Хисеплӗ чӑвашсем! Пирӗн халӑхӑн чӗлхи кӑна мар, йӑли-йӗркисем те манӑҫа тухаҫҫӗ. Ҫав шутра — ҫирӗп тымар янӑскерсем те. Кунта эп туй йӑли-йӗрки е урӑххи пирки каламастӑп. Сӑмах нимелле ӗҫлени пирки пырать. Йӗри-тавралла сӑнаса пӑхкаларӑм та паянхи кунра ниме текен япала ҫухалнӑнах туйӑнать. Пӗр 15 ҫул каяллах апла марччӗ. Кӳршӗ-кӗршӗ, сӑмахран, кирпӗч е хӑма машшинпа тиесе килсен ҫывӑх ҫуртсенчи халӑх ӑна пушатма васкатчӗ. Халӗ вара тавар турттарса килнӗ хуҫи тата вӗсен кил-йышӗ кӑна нушаланать. Ыттисем кантӑкран «ку кӳршӗ мӗн тиесе килчӗ-ха?» тесе ҫеҫ пӑхса тӑраҫҫӗ. Ушкӑнпа ӗҫлесси пӑрахӑҫа туха пуҫларӗ, ытларах кашни уйрӑм пурӑнма тӗмсӗлет мар-и? Е эпӗ йӑнӑшатӑп...
Нимелле, е тепӗр май ушкӑнпа ӗҫлесси вара пирӗн халӑха сӑнлакан чи пӗлтерӗшлӗ паллӑсенчен пӗри шутланать. Вырӑсланса пынӑ май эпир ҫак хамӑрӑн йӑлана та манса пыратпӑр. Паянхи пурнӑҫӑн йӗрки ҫапларах тесе тӳрре кӑларас килмест ман ҫакна. Тем тесен те ҫак пулӑмӑн чӑн сӑлтавӗ — хамӑр халӑхран писсе, тӑван чӗлхене сирсе ют чӗлхе ҫине куҫнӑ май «ютла» (е тепӗр май — вырӑсла) пурӑнма хӑтланни. Хӑма е кирпӗч тиесе килсен хӑшӗ-пӗри кантӑкран кӑна мар, урама та тухса тӑрать, анчах хӑйӗн килӗ умӗнчен пулӑшу кӳме тапранмасть. Чӑваш чунӗн тарӑн тымарӗ ӑна, паллах, пулӑшма хистет пулӗ, анчах пурнӑҫӗ улшӑннӑ тесе вӑл хӑйне хӑй чарса тӑрать.
Нимелле ӗҫленине манса пыни чӑваш чӗлхин аталанӑвне хутшӑнманнинче те лайӑх курӑнать. Ак, сӑмахран, Википедине илес. Чӑн-чӑн нимелле ӗҫлесе аталантарма хатӗрленӗ проект. Анчах сӑнӑр-ха: вырӑссем унта мӗнле хутшӑнаҫҫӗ тата чӑвашсем. Пӑхатӑп та ниме йӑли-йӗрки вырӑссен лайӑхрах аталаннине куратӑп. Тӗлӗнмелле мар-и?
Атьсем, атьӑр-ха хамӑрӑн ниме йӑлине пӑрахар мар, вӑл пирӗн халӑхӑн палли пулнине лайӑхрах палӑртма тӑрӑшар.
Чӑваш чӗлхине аталантарас ӗҫре нимелле ӗҫлемелли вырӑнсем вара сахал мар. Вӗсем пирки кӗскен сире каласа парар:
1. Википедин чӑвашла уйрӑмӗ 
2. Чӑваш халӑх сайтӗнчи энциклопедиллӗ пайӗ 
3. Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи 
4. Чӑвашла терминсен онлайн канашлӑвӗ 
5. Кӗнекесем сканерласси . Пирӗн порталта Электронлӑ вулавӑш  тата Электронлӑ сӑмахсарсен пуххи  пур. Вӗсене ҫулсенех пуянлатса пымалла. Сирӗн кӑмӑл пур пулсан эсир электронлӑ вулавӑшра ҫук пӗр-пӗр кӗнекене илсе ӑна сканерлама пултаратӑр, пӗр-пӗр словаре электронлӑ варианта куҫарма пултаратӑр. Хатӗрленӗ ӗҫе пирӗн пата ярса панӑ хыҫҫӑн (np@chuvash.org) вӑл тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма пултарӗ. Кӗнеке е сӑмахсар пӗлтерӗшлисен йышӗнчи пулсан эпир сире укҫан хавхалантарма та пултаратпӑр.
 
Ҫавӑн пекех эсир «Хавал», «Ирӗклӗх» пӗрлӗхсен, Чӑваш наци конгресӗн проекчӗсене хутшӑнма пултаратӑр. Вӗсен те эсир пулӑшма тивӗҫ ӗҫсем туллиех. Нимелле ӗҫлеме кӑмӑл кӑна пултӑр.
 
Ӳкерчӗк ҫинче: ӗлӗкхи ниме 
 
Интернетра çак статьяра асăннă ĕçсене туса пыма килĕшекенсем сахал пулни мана яланах тĕлĕнтернĕ.
Медальсем, орденсем памаççĕ тесе, хисеплĕ ятсем памаççĕ тесе, тулевсĕр тесе çавнашкалах пăлахая каймалла мар пулĕ ĕнтĕ!
Тиркешсе, чăркăшса ларма пурте маçтăр. Çав вăхăтрах хăйсем ансат япалана та пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарса хума ÿркенеççĕ. Майсем пур, ĕçлĕр Интернетра. Кирлĕ пулсан вăхăтăр тупăнатех. Атту кăмака çинче маччана сурчăк сурса выртсах мĕн чухлĕ вăхăт пустуй иртет чылайăшĕн.