Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Н. Адер: Хаяр Йӑван патша палӑкне нумай ҫӗрте лартмалла!

Н. Адер18.01.2019 16:5510517 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi

(чӗнсе калани)

 

Иртнӗ эрнере, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн Ваттисен канашӗнче тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Вунӑ темӑран та ытла шӗкӗлчерӗмӗр ҫав кун: пурте ватӑсен чунне ыраттараҫҫӗ. Тепӗр енчен, патшалӑх ҫыннисем вӗсене курмаҫҫӗ пуль те, ҫавӑнпа та хамӑр хушӑра та пулин калаҫса илсе чуна уҫас, кӑштах та пулин тӗтӗм кӑларас. Тен чиновниксен куҫӗсене чӗпӗтӗ ҫак йӳҫӗ тӗтӗм…

Палӑртнӑ темӑсем хушшинче чӑваш ҫӗрӗ ҫинче тӗрлӗ сӑлтавсене асӑнса юпасемпе палӑксене лартасси ҫинчен те. Хамӑр вӑйпа та, патшалӑх укҫипе те. Кӗтнӗ ҫӗртенех чи ҫивӗччи Хаяр Иван патша палӑкне Шупашкарта лартасси ҫинчен пирки. Хаяр патша сӑмахӗсем пурне те ҫӳҫентереҫҫӗ пуль: вӑрҫӑ пуҫарнӑ, тутарсем ҫине тапӑннӑ, Хусан хулине ҫӗнтерсе илнӗ, нумай ҫынна ҫактарса вӗлерни ҫинчен илткеленӗ ӗнтӗ. Ҫав пуҫтах чӑваш ҫыннисене те чылай йышлӑ ҫактарнӑ имӗш, историксем те ҫырса палӑртнӑ пулас. Юратман пулмалла хаяр вырӑс патша чӑвашсене, ҫавӑнпа чӑваш ҫӗрӗ ҫинче, Шупашкар хулинче палӑка лартас плансене хирӗҫлес пулать, эппин петици ҫитермелле…

Виҫӗ-тӑватӑ писатель, тепӗр паллӑ сӑвӑҫ та кун ҫинчен хӗрсех питлерӗҫ вырӑнти намӑссӑрсене! Килӗшрӗҫ вара пурте, сасӑласах. Хаяр Йӑван патша палӑкне Шупашкарта лартассине хирӗҫлесе Чӑваш гуманитари ӗҫченӗсем чӗнсе каланине те ырлас терӗҫ. Маттур Петӗр Краснов юлташ, ӗҫлет! Тен чӑваш чӗлхин орфографине те тӳрлетме хал ҫитерӗ. Исаевран пиҫмерӗ, итлемерӗ тӑнлӑ-пуҫлӑ Станьялпа ытти харсӑр чӑвашсене.

Тутарсем вара унченех кар тӑрса палӑк лартакансене Хусантан тапса кӑларнӑ та пулас имӗш, кусен вара, Мускав ҫыннисем хатӗрленӗ хаклӑ статуине ӑҫта та пулин чышас пулать! Укҫа сӑптӑрса илес тӗллевӗ те кунтах-ши? Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ахаль те нумай пулмасть Кӗтерне патша палӑкне, вырӑссен ҫветтуй Валентин палӑкне тата такамӑнне те лартса тултарнӑ вӗт. Пуш вырӑн та юлмарӗ-ҫке! Хамӑра килӗшекен палӑксене лартас пӗрех хут, сӑмахран вырӑс учӗнӑйне Гумилева хисеплесе…

