 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Базиль Кириллов // 4227.95.5826 2019.06.18 16:33 | |
| Тупнӑ камран тӗслӗх илмеллине. Намӑс хӑмине кӑна тивӗҫлӗ вӑл. Ырӑпа мар, намӑспа чӑваш историне кӗрет! | |
| Станьял // 7797-9392 2019.06.18 19:03 | |
|    Ялавăртан шкулти ман учитель Тимофей  Малышев, хастар тусăмсем пулнă Иван Кирюшкин журналист, Петр Ургалкин художник, Петр  Маркин писатель.. Алексей Ургалкина чыслани 
 питĕ сăваплă ĕç. Тав, мухтав пуçаруçисене. Çак чаплă ял куç умĕнчех вырăсланчĕ - орфографие пăтратнипе тарăхса та шкулта чăвашла вĕрентме пăрахрĕç. Аççтахар, Статьян юлаши пассажне, Техас мăриканĕпе Иçĕмçырли Лалене танлаштарнине, памфлет тесе йышăнтăм. Сорос программипе пурăнса тăван чĕлхене сутакансене халăх сивлерĕ,вĕсене хăйсен ушкăнĕ çеç мухтама пултарать. Эсĕ те çав йышра=мĕн Пĕлменччĕ... Тĕрĕслĕх вуçех пĕтрĕ-им? | |
| Agabazar // 2548.64.0489 2019.06.18 19:41 | |
|  | Чăваш сăмахĕсĕр палăк — пит кирлех те мар. Кунашкал япаларан уссинчен ытла сиенĕ...
 Мĕне вĕрентет кунашкал палăк? Чăваш культуришĕн тар кăларса ĕçле — сан валли пурпĕрех чăваш сăмахĕ тивĕçес çук. Акă мĕнешкел кунта "мораль". Каламасăрах паллă — тĕнчери чи пысăк чăваш ялĕсенчен пĕринче, Ялавăрта, шкулта та чăваш чĕлхине вĕрентмеççĕ ĕнтĕ . Вĕрентме те шутламаççĕ. Ÿпкелеме пуçласанах — халăх кăмăлĕ çавнашкал тесе сÿпĕлтетеççĕ. Ман шутпа ку палăка сÿтсе музее ăсатмалла та — ун вырăнне чăваш сăмахĕллине лартмалла. Çĕнĕрен. Апла тумасан ку мăшкăл япала пек çеç юлать. | 
| Agabazar // 2548.64.0489 2019.06.18 19:54 | |
|  | Ытти енĕпе те палăк пысăк ÿпкевлĕ.
 Акă "выдающийся деятель чувашской культуры" тенĕ. Мĕне пĕлтерет ку??? Мĕн енĕпе чапа тухнă Алексей Ургалкин? Сĕрмекупăс каласа-и е гобой каласа? Тен, вăл, опера юрăçи пулнă? Ташлассипе маттура тухнă-ши Махмуд Эсембаев пек? Е балетра ташланă-ши? Çапса пăрахсан та пĕлейместĕн палăк çинче мĕн çырнине вырăсла вуласа Алексей Ургалкин мĕн енĕпе палăрнине... Пĕлейместĕн — и фçо! | 
| Алибасов // 2127.59.0507 2019.06.18 22:06 | |
| Тӗрӗс пуплет Акапасар. Акӑлчан чӗлхи кашни хӳме ҫинчен кӑшкӑрать, кунта вара шовинистсен эшкерӗ халӑх чӗлхине путарать. Чӑтмалла! Хӑҫанччен?
 Раҫҫей патшалӑхӗ вара Украинӑра вырӑс тата ытти халӑхсен чӗлхисенене хӗснине ООНра хӳтӗлет. Икӗпитлӗх! ("Икӗ питлӗх" мар! Ку Исаевпа Виноградов валли!). | |
| Agabazar // 2548.64.0489 2019.06.18 22:30 | |
|  | СССР Халăх артисчĕ Алексей Константинович Ургалкин мĕн ĕмĕр тăршшĕпех К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш театрĕнче драма актёрĕ пулса ĕçленĕ. (Çамрăк чухне Магнитогорскинче тата çарта театтăр ĕçĕпе аппаланнине шута илмесен).
 Кунта Олег Мустаева хурлама хăтланакансем пур. Тен тĕрĕссипех хурлаççĕ пуль. Анчах та çакна шута илмелле — тĕнчери чи пысăк чăваш ялĕсенчен пĕри Ялавăр куç умĕнчех вырăсланса тăнинче унăн айăпĕ çук. Чĕмпĕр облаçĕнчи Синкĕл районĕнчи Ялавăр ялне вырăслатса хураканни Олег Мустаев мар. Илтрĕр-и Станьял сăмахне: <<Çак чаплă ял куç умĕнчех вырăсланчĕ>>. | 
| Кирилле // 7671.4.7342 2019.06.19 13:05 | |
| Паллах, ырӑ ӗҫ тӑвакана тапӑнса, айккинчен ним тумасӑр тиркесе, кӑлтӑксем шыраса тӑма лайӑх. Пирӗн Чӑваш Республикинче палӑксем, ял ячӗсене ҫырнисем веҫех чӑвашла-им-ха? Эсир хӑвӑр та, нумайӑшӗн ачисем те чӑвашла калаҫмастӑр. Чӑваш Енре чӑвашлӑхшӑн кӗрешӗр! Паттӑрсем!Республика вырӑсланать. Сире таҫти аякри тахҫан чӑваш ялӗ пулнӑ ялта палӑк ҫине вырӑсла ҫырни кансӗрлет иккен. Мӗскӗнсем. Сӑмса айӗнчине курмастӑр. Чӑваш ялӗсенчи ача сачӗсенче вырӑсла ачасемпе калаҫаҫҫӗ. Эсир Палӑка тапӑнатӑр. Вырӑсла ҫырнӑ пулсан ҫапла кирлӗ. Чӑваш Республики мар вӑл,  вырӑссем унта.  | |
| Кирилле // 7671.4.7342 2019.06.19 13:09 | |
| Тӗрӗслӗхрен хӑратӑр, ҫавӑнпа пичетлеместӗр | |
| Agabazar // 3661.3.6015 2019.06.19 14:00 | |
|  | Акăлчан чĕлхи пирки Акапасар кунта ним те каламан вара. | 
