Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхишӗн кар! тӑма камран тӗслех илмелле?

Аçтахар Плотников18.06.2019 09:3515351 Пурĕ пăхнă

Ӗнер хыпар ҫитрӗ, Ялавӑрта (Чӗмпӗр облаҫӗ) иккен Алексей Ургалкинӑн палӑкне уҫнӑ. Чаплӑ япала — хамӑрӑн паллӑ ҫынсене асра тытма кунашкал бюстсем тем тесен те питӗ кирлӗ. Уйрӑмах вӗсен тӑван ялӗсенче. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ сӑваплӑ ӗҫ туса ирттернӗ, Олег Мустаева ҫакӑншӑн пысӑк тав сӑмахӗ каламалла.

Ҫавах та пӑшӑрханмалли те ҫук мар. Темшӗн бюстӑн постаментӗнчи ҫыпӑҫтарнӑ чул ҫине сӑмахсене вырӑсла кӑна касса хунӑ. Вырӑнти чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырма вӑтаннӑ пуль терӗм те автономи ертӳҫи эп йӑнӑшни пирки каларӗ: «Микула тусӑм, чиновниксемпе ҫапӑҫса халтан кайрӑм ирӗк памарӗҫ. Эпир чӑваш республикинче мар терӗҫ», — хуравларӗ (орфографине сыхласа хӑварнӑ /WhatsApp-па ҫыхӑнса, ҫавна май орфографи ҫине тӑрӑнмасан та юрӗ. Тӗллевӗ кунта — информацие ман пата мӗнле ярса панӑ ҫавӑн пекех сире тивӗҫтересси/ — Авт.).

Чӑн та Чӗмпӗр облаҫӗ Чӑваш Республики мар. Анчах та ку пӗрре те чӑваш чӗлхипе усӑ курма чӑрмав кӳмелле мар пек. Чӑвашла ҫырма чаракан саккун та шыраса тупма ҫук. Анчах тӳре-шарашӑн чӑвашла ҫырасси — табу. Тӗрӗссипе акӑлчан чӗлхи те ӗнтӗ Чӗмпӗр облаҫӗшӗн патшалӑх шайӗнчи чӗлхе мар. Ҫавах та акӑлчанла ҫырсан хӑйпӑтса пеме ыйтмаҫҫӗ-ҫке. «Ан ҫыр акӑлчанла, эс кунта Америкре (е Британире) мар!» — тесе хирӗҫ каламаҫҫӗ-ҫке. Чӑвашли кӑна темшӗн вырӑнтисемшӗн темле тискер кайӑк пек хӑруш япалан туйӑнать.

Паллах, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсене те ӳпкелемелли сахал мар. Ҫине тӑнӑ пулсан, паллах, чӑвашла ҫырсан хирӗҫ пулмӗччӗҫ, хатӗрлесе ҫитернӗ чул хӑмана мӑлатукпа ҫапса ватмӗччӗҫ. Хавшакрах ҫав эпир. Хамӑр халӑх валли тивӗҫлӗ шайра ыйтма пултараймастпӑр. «Юрамасть» тенипех пуҫа усатпӑр.

Ку тӗлӗшпе ман Техасри Ренди Вагнера тӗслӗх пек илсе кӑтартас килет. Вырӑс чӗлхи паянхи кун тӑван халӑхӑмӑршӑн ҫуркуннехи ейӳ шывӗ пекех — тем калӑпӑшлӑскер хӑй умӗнчи мӗн пур япалана хуҫать, ҫӗмӗрет. Хайхи Ренди умӗнче те ҫавнашкал пысӑк хуйхӑ тухса тӑнӑ — иккен вӑйлӑ шыв анать, ейӳ вара ҫурта пысӑк сиен кӳме пултарать.

Ҫавах та Ренди аллине усман — вӑл хӑйӗн ҫуртне шыв илесрен хӳтӗлеме пуҫланӑ, дамба ӑсталанӑ. Ҫак ӗҫе тума вӑл 8 300$ пӗтернӗ. Паллах, ку пысӑк укҫа. Кӳршисем те унашкал тӑкака сӑнанӑ май Ренди ҫине пӑхса лӗх-лӗх кулнӑ кӑна. Ҫавах та ӗҫ харама кайман: чӑн та шыв хӑпарнӑ, ейӗве кайнӑ. Пӗртен-пӗр Ренди ҫурчӗ кӑна сыхланса юлнӑ. Ҫапла май ҫурт хуҫи 150 пин тӑкак кӳрес вырӑнне 8 пинпе ҫеҫ ҫырлахма пултарнӑ.

Пирӗн те Ренди ӗҫне тӗслӗх пек илсе хамӑр тӑван халӑхшӑн пӗтӗм вӑя хумалла. Культурӑна ҫӗклемелле, тӑван чӗлхешӗн кар! тӑмалла. Ӗҫлесен — пулать. «Пирӗнтен пулмасть, эпир ҫавах вырӑсланатпӑр...» — тесе ал сулсан ҫеҫ нимӗн те тухмасть. Кӗрешес пулать. Паллах, «чӑвашла ҫырма Чӑваш Республикине кайӑр» текенсемпе «ҫапӑҫма» йывӑр. Анчах та «Куҫ хӑрать те ал тӑвать» текен ваттисен сӑмахне асра тытсан кӗрешӳ пӗрре те йывӑр маррине ӑнкарса илме пулать. Ӗҫлемелле ҫеҫ.

Ренди пеккисем пирӗн хушӑра ҫук тетӗр-и? Пур! Ак, калӑпӑр, Юрий Виноградовах илес. Леш, хайхи, уйрӑм ҫырас текенсен авангардра пыракан чӗлхеҫӗ. Пӗрре шутлатӑп та мӗнле чӑтать-ши? текен ыйту та ҫуралать. Леонид Андреев-Лесник, Виталий Станьял йышшисем уйрӑм ҫырассине хирӗҫ миҫе кӑна ҫыру шӑрҫаламарӗҫ пуль. Чӑваш чӗлхин орфографине йӗркене кӗртме тунӑ комиссире те сахал мар «патак ҫирӗ» Юрий Михайлович. Ҫавах та хӑйӗн позицинчен пӗрре те чакмасть, уйрӑм ҫыртарас тӗлӗшпе майсем тупать. Маттур! Ренди шайӗнчи тӗслӗх илмелли ҫын!

 

Сӑнсене Олег Мустаев ярса панӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2019.06.20 09:12
Хисеплĕ Плотников! Тĕслĕх мар, татулăх, туслăх пирвай кирлĕ халăх хушшинче. Сайи çинче ларакансем те пĕр-пĕрне путарма тăрăшса, тăрăхласа лараççĕ. Ку чухне пин тĕслĕх те пулăшас çук. Хăшĕ пур сайт çинче чăнласа чăваш чĕлхишĕн тăрăшакан? Убасси? "Нарспи" поэмăна йĕркен шĕкĕлчесе йăнăшсем,çука шыраса лараканскер. Мĕншĕн Гамлета, Фауста унашкал шĕкĕлчемеççĕ? Мĕншĕн тесен хăйсем авторсем çырма пултараççĕ, кунта вара иртнине пăхса чавса таран çанăсене тавăрса чаваланаççĕ, авалтанах каланă: иртнине пăхăтăн - шлепкÿне сыр, малалла пăхатăн - çанусене тавăр. Анчах та чăвашсем сайт çинче пĕтĕмпе кутăнла туса пыраççĕ, çавăнпа та Пăлхар вĕçертрĕç те алăран. Хăть мĕнле халĕ кăшкăр Кăврат е ытти патшасем çинчен, пĕтĕм тĕнчипе Пăлхар тутарсемпе тачă çыхăннă. Тутарсем чĕлхе пирки те аван ĕçлеççĕ, туслă. Туслăх пĕрремĕш вырăнта пулма тивĕç, вара пурте пулать. Тата ман шутпа енчен те сайт хăйне наукăпа çыхăннă тесе йышăнсан, тĕрлĕ Акапасар, Сÿрепасар никсем пулмалла мар, енчен те хăйне этем этем тесе йышăнать, ячĕсене çырмалла. Халĕ вара хÿме хыçĕнчен ларнă евĕр лараççĕ сайт çинче
2019.06.20 12:35
Аçтахар Плотников
Виноградова эп мӗншӗн тӗслӗхе лартни пирки ӑнланмалла ӗнтӗ: парӑнманнишӗн. Орфографи правилисене хатӗрленишӗн мар. Шӑп та лӑп парӑнманнишӗн.
Базиль Кириллов // 4227.95.5826
2019.06.20 15:47
Кутӑнланнипе парӑнманнине пӑтратма кирлез-ши?
Agabazar // 2455.48.9579
2019.06.20 19:39
Agabazar
Виноградовра мĕн "парăнманлăхĕ" пур унта?
Иван Андреев пуçарăвĕпе тунă япаласене пропогандăлать — çавă кăна.
"Парăнас" пулсан ун мĕн тумалла-ши? Икĕ аллине çÿлелле тăратса "стаюçç!!!" темелле-ши?
А кама пит кирлĕ вăл апла хăтланни???
Виноградов вăл хальхи вăхăтра нимле пысăк наччальник те мар. Вăл — пирĕн пек ахаль çынах. Вăл парăнни-парăнманнинче нимле пĕлтерĕш те çук.
2019.06.21 12:28
Аçтахар Плотников
«Кутӑнланни» пулсан та ҫавах та ман шутпа чӑваш чӗлхине хӳӗленӗ чухне тӗслӗх илме тивӗҫлӗ япала. //ҫавах та ун ӗҫне сӑнанӑ май эп унра ытларах парӑнманлӑха куратӑп. Эпир вӗт-ха ытларах чухне, «эх, пулмарӗ» тесе ал сулатпӑр та ӗҫӗ пӗтрӗ. Вӑл вара апла мар.
Леонид Андреев-Лесника та ҫав шаях лартас килет. Парӑнмасть ҫын. Кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларать, ҫыру хыҫҫӑн ҫыру ҫырать.
Базиль Кириллов // 4227.95.5826
2019.06.21 14:53
Тӗрӗссипе каласан, ӑна филолог тесе калама та йывӑр: ҫур ҫӗр, пуҫ хӗрлӗ, утмӑл турат, тем те пӗр тата ытти сӑмахсене капла ҫырма темле шӑнса хытнӑ пуҫ кирлӗ. Темле ӳкӗтлесен те вӑл хӑйӗннех перет. Хӑшӗсен шухӑшӗпе, ҫакӑ ӗнтӗ паттӑрлӑх.
Agabazar // 6712.8.1399
2019.06.21 16:29
Agabazar
Виноградов мĕн каланипе ним те улшăнмасть.
Хуть те мĕн каласан та — халь ĕнтĕ пурпĕрех.
Ак, калăпăр, Акапасар: <<Сывă пултăр Путин, мухтав Путина!>> — теме пултарĕ. Вара — мĕн улшăнать?
Акапасар мар кунашкал япаласене сĕтĕрме пултараяканни.

Çавăн пекех халь тин Виноградов та нимĕн улăштарма пултараймасть. Пушали кăшкăртăр!
2019.06.21 19:18
Аçтахар Плотников
«Виноградов мĕн каланипе ним те улшăнмасть.»
Шел те апла мар ҫав. Орфографи словарьне вӑл хатӗрлет. Кун ячӗсене тата «вунпӗр», «вуниккӗ»-сене орфографи айкомиссийӗ пӗрле ҫырма йышӑнчӗ пулсан та халӗ те ҫак словарьте вӗсене уйрӑм ҫыртарасшӑн тет. Парӑнасшӑн мар. :( Ҫавах кӗҫех орфографи словарьне ҫирӗплетӗҫ пулас — курӑпӑр мӗн йышӑннине...
Agabazar // 3706.30.5859
2019.06.21 21:13
Agabazar
Виноградов Айкомисси мĕн каланисене хăлхана чикме пĕтĕм халăх умĕнче сăмах панă.
Малай // 2812.20.0669
2019.06.22 10:58
Ăслă çын иккĕленет, тăнкăри яланах хăйне тĕрĕс тесе шутлать, пуçсăр ашак пек кутăнлашать.Вино Градовпа Петр Яккусене, Леонтьевсене мĕн чухлĕ ăслă, авторитетлă, чĕлхене Вино Градовсенчен çĕр лайăхрах чухлакансем (Станьял,
Юрий Артемьев, Денис Гордеев, ыттисем) çĕнĕ орфографин киревсēрлĕхĕ пирки ĕнентерме тăрăшса пăхрĕç - пулмарĕ.Вино Градов эшкерĕ шухăшласа пăхас та темерĕ.Неуштă хăвна çапла пуринчен ăслăрах теме пулать?

Paĝoj: 1, 2, [3], 4, 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj