ҫирӗп алӑллӑ. Чӑваш халӑхӗн суверенлӑх символӗсем тесе хаклама та май пур ҫав икӗ сӑнара.
Социализм тапхӑрӗнчи ӑшӑлӑхсем ҫинчен ахальтен мар аса илнӗ пулас пирӗн юратнӑ ҫыннӑмӑр, пысӑк шайлӑ ӑсчахӑмӑр Геннадий Никандрович Волков. Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул каяллахи пурнӑҫа аса илентӗн те — ӑшшӑн пӑхмалли пайтах ҫав: Чӑваш Республикин экономики ун чухне тӗреклӗрехчӗ, республикӑри аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче самаях тарӑн пӗлӳ паратчӗҫ, пысӑк шайлӑ ӗҫ вырӑнӗсем пайтахчӗ, чӑваш чӗлхиллӗ хаҫат-журналсем вӑйлӑччӗ, писательсемпе журналистсем еплерех тарӑн шухӑшлӑ ӗҫсемпе савӑнтаратчӗҫ. Часах Чӑваш Республики 100 ҫул тултарать. Ҫав хушӑра эпир, чӑвашсем, самаях вӑйлантӑмӑр пулас: пирӗн халӗ темиҫе театр, темиҫе аслӑ вӗренӳ заведенийӗ, самаях интереслӗ кӗнекесемпе савӑнтаракан кӗнеке издательстви пур, тата ытти пуянлӑхсем те пур (патшалӑх паллисемпе ҫыхӑннисем). Парламент та пур.
Палӑртрӑм: еплерех лайӑх менталитет парнеле пултарнӑ пире мӑн асаттесем-асаннесем. Социализмпа ҫыхӑннӑ менталитета илес-тӗк, каллех ырламалли самаях. Ун пек пуянлӑхсене упрасан аван пуль. Хамӑр республикӑна «Ылтӑн ҫӳпҫепе» танлаштарсан та юрать пуль: мӗн чухлӗ ӑшӑлӑх, телей парнелерӗ вӑл кашни чӑваш ҫыннине, чӑваш халӑхне.
Анчах юлашки вӑхӑтра эпир, чӑвашсем, мӑн асаттесен-асаннесен пилӗсене пӑсма пуҫларӑмӑр-ши? Пер-пӗрне кӳрентерни, шанманни, темле хаярлӑх — ҫавсем вырнаҫмарӗҫ-ши пирӗн чунсенче?
Чи ыраттараканни ҫавӑ: 30–40 ҫул каяллахипе танлаштарсассӑн, халӑх чирлӗрех пек курӑнать. Унччен, калӑпӑр, катаракта чирӗ ват ҫынсем хушшинче те сайра пулнӑ, халӗ ватӑ маррисем те ку чирпе аптраҫҫӗ иккен. Унччен эпӗ ватӑ ҫынсенчен те ҫапла каланине илтмен: «унӑн йывӑр инсульт, ҫавӑнпа сапланса утать»; «ҫав ҫынсен юн пусӑмӗ пӗрре ҫӳлелле хӑпарать, тепре анать»; «шӑммисем ҫийӗнеҫҫӗ, йывӑр формӑллӑ артроз»; «пурнӑҫ тӑршшӗпе ятарлӑ эмел ӗҫме тивет, йывӑр йышши анеми чирӗ»; «кашни уйӑхра 4 000 тенкӗлӗх сипленме тивет».
30–40 ҫул каялла вӑрҫа витӗр тухнӑ ветерансем хушшинче те юр пек шурса кайнӑ ҫынсем нумаййӑнах марччӗ пулас, халӗ ватӑлманнисем хушшинче те куркалатӑн ҫавӑн пек ҫынсене. Хальлӗхе эпир чухӑн пурнатпӑр тесе калама ҫук пуль, анчах сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшама пултартӑмӑр-шим?
Паллах, ҫӳлерех асӑннӑ ыйтусем тавралла депутатсем, чиновниксем шухӑшласан аванччӗ. Ку тӗлӗшпе Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче ятарлӑ парламент итлевӗ йӗркелесен те юрать пуль. Чӑваш наци конгресӗ те ку ҫивӗч ыйтӑва пӗр-пӗр ҫавра сӗтел йӗркелесе пӑхса тухса усӑллӑччӗ пуль.
Пурӑнтӑрччӗ-ха пирӗн республика, пире татах савӑнтартӑрччӗ. Анчах хамӑрӑн пӗчӗк патшалӑха тӗрек пама, вӑйлатма ҫапах та чӑваш халӑхӗ сывлӑхлӑ пулни пысӑк пӗлтерӗшли паллӑ. «Чи кирли — сывлӑх», — теҫҫӗ халӑхра.
Лидия Афанасьева,
2017, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Лидия Афанасьева социализм тапхӑрӗнчи шухӑшласенчен хӑтӑлман курӑнать.Депутатсене пирӗн сывлӑх мӗн тума кирлӗ? Суйлав чухне кӑна эпир депутатсене кирлӗ, мӗн кӑна шантармаҫҫӗ, веҫ туса параҫҫӗ! Суйлав вӑхӑтӗнче кам кӑна килмест пирӗн пата, ҫав ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫул тӑрӑхах ҫитме вӑй -хӑват тупаҫҫӗ. Суйлансан урӑхран ура ярса та пусмаҫҫӗ. Депутат ытлашши хӑй тӗллӗн ним те тӑваймасть, влаҫран ҫӳле сикеймест, ӑна мӗн хушаҫҫӗ, вӑл ҫавна тӑвать.
Укҫа пуҫ пулса тӑчӗ пурнӑҫра, укҫашӑн тӑван-тӑвана та палламасть, укҫа, наследство, хваттер, кил-ҫурт, ҫывӑх тӑвансене ӗмӗрлӗх тӑшман туса хурать. Сывлӑхне хамӑрах пӗтеретпӗр, эрех ӑшне путрӑмӑр, кӑшт йывӑрлӑха лекнипех алла вӗрен тытса пурнӑҫран уйрӑлма тытӑнтӑмӑр. Экологи те пӗтерет. Ӗлӗк рак груди ҫав териех пулман, халь ӑҫтан ҫак чир тупӑнчӗ? Йӑлтах экологишӗн пуль тетӗп. Ӗҫсе ҫапкаланса ҫӳремен, чӗлӗм -наркотикпа аппаланман, ҫак чирпе ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ темиҫе ҫынна пӗлетӗп.
Ӑшӑ сӑмах, ӑнлану, йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне пулӑшни, чӑваш пулнишӗн вӑтанманни, хӑв чӑваш пулнипе пур ҫӗрте те мӑнаҫланни, тӑван чӗлхешӗн кар тӑни чӑваша сыхласа хӑваратех.