В. Тимофеев: Хӗрлӗ Лапамӑн 7-мӗш номерлӗ ҫуртра нимӗнле театр та пулмалла мар
В. Тимофеев11.11.2017 14:557133 Пурĕ пăхнă
Пирӗн Республика Ертӳҫи хисеплӗ Михаил Васильевич!
Юратнӑ чӑвашсем!
2018-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче Чӑваш Патшалӑх Академи Драма театрӗ 100 ҫул тултарать! Юратнӑ театрӑн паллӑ кунне хӗпӗртесе кӗтсе илӗпӗр! Анчах та, пӗр витӗмлӗ сӑлтав канӑҫ памасть. Хӗрлӗ тӳремӗн 7-мӗш номерлӗ ҫуртра пулмалла-ши театр? Вӑл лапамра яланах халӑх хӗвӗшет, ҫав сӑлтавпа ҫак ҫуртра академиллӗ юрӑпа-ташӑ ансамблӗ, симфони оркестрӗ, академиллӗ капелла, «Ҫавал», «Сувар», «Ҫеҫпӗл», «Эревет» ансамбльсем вырнаҫччӗр-мар-и??? Кашни ушкӑн уйӑхсерен тӳлевсӗр концерт кӑтарттӑр. Ҫуллахи вӑхӑтра кермен умӗнче, ытти чухне шалта сцена ҫинче вӗсен пултарулӑхне курмаллла пултӑр пурин те! Кунашкал меслетпе халӑх хушшинче культурӑна сарма май пулӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республикӑмӑр кунӗнче, ҫак вырӑнта «Раҫҫей Ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ юрӑ-ташӑ фестивалӗ иртет-ҫке тата! Чипер ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен Хӗрлӗ Лапамӑн 7-мӗш номерлӗ ҫуртра нимӗнле театр та пулмалла мар. Ҫӳллерех палӑртнӑ коллективсем тӗпленччӗр!
Академи театрӗ 110 ҫул тултарнӑ тӗле театрӑн ҫӗнӗ ҫурт пулӗ тесе шутлӑпӑр! Ҫав кермен ҫӗнӗ технологилллӗ пулӗ, паллах. Ҫурт ҫӗнӗ-кӑнтӑр районӗнче «Куҫ микрохирургийӗ» — «Шупашкар»рынок — Эгер бульварӗ 36-мӗш ҫурт виҫкӗтеслӗхре тӗпленӗ. Вӑл ҫуртрах хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатса пыракан Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗ вырнаҫӗ. Ун чухне 2028-мӗш ҫулта Республика Элтеперӗ пирӗн хисеплӗ Михаил Васильевич Игнатьевах пулӗ, культура министрӗ те Константин Геннадьевич Яковлевах пулӗ. Академи театрӗн тӗп режиссерӗ Валерий Николаевич Яковлевах пулӗ тесе шутлӑпӑр. Валерий Николаевич Яковлев ку мухтавлӑ ӗҫе пурнӑҫлама пултараймасан, унӑн вырӑнӗнче Вячеслав Николаевич Оринов пулӗ тесе шутлӑпӑр.
Кулянмаллипех кулянмалли хыпар ҫитрӗ тата. Культура министрӗн театрсемпе ӗҫлекен ҫумӗн В.Н. Ориновӑн ӗҫрен тухса каймалла пулчӗ! Тӗрӗссипе каласан, В.Н. Оринов ӗҫрен тухса кайрӗ пулсассӑн, культура министрӗн К.Г. Яковлевӑн та отставкӑна тухмалла! Мӗн тери паллӑ культура ҫыннине, Республикӑмӑрӑн историне, культурине, халӑхӑмӑрӑн пӗтӗм кунҫулне тӗплӗн пӗлекенскерне культура анлӑшӗнчен пӑрса яратпӑр-ши??? Вӑл паллӑ артист, пултаруллӑ режиссер пулнине пурте лайӑх пӗлетпӗр. В.Н. Оринов чӑваш чӗлхипе ҫыпӑҫуллӑ та илемлӗ калаҫма пултаракан хастар чӑваш ҫынни, пирӗн тус-юлташӑмӑр. Информаци политикин министрӗ пулса тӑрсан та, В.Н.Оринов ку ӗҫре хӑйӗн тивӗҫӗсене ҫӳллӗ шайра пурнӑҫласа пыма пултарӗ!
Чӑваш Аталану Партийӗн пайташӗ Тимофеев В.Н.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.