Хам Хаяр Йӑван патшана пӗр чӗптӗм те юратса хисеплес хӗлхемсем нихҫан та пулман пулсан та тем виҫҫӗр ҫул каялла ҫӗре кӗнӗ ҫын ятне хӗрхенсе шеллес килчӗ. Мӗншӗн-ха, тейӗр эсир. Сӑлтавӗсем чылай, питӗ те чылай теме те юрать. Авалхи самантсем ҫеҫ мар, паянхи патша сӑнӑсем те шухӑшлаттараҫҫӗ тата. Акӑ, танлаштарар-ха унпа каярахри, ҫамрӑкрах патшасемпе. Пурте пӗлетпӗр, пахалӑхӑн танлаштару сакунне. Аса илер-ха пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗн чи юратнӑ патшине, Пӗрремӗш Петӗре. Сахал халӑха ҫактарса та, пусмӑрласа вӗлерттернӗ тесе калаҫҫӗ ун пирки. Хӑйӗн казначей министӑрне, сӑмахран, хыснаран укҫа йӑкӑртнӑшӑн Петербургра урамра юпа ҫине халӑх курмалла ҫӗре ҫактарнӑ, темиҫе эрне шӑршланса, кураксем ӳт-пӳ татӑкӗсене хӑйпӑтса пӗтеричченех мӗн. Ытларах ҫак хаяр, хӑрушӑ ӗҫ чиновниксен, улпутсен, пуҫлӑхсен сехри-мӗнне сиктернӗ: ан вӑрла! Ытти тӗслӗхсем те нумай теҫҫӗ асӑннӑ Раҫҫей Геройӑн! Йӑваш патша теме сӑмах та ҫук ку вырӑс ҫыннине… Ҫапах та эпир унӑн витӗмлӗ ӗҫӗсене пӗлсе-курса ӑна хаклатпӑр, чыслатпӑр. Кӗтерне патша пекех. Иккӗшӗн ячӗпе чи пысӑк хуласене вӗсен ячӗпе асӑнатпӑр. Нимӗҫ Кӗтерне патшана ырӑ кӑмӑллӑ, ҫемҫе, ҫемьере ӗретлӗ тытнӑ тесе калама майӗ те ҫук теҫҫӗ пӗлекенсем тата.

Йӑван патша, кӳлӗппӗн илсе тӑвас пулсан, мӗнрен кайра ҫак асӑннӑ патшасенчен? Вӑл Раҫҫей патшалӑхне арканма паман, сыхласа хӑварнӑ, вӑйлатнӑ. Тата манас марччӗ донкихотсен Йӑван патша чӑвашсене хӳтте илнине те. Мӗн пӗлетпӗр-ши, тиркекенсем, ун вӑхӑтӗнчи пурнӑҫ тапхӑрне?..

Патшасене асӑннӑ май аса илер-ха хамӑр вӑхӑтрисене. Акӑ Борис патшах мӗнле хӑватлӑ Совет Союзне аркатрӗ, вакларӗҫ патшалӑха Украинӑри тата Белоруссири славян ывӑлӗсемпе вӑрттӑн кавар тытса! Мӗнле пурнӑҫ тӗллевне кӑтартса хӑварчӗ вӑл, кумсене пылпа ҫупа пурӑнма ҫул туса пачӗ мар-и?.

Ҫапах та ун ятне пыльчӑкламаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ хальхисем, ҫум курӑкӗ ахӑрмасть ун палӑкӗ еннелле пыракан сукмак ҫинче… Сисетӗп: ҫак сукмак нихӑҫан та пӗтмӗ, брусчатка вырӑнне ют ҫӗршывран якатса килнӗ гранитпах ҫирӗплетӗҫ. Ют пушмак тӗпӗсем такӑрлатӗҫ пуль малашне…

Мӗн вӑл палӑк? Тӳррӗн каласан вӑл чул купи, якатнӑ чул катӑкӗ е палламан ҫын кӗлетки. Эпӗ хам курман-ха Хаяр Йӑван сӑнарне. Авалхи художниксене те ӗненме хӗн. Сӑмахран Репинӑн паллӑ картинӗ, ашшӗ хӑйӗн ывӑлне вӗлернине ӳкерсе кӑтартни, маҫтӑрӑн такам тӑшман ҫӑварӗнчен илтнӗ сехре хӑппи ҫеҫ.

Палӑк, кунсӑр пуҫне, куракана шухӑшлаттаракан япала. Ун вӑйӗ, сулӑмӗ ҫакӑнта пуль. Ҫакна шута хурса, ман шухӑшпа, Иван патшана этем кӗлеткиллех, ура ҫинче ҫирӗп тӑракан, пӗр аллинче хулӑм туя (е чукмар), тепӗр аллине, сылтӑммине чышкӑласа ҫӳле ҫӗклесе такама юнанине кӑтартмалла пек. Пит-сӑнне хаяррӑн кӑтартмалла! Палӑкне вара умӗпе чӑваш патшалӑх чиновникӗсем пуҫтарӑнса ларнӑ темиҫе хутлӑ ҫурт енне ҫавӑрса лартмалла — ан тив, курччӗр вӗсем чӳречерен кашни кун Хаяр патша юнанине, тытччӑр асӑмра хыснана, халӑх пуянлӑхне упрамаллине. Юнашар сӑнарлӑ ҫӳллӗ юпа та лартсан витӗмлӗрех пулать… Балтай Микуҫӑн хитре юписем кӗскерех, Пӗрремӗш Петӗрӗн пекки кирлӗ!

Ҫын кӗлетки тенӗрен, Сталинпа Лукашенко сӑнӗсем те аптрамаҫҫӗ палӑксенче.

Ман шутпа кун пек палӑксене нумай лартмалла, ҫӗршер, пиншер, умӗпе чиновниксен кӑткӑ йӑвисен еннелле ҫавӑрса. Укҫисем ҫитмесен юписене те пулин лартасчӗ тӗллеттерсе. Гранитран пулмасан та, тимӗр-бетонран тунисене. Чубайс улпут завочӗсем нумай кӑлараҫҫӗ кусене.

Вара, тен Хаяр патша хӑмсарни паянхи йӑваш патшасене усӑллӑрах ӗҫлеме хистӗ: атту паянхисем ҫӳпӗ вӑрҫисенче те чаксах пыраҫҫӗ, ҫӗнтереймеҫҫӗ...

Тепӗр сӗнӳ те пур манӑн ку палӑк пирки: ытах та Шупашкарта вырӑн пулмасан айтӑр-ха лартар пирӗн яла, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялне, вырӑнти сӳннӗ соцкультцентр лапамне. Эх, пырса тулатчӗҫ вара унта туристсем палӑка курма! Пурнӑҫ вӗресе каятчӗ... Халӑхпа калаҫса никӗсне кам укҫапах тӑвӑмчӗ.

…Иртнӗ канашлура сӑмахсене вӗҫленӗ май йӗплесе те илме тиврӗ писатель-поэтсене: пирӗн Раҫҫей шайӗнчи ыйтӑва татса париччен вырӑнти намӑссене пӗтересчӗ вӑй хурсах. Сӑмахран, пуҫласчӗ чӑваш орфографине «ҫӗнӗлетсе» сӑмахсене уйӑрса ҫырмаллинчен, пӗтекен ялсене ҫӑласчӗ, килти ҫӳп-ҫапа уйӑрса тирпейлесчӗ, вырӑсла свалкӑна пӑрахас та марччӗ... Ку пӑтӑрмахсем, чӑваш интеллигенцийӗн, писательсен, халӑх академикӗсемпе депутатсен, правительство тата Чӑваш патшин Михаил Игнатьевӑн намӑсӗ! Вырӑсла, Хаяр Йӑван патша чӗлхипе кӗскен хакласан «позорища…».

…Кирлех паянхи кун асӑннӑ палӑк-юпа Ҫӗмӗрле район администрацин ҫурчӗ умӗнче те.

 

Н.Адер

10.01.2019 ҫ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Микула // 9259.3.8429
2019.01.19 12:53
Катька (катемпи) тенине чăвашсем анкартинче кураксене хăратма кăна лартнă. Йăван вырăнĕ те çавăнтах ,пĕлтерĕшĕ те çавах. Тăсланкă Петĕре ырлани те тĕрĕс мар. Вăл халăхран пуçтаракан налука тăватă хут хăпартнă, сыхланса юлнă чăваш элитине хресчен шайне антарса лартнă. СССР тение аркатаканнисем халĕ те çĕршывпа хуçаланаççĕ. Влаçра пулнисене пĕрине те ырламалли çук. Тĕрлĕрен " тутăх тимĕр" Республикăна пуçтарса килмелле мар. Кама кирлĕ анкартинче "за свой счет" вырнаçтарăр.
Agabazar // 4224.55.6835
2019.01.19 14:08
Agabazar
Иван Мучипе Салтыков-Шедрина çамкисемпе çапăнтарма кирлех мар пулĕ.
Тимĕр Акташ // 3936.76.6861
2019.01.19 23:56
Адёр чăваш ялта Раççей импери никĕсне тума пуçланă Хаяр Йăван, тата СССР империйĕн пуçлăх Сталин - пуçтахсен, пуç касакансен, нумай-нумай çын тискер вĕлерекенсен палăксене лартма сĕнет. Нумай çĕрте те лартма сĕнет. Каялла - империйĕне таврăнасшăн-и? Ирĕклĕх килĕшмест-и? Касаксен хĕçсемшĕн, саламатсемшĕн, нухайккасемшĕн, пăшалсемшĕн, тупăсемшĕн тунсăхлать-и?
Микулай Павловски // 1645.11.4382
2019.01.20 10:01
Хаяр Йӑвана чӑваш ҫӗрне халь кӗртмелле мар..."Хаяр Йӑван"- йӗрке мар: ҫын ҫиен, тискерлӗх, ирсӗрлӗх, шуйтанла импери, ирӗклӗхе кӑклани, йӗркесӗрлӗх. Илсен, арӑмӗсемпе кӑна мӗнле иртӗхнӗ, хӑтланнӑ?.. Лайӑххин тӗслӗхӗ унта нимӗн те ҫук! "Кӗршекен", "йӗрке тӑвакан" тесессӗн - хӑй тунӑ, салатнӑ системӑпах Московине, Мускава кайса ҫапӑҫтӑр.
Микула // 9259.3.8429
2019.01.20 18:16
Кунта тĕп сăмах "опричнина". Куратăр пулĕ самана ăçталла шăвать? Теприсем халăха опричнина вăхăтĕнчи пекех тустарасшăнах пулмалла? Çавăнпах опричнина хуçине чĕртесшĕн ?
Agabazar // 3010.76.0054
2019.01.20 19:47
Agabazar
Хаяр Иван тутарсене яланах чăвашсенчен çÿлерех лартнă. Сăмахран, Симеон Бекбулатович тутара Мускав патши туса хунă. Мĕншĕн Мускав патши пулма чăваша лартман? Сăлтавĕ паллă: тутарсене çÿлерех картнă.
Agabazar // 2648.49.4447
2019.01.23 15:04
Agabazar
Хусан ханлăхне Хаяр Иван аркатни чăн малтанах чăвашсемшĕн пит начар япала пулнă. Чăн малтан чăвашсене начар енчен пырса çапнă çакă.

А тутарсене мĕн? Паллах, чингизидсене айккинелле сирни лайăх япалах мар ĕнтĕ вĕсемшĕн. Çапах та кунта тутарлăх валли те вырăн юлнă. Вырăнти чăвашсем сасартăк тутар пулса тăни те çакнах çирĕплетет. Хансем вăхăтĕнче мар, кайран пулнă япала ку!

Чăвашсем валли вара çĕнĕ системăра нимĕнле вырăн та юлман. Ноль!

Вырăс патшисен влаçĕ пуçлансан Хусан таврашне ытти регионсенчен тутарсем килсе тулнă.
Agabazar // 2648.49.4447
2019.01.23 15:04
Agabazar
Хусан ханлăхне Хаяр Иван аркатни чăн малтанах чăвашсемшĕн пит начар япала пулнă. Чăн малтан чăвашсене начар енчен пырса çапнă çакă.

А тутарсене мĕн? Паллах, чингизидсене айккинелле сирни лайăх япалах мар ĕнтĕ вĕсемшĕн. Çапах та кунта тутарлăх валли те вырăн юлнă. Вырăнти чăвашсем сасартăк тутар пулса тăни те çакнах çирĕплетет. Хансем вăхăтĕнче мар, кайран пулнă япала ку!

Чăвашсем валли вара çĕнĕ системăра нимĕнле вырăн та юлман. Ноль!

Вырăс патшисен влаçĕ пуçлансан Хусан таврашне ытти регионсенчен тутарсем килсе тулнă.
Микула // 9259.3.8429
2019.01.26 18:40
Тупрăм ,Акапасар ,тупрăм тупсăмне. Манса ан кай ,асра тыт. Тархан ят айĕнче камсем "пытаннине" итле. Тархан хучĕсене патшалăх чиновникĕсене тата пысăк усламçăсене панă,ытларах еврейсем тархансем пулнă Хусан ханлăхĕнче. Паллах кайран чылайĕшĕ вĕсенчен чăвашланнă.
Микула // 9259.3.8429
2019.01.26 18:49
Чăннипех, пулчĕ темелле . Акапасар та ăнланнă. Тен пирĕн ытти ăсчахсем те çавна ăнлана пуçлĕç. Паянхи тутарсем Хусан патшалăхĕ çумне аякран кăна ,чăвшсенчен тата çармăссенчен патшалăхĕ "вăйпах тутарлатнисемсĕр " пуçне паллах. Чăвашсене "русско-турецкие " вăрçăсем пуçланнăранпа хытăрах хĕсме пуçланине те ăнланма тен вăхăт ?

Paĝoj: 1, 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj