Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Agabazar: Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Agabazar27.02.2018 22:3313682 Пурĕ пăхнă

Килйыш. Немцев В.Л. карччынӗ.

Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть.

Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс.

Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур.

Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе!

Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ.

Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Лебедевсен килйышӗ

Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ!

Чӑваш тата вырӑс мар ытти чӗлхесем пирки калани ӗнтӗ ку.

Ҫав вӑхӑтрах вырӑс чӗлхине хайне вӗренӳ тытӑмӗнчен хӑваласа кӑларма никам та шутламасть. Мӗнпур предметсене вӗрентесси, вӗрентӗве ертсе пырасси пӗтӗмпех ҫав чӗлхепе пулса пырать пулин те.

Ӑҫтан-ха чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултарайтӑр, енчен те хайхи ашшӗ-амӑшӗсем чылай чухне хайсем те чӑвашла пӗлмеҫҫӗ пулсан?

Канаш районӗнчи Сителти Яковлевсен килйышӗ.

Пӗтӗм пӗрлӗх, вӑл шутра патшалӑх тытӑмӗсем те, ҫине тӑрса кӗрешсен ҫеҫ чӑваш чӗлхи сыхланса юлма пултарать. Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть.

Атте-анне ҫине шанса лартса ыттисем ним те туманни кунта вырӑнсӑр. Ҫав еннелле туртса халлап ҫапакансем — пархатарсӑр харкамлӑхсем.

Ҫапла, пире пурне те атте-анне чӑвашла вӗрентнӗ. Е — вӗрентмен. Ҫапла вара юлашки 150 ҫул хушшинче пӗр мӗльюн ҫын чӑваш пулма пӑрахнӑ. Е, тен, апла мар-и? Анчах та пурперех ҫав хисеп ҫав тери пысӑк.

Шупашкар хулинчи Игнатьевсен килйышӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Узейко // 1090.30.0987
2018.07.17 10:24
Влаç халь чĕлхе ыйтăвне çемье çине куçарать, килте вĕрентмелле тет. Ăна кирлĕ мар.
Agabazar // 3584.75.3320
2018.07.18 02:31
Agabazar
Суятăн, Узейко.
Енчен те чĕлхе тĕлĕшпе килйышăн яваплăхне ятарласа (саккунпа!) палăртнă пулсан, çапла калама пулĕччĕ.

Анчах та килйышăн яваплăхне ятарласа саккунпа палăртман.

Эппин чăннипе килйышăн яваплăхĕ пачах та çук.

Çапла вара, Узейко суйни витĕр курăнса тăрать.
2018.07.18 06:13
Чылай пулмасть, пĕр хаçатра çакнашкал статья вулама ÿр килчĕ. Кĕскен: кашни ачана наркотикпа аппаланнине саккун йышăнса теста хăй ирĕкепе мар, кашнине памашкăн тумалла имĕш. Урăла каласан, йышăнмалла саккун, ир çинчен шкула стройпа, уроксем хыççăн стройпа. Утас сулахайа, утас сылтăма режима пăсни пулса тухать.
Акапасар, çемье ачасемпе воспитани пирки калаçни, тăрăшни вăл тивĕç, урăхла пулсан, кама валли çуратаççĕ ачисене? Шкулта воспитанипе аппаланма мар, вĕрентме те вăхăт çук вĕрентекенĕн, хут журнал, электроннăй журнал, отчёчĕсем. Эсир вĕт кăшкăратăр: чăваш чĕлхине вĕрентмелле, тесе, пуçланăр çемьерен. Е хавшак?
2018.07.18 21:44
Акапасар, сирĕн шутпа тен, воспитани пирки те саккун йышăнмалла, ашшĕ-амăшĕ саккунлă майпа яваплă пулччăр,имĕш? Эсир вĕт çавах та вĕреннĕ çын, юрĕччĕ çакăн йышши ăссăрлăха вĕренмен çын çырнă пулсан. Ăна каçарма та пулать, вĕренмен çынран парăмĕ çук. Тĕлĕнетĕп, сайт "Дом-2" йышшине çаврăннăн туйăнать хăш чухне
Agabazar // 4108.11.4733
2018.07.19 20:19
Agabazar
Çиччас Аскольд патне персе çитеççĕ милиццисем тĕрĕслемешкен: чăвашла вĕрентет-и вăл ачисене е вĕрентмест-и? Килте чăвашла калаçаççĕ-и е çук-и?

Хатĕрленсе кĕтсе тăр!
2018.07.21 12:14
Аскольд чăн чăвашла калаçать, уншăн муталанмалли çук. Ача-пăча, хăшне вĕрентме пулать, çук, ахалех çулăхатăн, кÿштетĕн, Акапасар
Agabazar // 3184.95.2281
2018.07.22 16:57
Agabazar
Ан каппайлан.
Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисен чăваш чĕлхи тĕлĕшпе яваплăхне саккунпа палăртма влаçсем те, вĕсен хÿрешкисем те чăннипе хатĕр мар. Вĕсене кунашкал яваплăх ним тума та кирлĕ мар.
Ахаль деклараци вара кунта ниме те пĕлтермест.
2018.07.22 20:11
Акапасар, сирĕн шутпа пур енчен те саккун йышăнмалла: шаг налево, шаг направо, прыжок на месте приравнивается к побегу, çапла пырса тухмасть-ши ку малашне? Иртнĕ ĕнтĕ куна, Сталин вăхăтĕнче, малтан ирккĕнлеттереççĕ, кайран аллисемпе шарт! çапаççĕ: ара, куна кам кĕтме пултарнă, имĕш? Куна кĕтмелле мар, ача-пăчана пистермелле мар. Николай Кузнецов уроксем хыççăн тимĕрçе çÿренĕ, нимĕç плннăй патне , чĕлхене вĕренес шутпа. Ăна вара кам-тăр хуса вĕрентнĕ-и? Çы ннăн хăйĕн пуçĕнче пулмасан хăть те мĕн ту, усси пулас çук. Нивушлĕ çакăн пек те ансат чăнлăха тавçăрса илме пулмасть? Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех чăваш чĕлхине вĕренес мар текенсем пурччĕ.
Agabazar // 1870.23.1874
2018.07.28 17:07
Agabazar
Суймалла мар.

Ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕ пур тесе суймалла мар.

Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра тăван чăваш чĕлхи телĕшпе ашшĕ-амăшĕн нимĕнле юридицилле яваплăхĕ те çук. Çав яваплăха право уйне кĕртес текенсем те курăнмаççĕ.
2018.07.28 17:43
Акапасар, кунта пурте хăйсене ăсчах тесе палăртаççĕ, мĕншĕн-ха эсир хăвăрăн чăн ятăрсене пытаратăр? Çын кулли пуласран шикленетĕр? "Белое солнце пустыни" кинора Петруха ятлă салтак евĕр сире те чĕнсе калас килет: Гюльчатай, уç-халĕ питне!!!

Paĝoj: 1, 2, 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj