Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхине суйлава кӗртесшӗн мар!

Аçтахар Плотников13.03.2018 14:108024 Пурĕ пăхнă

Кӗҫех манпа сирӗн патшалӑх ертӳҫине суйлама тивӗ. Халӑха ертсе пырассине малашне кама шанса парасси пирки пуҫ ватмалла пулӗ. Кун пирки хулипех реклама баннерӗсем пӗлтереҫҫӗ, суйлама хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. «Выбираем президента — выбираем будущее!» — тесе чӗнеҫҫӗ.

Мӗншӗн-ха ҫак баннерсем йӑлт вырӑсла? Мӗншӗн-ха ҫак йыхравсенче пӗр чӑваш сӑмахӗ те ҫук? Кун пирки пирӗн сайтра хыпар та пурччӗ-ха. Мӗншӗн вырӑсла кӑна тесе ыйтсан ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ҫыруҫи Сергей Тарасов ҫапла хуравланӑччӗ: «Халӗ федерацин суйлав кампанийӗ пырать. Ӑна РФ Тӗп суйлав комиссийӗ йӗркелет, ҫавӑнпа пӗтӗм материала, пӗлтерӳсене, видео- тата аудиороликсене Мускавра хатӗрлеҫҫӗ, эпир вӗсен трансляцийӗсене тивӗҫтеретпӗр. Енчен те регион шайӗнчи суйлав пулас-тӑк информаци материалӗсене эпир хамӑрах хатӗрлӗттӗмӗр, ҫав шутрах — чӑвашла та».

«Выбираем президента — выбираем будущее!» тенине чӑвашла куҫарсан «Президента суйлани — пуласлӑха палӑртни!» теме пулать. Апла-тӑк, президента суйлама пире вырӑсла ҫеҫ чӗнеҫҫӗ пулсан хамӑр пуласлӑха пуҫлӑхсем вырӑс чӗлхипе кӑна ҫыхӑнтарнине пӗлтермест-и ку? Мускаврисем ҫапла шут тытнӑ пуль-ха та, вырӑнтисем вара мӗн? Нивушлӗ вӗсем ҫакӑнпа килӗшеҫҫӗ? Республикӑн тӗп суйлав комиссийӗ чӑвашсем валли чӑвашла плакатсем туса пама ыйтман — апла-тӑк, чӑн та, килӗшеҫҫӗ.

Ку пулӑма тӗрӗссипе тепӗр май та ҫавӑрттарса хума пулать. Пире ҫак суйлава вырӑсла кӑна йыхравлани вырӑсӗ — хуҫа, чӑвашӗ вара тарҫӑ ҫеҫ пулнине кӑтартмасть-и? Чӑн та хальхи вӑхӑтра, паянхи президент вӑхӑтӗнче, шӑп ҫапла пулса тухать те. Вырӑс чӗлхин анлӑшӗ пирӗн тӑрӑхра сарӑлса та сарӑлса пырать. Вӑл вырӑнти халӑхсене сиен кӳнине кураҫҫӗ пулин те мускавсем нимӗн те тумаҫҫӗ. Чӗлхесен пӗртанлӑхӗ кирли пирки унти тӳре-шара пӗрре те сӑмах тапратмасть, кун ҫинчен чӗлхе нушине ҫакланнӑ халӑхсем кӑна пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫакна чӑвашсемпе ытти халӑхсем «тарҫӑ» шутӗнче пулнипе кӑна ӑнлантарса пама пулать. Хуҫана (вӑл шутра кам тӑнине палӑртмасӑрах чухламалла), тем тесен те, тарҫисен йывӑрлӑхӗсем кӑсӑклантармаҫҫӗ, вӗсен нушисем пӑшӑрхантармаҫҫӗ. Енчен те вӗсен хушшинчи хутшӑнусем хуҫапа тарҫӑ евӗр мар, юлташла пулнӑ пулсан — пач урӑхла пулӗччӗ. Тусӗ тем тесен те юлташӗн йывӑрлӑхне ӑнланма тӑрӑшнӑ пулӗччӗ, нушаран хӑтарма пулӑшӗччӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, пирӗн халӑхсем хут ҫинче кӑна пӗр тан, пурнӑҫра вара — йӑлт урӑхла: пӗри хуҫи, тепри тарҫи.

Нумай пулмасть пирӗн халӑх ҫухату тӳсрӗ. Сирире чӑваш ывӑлӗ, Самар облаҫӗнчи Анатьялта ҫуралса ӳснӗ Владимир Еремеевӑн пурнӑҫӗ татӑлчӗ. Унӑн юлташӗ, Владимир Ляшов, генерала аса илсе «Комсомольская правда» хаҫата ҫапла каланӑ: «Понимаете, он был настоящим военным, настоящим русским генералом. Он ничего не боялся», — тенӗ. Ҫав статьярах маларах вӑл Володя Чӑваш Енре ҫурални пирки палӑртнӑ. Пирӗн республикӑра ҫуралнӑ тесе вӑл ӗнтӗ генерал чӑваш пулнине пӗлнӗрен каланӑ. Чӑваш-тӑк — апла Чӑвашра ҫуралнӑ. Пӑхӑр-ха, ҫынни чӑваш пулма пултарать, анчах, вырӑсӑн шухӑшӗпе, чӑн-чӑн генерал вара — вырӑс кӑна пулайрать. Ку ахаль ҫын шухӑшлавӗ. Питӗ шел те, Мускаври тӳре-шара та ку тӗлӗшпе инҫех каяйман.

Е тепӗр саманта аса илме пулать: Википедине тӳрлетнӗ чухне пӗрре пӗри вӑл чӑваш пулни пирки иккӗленни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Кун пирки сӳтсе явмалли страницӑра ыйтнӑччӗ. Чӑн та питӗ кӳренӳллӗччӗ! Леш ҫынни кӳрентерес тесе ыйтман-ха: унӑн пуҫӗнче космонавт чӑваш пулма пултараймасть, ҫавӑ ҫеҫ! Сӑмах май, халь те статьяра пирӗн Андриян чӑваш космонавчӗ мар, совет космонавчӗ!

Чӑвашӗ темле маттур тӑрӑшса ӗҫлесен те мухтавӗ ӑна мар, вырӑса лекет. Енчен те маларах пирӗн халӑх чапне «совет халӑхӗ» урлӑ вӑрлатчӗҫ пулсан, халь вара кун валли «Раҫҫей халӑхӗ» шутласа кӑларасшӑн. Хӑш чухне вара унашкал та аппаланса тӑмаҫҫӗ, тӳрех «вырӑсӑн» тесе шаплаттарса хураҫҫӗ. Йӑнӑшатӑп-и? Татьяна Акимовӑна, сӑмахран, Раҫҫейре пирӗн республикӑрисемсӗр пуҫне кам та пулин чӑваш спортсменки тесе калать-и? Ҫук, пуриншӗн те вӑл Раҫҫей спортсменки. Вырӑсӗпе чӑвашӗ «хуҫипе» «тарҫи» пулнине питӗ курӑмлӑн кӑтартать.

Раҫҫейӗн тенипе килӗшме те пулӗччӗ те, анчах та вӑл нейтраллӑ мар-ҫке. «Раҫҫей» (Русь —» Россия —» Раҫҫей) тата «вырӑс» (Русь —» русский —» вырӑс) сӑмахсем ытла та тачӑ ҫыхӑннӑ-ҫке. Ирӗксӗрех, Раҫҫейӗн тени вырӑсӑн тенипе пӗртан пулса тӑрать. «Совет» тени, калӑпӑр, ку енчен нейтраллӑрах. Анчах та ун чухне те йӑлт вырӑс чӗлхи хуҫаланнине шута илсен каллех пирӗн халӑхӑн пӗтӗм ҫитӗнӗвӗсене вырӑссем туртса илни курӑнать.

Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пире хамӑрӑн пуласлӑха палӑртма чӗнеҫҫӗ пулсан пирӗн, чӑвашсен, тем тесен те хальхи пуҫлӑха суйламалла мар. Пирӗн чӗлхе валли, пирӗн халӑх валли малашлӑхра вырӑн ҫукки ҫинчен вӑл сахал мар каларӗ, ку тӗлӗшпе нумай вӑй хучӗ. Вӗренӳ системинчен те пирӗн чӗлхене сирет, халӑха вырӑслантармалли майсене ырлать. Вырӑс мар чӗлхесене «пирӗн пуянлӑх» тесе калать пулин те ҫав пуянлӑха упраса хӑварма тата аталантарма нимӗн те тума шутламасть. Унӑн пӗтӗм ӗҫӗ — ӑна кирлӗ мар «пуянлӑхран» хӑтӑлма тӑрӑшни кӑна. Чӑн та пуянлӑх вырӑнне хунӑ пулсан Тӗп суйлав комиссине ытти халӑхсен шухӑшне, вӗсен прависене шута илме ыйтнӑ пулӗччӗ. Ҫук, кун пирки вӑл пӗр сӑмах та шарламан — ҫавӑнпа ӗнтӗ пире суйлава вырӑсла кӑна йыхравлаҫҫӗ.

Вырӑсла кӑна чӗнеҫҫӗ пулсан, тен, пӗрисем сӗннӗ пек, суйлава пач та каймалла мар? Ман шутпа, ҫапах та, апла тумалла мар, каймаллах. Суйлава каймалла, анчах унта ҫитсе паянхи политикӑна хирӗҫлесе сасӑламалла. Паянхи пуҫлӑхшӑн мар, урӑх кандидатсемшӗн сасӑ памалла! Камшӑн — хӑвӑр палӑртӑр. Капла тусан кӑна эпир паянхи наци политикипе килӗшсех кайманнине пӗлтерме пултаратпӑр.

 

ХК. Ку статьян тӗллевӗ халӑхсене хирӗҫтересси мар, пач урӑхла, халӑхсен танмарлӑхне пӗтерме чӗнсе калани. Кашни хӑйне тан шутлама пуҫласан, тан туйма тытӑнсан вӗсем хушшинче тус-юлташлӑ хутшӑнусем ҫирӗпленӗҫ, хуҫа-тарҫӑ пеккисем сӗвӗрӗлӗҫ, кӳренӳ те ҫухалӗ!

ХК2. Ӳкерчӗкре Василий Перовӑн «Чаепитие в Мытищах, близ Москвы» (1862) картинипе усӑ курнӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1271.19.9014
2018.03.13 20:42
Agabazar
Ай-яй-яй! Епле аван мар!

Еремеев генерал çуралса ÿснĕ Анатьяла илес пулсан (Самар облаçĕ, Похвиçнĕ районĕ), унта паянхи кун чăваш чĕлхине вĕрентни тĕлĕшпе питĕ хытă иккĕленетĕп.

Ахăртнех, факультатив шайĕче те пулин вĕрентмеççĕ пулмалла. Кайран вара Тимĕрсемпе Атнерсем чăвашсем тĕлĕшпе: хăйсенчен пиçмест, хăйсем пултараймаççĕ, хăйсем начар тесе çÿреççĕ.

Анатьяленче эп тахçан пулса курнă. Похвиçнĕрен ытлашши аякрах та мар вăл. Шел, ун чухне ялта ачасене чăвашла вĕрентни-вĕрентменни пирки кăсăкланман эп.
Тимер // 4156.35.1250
2018.03.13 21:53
Чӑвашла калаҫма пултарни шкулта чӑвашла вӗрентнипе ҫыхӑнманни каламасӑрах паллӑ.Шкулта вӗрентме пуҫличчен чӑвашсен 100 проценчӗ чӑвашла калаҫнӑ.Шкулта чӑвашла вӗрентни лайӑх.Ытлашши 5 паллӑ пирӗн ачасене чармасть.
2018.03.13 22:15
Аçтахар Плотников
Акапасар, Анатьялта халь чӑвашла вӗрентеҫҫӗ е ҫук ку статьяпа мӗнле ҫыхӑннӑ? Е эсӗ генерал хӑйне чӑваш тесе палӑртман тесе каласшӑн-им? Апла пулсан, ун юлташӗ вӑл Самар тӑрӑхӗнчен пулнине пӗлнӗ пулӗччӗ. Ман шутпа вӑл хӑйне чӑваш тенӗ. Ҫавна май юлташӗн ун ҫуралнӑ тӑрӑхӗ пирки пӗртен-пӗр ассоциаци пирӗн республикӑпа ҫуралнӑ та. Лешӗ чӑвашсем ҫурри ытла тулашра пурӑннине чухламан та «Комсомольская правда» хаҫата Чӑвашра ҫуралнӑ тенӗ.
Agabazar // 1271.19.9014
2018.03.13 23:20
Agabazar
Вăл тĕлĕшпе çыхăнни-çыхăнманни пирки сăмах пымасть кунта.

Анчах та пĕлетĕр вĕт: "Самар ен" хаçат, аран-аран тытăнкаласа тăнă хыççăн, хупăнса ларнă. Тĕппипех. Халь вăл пачах та тухмасть. Мĕншĕн?

Çав вăхăтрах, асăрхăр, Хусанти "Сувар" хаçата хупасси пирки Тутарстанта ыйту тăмасть-ха (тьхутьхутьху!)

Мĕншĕн тесен Тутар республикинче чăваш чĕлхине вĕрентессине яланах тытса пыма тăрăшнă. Самар облаçĕнче вара — апла мар. Вĕрентмеççĕ.... Чăвашла вĕрентĕве 1960-мĕш çулсенчех е маларах та тĕп тунă. Традицисем те сÿннĕ.

Вулама-çырма ятарласа вĕрентмен, хăнăхтарман çын чăвашла хаçат е ытти чăвашла ÿкерĕннĕ унашкал текст патне нихçан та пырса перĕнмĕ. Мĕншĕн тесен хăйне-хай ним те пулмасть. Еремеев генерал хăй чăваш пулнине пытарса çÿренĕ тесе каламан эп.

Тепĕр генерал пирки вара (Романов) хăй вăхăтенче унашкал ыйту пулнă. — https://ru.wikipedia.org/wiki/Обсуждение:Романов,_Анатолий_Александрович
Ялтан // 9259.3.8429
2018.03.14 04:50
Вырăсла кăна чĕнсе калаççĕ пулсан суйлава чăвашсем каймасан та пултаратăр ? Пирĕн сасăсем кирлĕ пулсан чăвашла калаччăр ? Ăнланмалла позици. Чăваш чĕльхине хисеплемесен пирĕн мĕншĕн вĕсене хисеплес? Поселени пуçĕсем,мерсем,район пуçлăхĕсем,вĕрентÿ отдел начальникĕсем,директорсемпе заведующийсем заявленисем çырса хунă "по собственному желанию" .Явка сахал пулсан ĕçрен кăларĕç.Грудинин çавах çĕнтереймĕ пулсан явкăна пĕчĕклетни кадрсене улшăнма пулăшĕ. Кирлĕ ун пек тума ?
2018.03.14 07:20
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
...Вырăс патшисем чăвашсене 467 çул каяллах уталама пуçланă.., унтанпа нимĕн те улшăнман... Тарçă е чура пулас мар тесе нумай чăваш вырăса куçать.., анчах "эсрель" халăхĕн чурипе тарçинчех юлать.., чăвашлăха та çухатать...
Тимĕр Акташ // 1867.28.8280
2018.03.15 15:26
Сак кунсенче тепер хут Лев Толстой сырна "Казаки", "Хаджи-Мурат" повессене иккемеш хут тимле камалпа вуласа тухрам. Унта 19-меш емеренче Кавказри варсара чеченсемпе сапасакан хаш-пер вырас офицерсемпе Терек юханшыв херринчи пуранакан Гребенскийе касаксем - нухай (ногай), кумык, чечен челхисене верентсе, сак варанти халах сынсемпе весен челхепе каласса хутшанна. Хаш-перисем -
Рассейри вырас офицерсем, касаксем лешсемпе туслашса "кунак" пулса хутшанна. Пер-перне ханана та сурене. Лев Толстой та весен терле челхесене веренсе фольклор сырса хуна. Саканшан чеченсем Толстойана лайах аса илессе. Хальхи саманара вара? Вырас офицерсем леш челхесене веренессе-и? Сук пуль. Ытларах весене персе велерме веренессе. "Мочить в сортире" тесе. Рассей Президенче Путин калашле. Лешсене те Путинан теп "пехотинец" урахла верентет. Весем 2014-меш султа Донбассра украинецсемпе сапасма весене велерне. Весен часе "Смерть" ятла пулна. 2015-меш султа Мускавра Борис Немцов оппозицийе политикана персе велерне...

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj