Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Аркадий Русаков: Авалтан килнӗ этнос ячӗ

Аркадий Русаков09.03.2020 18:5111517 Пурĕ пăхнă

Эпир час-часах чӑваш халӑхӗн «чӑваш» текен этнос ячӗ хӑҫан пулса кайни ҫинчен калаҫатпӑр. Тата мӗншӗн-ха Атӑл тӑрӑхӗнчи пӑлхар халӑхӗн этнонимӗ Хусан ханлӑхӗ вӑхӑтӗнче «чӑваш» этнонимпа улшӑнни ҫинчен е кун пек улшӑну пулман та-ши, текен ыйту та нумай ҫынна канӑҫ памасть. 19 ӗмӗр вӗҫӗнче – 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пурӑннӑ Н.И.Ашмарин паллӑ историк-тюрколог авалхи пӑлхарсене ҫак «пӑлхар» ятпа ытти халӑхсем чӗннӗ, пӑлхарсем хӑйсене хӑйсем «чӑвашсем» тени ҫинчен каланине нумайӑшӗ пӗлетпӗр. Урӑхла каласан, ӑсчах ҫырнӑ тӑрӑх, ҫакна ӑнланмалла: 10-мӗш ӗмӗрте мӑсӑльман тӗнне йышӑннӑ пӑлхарсемпе кунта 13 ӗмӗрте килнӗ монгол-тутарсем тата кипчаксем 13–15 ӗмӗрсенче пӗр тутар этносне пӗрлешнӗрен, 10-мӗш ӗмӗрте мӑсӑльман тӗнне йышӑнман, хӑйсен тӑван чӗлхине ҫухатман пӑлхарсене 15 ӗмӗрте вӗсен авалтан килекен ячӗпе ҫӗнӗрен «чӑваш» тесе палӑртма тытӑннӑ иккен.

Н.И. Ашмарин каланипе тавлашма май ҫук, мӗншӗн тесен, «чӑваш» текен этнос терминӗ Хусан ханлӑхӗ тата Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ умӗнхи вӑхӑтсенчех пулни ҫинчен нумай истори факчӗсем калаҫҫӗ. Сӑмахран, авалхи Аслӑ Арменире ытти провинцисемпе пӗрле «Чувашрот» е «Чӑваш ӑрачӗ» провинци пулнӑ. Урӑхла каласан, пирӗн мӑн асаттесен пӗр пысӑк пайӗ авал Арменире те пурӑннӑ, вӗсене «чӑвашсем» тесе чӗннӗ. Чӑвашсем авал Кавказра пурӑнни ҫинчен чӑваш халӑх легендисем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Тата тепӗр истори фактчӗ: 12 ӗмӗр вӗҫӗнче – 13 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пурӑннӑ Ибн-эль-Асир араб историкӗ ҫырнӑ тӑрӑх, 1221 ҫулта тапӑнса кӗнӗ монгол-тутарсене хирӗҫ тухнӑ Араб халифачӗн ҫарӗнче 800 чӑваш юланутҫи те пулнӑ. Ку факт «чӑваш» этнос терминӗ 13- ӗмӗртех — монгол-тутарсем тапӑннӑ вӑхӑтрах пулни ҫинчен калать.

Нумай вырӑс тата ытти ҫӗршывсенчи историк-ӑсчахсем, чӑвашсем — ҫӗр ҫинчи чи авалхи нумай мар халӑхсенчен пӗри, тесе шутлаҫҫӗ. Ҫапла калакан ӑсчахсен хушамачӗсене ҫырса тӑмастӑп: вӗсен списокӗ ҫеҫ пӗр страницӑна ҫеҫ мар тултарма пултарӗ. Ӑсчахсем ҫырнине шута илсе, чӑваш халӑх историне авалтан пуҫласа паянхи кунччен ҫапла тапхӑрсемпе палӑртма юрать:

  • Чӑваш халӑхӗн авалхи Египетпа тата Шумерпа ҫыхӑннӑ тапхӑрӗ,
  • Шумер патшалӑхӗ саланнӑ хыҫҫӑнхи ӗмӗрсенчи Шубаши (Субарту) патшалӑхӗпе тата пирӗн эрӑчченхи 13–11-мӗш ӗмӗрсенчи Ассирипе ҫыхӑннӑ тапхӑр,
  • Кивӗ эрӑн пӗрремӗш пинҫуллӑхӗнчи Вӑтам Азире тата гуннсен Ҫӗршывӗн Китай енчи чиккинче вырнаҫнӑ Чеши (китайла — Чашшар, Субейси) патшалӑхӗнче авалхи чӑвашсем пурӑннӑ тапхӑр,
  • Ҫӗнӗ эрӑн пуҫламӑш ӗмӗрӗсенче гуннсемпе пӑлхарсен Европӑра пурӑннӑ тата Аттила патшан импери тапхӑрӗ,
  • Пӑлхарсемпе сӑварсен Кӑнтӑр-тухӑҫ Европӑра вырнаҫнӑ Аслӑ Пӑлхар тата Вӑтам Атӑл ҫинче вырнаҫнӑ Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗсен 13-мӗш ӗмӗрчченхи тапхӑрӗ,
  • Монгол-тутарсем 13-мӗш ӗмӗрте тапӑнса кӗнӗ хыҫҫӑнхи пӑлхар-чӑвашсем Ылттӑн Уртара, Хусан ханлӑхӗнче пурӑннӑ, паян Российӑра пурӑнакан тапхӑр.

Истори факчӗсем ҫак кӑтартнӑ кашни тапхӑртах «чӑваш» этнос ячӗ пулни ҫинчен калаҫҫӗ. М.А.Эшби Инди теологӗ, философи докторӗ каланӑ тӑрӑх, авалхи Египетра лотос чечекӗ тӗнчене ҫутӑ паракан ирхи шурӑмпуҫ символӗ пулнӑ; «лотос» — авалхи египетла — «шаваш». Исихий пӗлтернӗ тӑрӑх, Моисейӗн несӗлӗсем пулакан авалхи кимерсен (шумерсем), египетсен (волхорсем) тата савроматсен вӗсене пӗрлештерекен «чӑваш» ячӗ пулнӑ. Г. Кеннаман каланипе, «волхор» сӑмах «пӑлхар» сӑмахпа пӗр килет. А.В.Изоркин чӑваш халӑхӗн ятне шумер-аккад мифологийӗнчи Шаваш ятлӑ вӑрҫӑ туррин ячӗпе ҫыхӑнтарать. Н.Я.Марр каланӑ тӑрӑх, «чӑваш» сӑмах темиҫе пин ҫул каяллах Шумерта «сувар» — «сувас» — «шубаш», «чӑваш» улшӑнусем урлӑ пулса кайнӑ. Г.П.Егоров «чӑваш» сӑмахӑн тупсӑмне Шумерти Чашшар патшалӑхӗнчи чеш халӑхӗпе ҫыхӑнтарать: унӑн шухӑшӗпе «чӑваш» этнос ячӗ историлле улшӑннӑ «чеш» сӑмахӗ пулса тухать.

Пирӗн эрӑчченхи 13–11 ӗмӗрсенче Ассири патшисем хӑйсен ҫӗршывне субарсен-шубарсен-шубашсен патшалӑхӗ тенӗ. Пирӗн эрӑчченхи 11 ӗмӗрте Ассирие арамей-семитсем тапӑнса кӗнӗ. Ҫавна пула шубашсем-чӑвашсем, кӳршӗ гути тата хуррит йӑхӗсемпе пӗрлешсе, тухӑҫалла — Вӑтам Ази еннелле, каярахпа — Тӗп Азие тата Алтая кайнӑ. Тӗп Азире вӗсем гуннсен ҫӗршывӗнче (державинче) Чашшар (китайла — Шубаши, Субейси) патшалӑхне йӗркелесе пурӑннӑ. Асӑрхӑр: «ҫӗршыв» тата «держава» сӑмахсем пӗр пек илтӗнеҫҫӗ. Нумай ӑсчахсем «держава» сӑмах вырӑсла «держать» сӑмахран мар — чӑвашла «ҫӗршыв» сӑмахран тухнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Тухӑҫалла кайнӑ чӑвашсен пӗр пайӗ Кавказри авалхи Арменире Чӑваш ӑрачӗ (Чувашрот) провинцире пурӑнни ҫинчен каларӑм ӗнтӗ. Ассирире тӑрса юлнӑ шубашсем (чӑвашсем) каярахпа семитсемпе пӗр халӑха хутшӑнса кайнӑ. Ҫавӑнпа паянхи еврейпе чӑваш чӗлхисенче пӗр пек сӑмахсем питӗ нумай. В.В.Николаев тата В.Ф.Каховский «чӑваш» этнос ячӗ Чашшар патшалӑхӗнчи чеш халӑхӗн ячӗнчен улшӑнса пулнӑ, тесе ӑнлантараҫҫӗ.

Илсе кӑтартнӑ истори факчӗсем, ҫемҫен каласан, уйрӑм «инкек-ӑсчахсем» пирӗн халӑхӑн ячӗ «йӑваш» сӑмахран тухса кайнӑ тесе калакан «теорие» тӑрӑ шыв ҫине кӑлараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем ҫакӑн пек каланине вӗсем чӑваш халӑхӗнчен тӑрӑхласа кулни вырӑнне ҫеҫ хурас пулать. Тата ҫынран мӑшкӑлласа кулма юратнине пула флот службинчен кайма тивнӗ В.И.Даль, чӑваш халӑхӗнчен кулса, «чӑваш» сӑмах сысна ҫинчен калакан «чушка» сӑмахран пулса кайнӑ тени те аса килет. Сӑмаха май В.И. Даль ҫинчен каласан, вӑл чӗвашсем ҫине темшӗн питӗ кӳреннӗ пулас: А.С.Пушкин хӑйӗн тӗрлӗ ӗҫӗсенче чӑвашсене мухтаса ҫырнӑ вӑхӑтрах, В.И.Даль хӑйӗн вырӑс словарӗнче «народ» сӑмаха ӑнлантарнӑ чухне, чӑвашсем ҫинчен: «чуваши — народишко плохой» тесе ҫырать.

Анчах, ҫак куна ҫитсе, хамӑртан ҫынна мӑшкӑлласа култармӑпӑр ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен, ‚чӑваш“ сӑмах нимле ‚чушка“ сӑмахран та, «йӑваш» сӑмахран та пулса кайма пултарайманни ухмахшӑн та паллӑ. Пирӗн халӑха палӑртакан «чӑваш» этнос ячӗ хӑҫан тата ӑҫтан пулса кайни ҫинчен сумлӑ ӑсчахсем ҫырнине илсе кӑтартрӑм, мӗншӗн тесен. Ҫавӑнпа: «Сирӗн халӑхӑрӑн ячӗ «йӑваш» е «чушка» сӑмахран пулса кайнӑ» — текенсене тивӗҫлӗ хуравлама пӗлетпӗр. Тата пирӗн халӑх ӗлӗк йӑваш пулманнине кӑтартакан паянхи Евразийӗн тӗрлӗ ҫӗрӗсенче анлӑ сарӑлнӑ «чӑваш» сӑмахран тухса кайнӑ топонимсене те аса илтерме пултаратпӑр. Мӗншӗн тесен, йӑваш та хӑюсӑр халӑхӑн ҫыннисем, тӗнче касса, тӑван халӑхӗн ятне тӗрлӗ ҫӗрти топонимсенче хӑварса ҫӳреймеҫҫӗ. Темиҫе тӗслӗх ҫеҫ илсе кӑтартасшӑн: Пушкӑртстанри Баймак районӗн Кусей ялӗ ҫывӑхӗнчи Чуваштау тӑвӗ, Ишимбай районӗнчи Чувашка ҫырми, Зилаир районӗнчи Чувашленок ҫырми, Красноярск крайӗн кӑнтӑр енче юхакан Чувашка ятлӑ ҫырма, Челябинск облаҫӗнчи Златоуст хулинче Ай юханшывне юхса кӗрекен Чувашка ҫырми, Челябинск облаҫӗнчи Ай ҫырмин сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ Чӑваш тӑвӗ, Челепи облаҫӗн Кусинск районӗнчи Чӑваш ҫеҫенхирӗ, Ермак-Тукмак Ҫӗпӗр тутарӗсене парӑнтарнӑ Тӑпӑлпа Иртыш пӗрлешнӗ ҫӗрти Чӑваш сӑмсахӗ тата ытти те......

Хисеплӗ М.Н.Юхма пӗр-пӗринчен инҫетре вырнаҫнӑ пысӑк хуласен чӑвашла ячӗсем пуррине кӑтартать: Иерусалим — Мӗрселин, Варшава — Аршшав, Киев — Кӗйӳ, Москва — Мускав, Стамбул — Ӑстампул, Кострома — Хустӑрма, Кемерово — Кӗмӗр, Ярославль — Ярӑслав, Владимир — Улатимӗр, Нижний Новгород — Чулхула, Астрахань — Аҫтӑрхан, Пермь — Пирӗм, Казань — Хусан, Уфа — Ӗпхӳ, Царьград — Чархула, Саратов — Сарӑту, Санкт-Петербург — Питӗр, Оренбург — Эрӗнпур ... Хушса эпӗ те, Пушкӑртстанри Стерлитамак чӑвашла — Ҫтерлӗ, Мелеуз — Мелевӗс, Кумертау — Кӗмертав (редакци: Кӗмерту пулмалла ӗнтӗ) пулни ҫинчен каласшӑн. Илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсем чӑвашсем мӗн ӗлӗкренех Евразири нумай-нумай хуласем ҫинчен пӗлни, вӗсенче пулни ҫинчен калаҫҫӗ, вӗсем авалтанах хӑюллӑ халӑх пулнине кӑтартаҫҫӗ.

Ҫырнине пӗтӗмлетсе, «чӑваш» этнос ячӗ, «пӑлхар», «сӑвар», «гунн» сӑмахсем пекех, питӗ авалхи тата Евразире питӗ анлӑ сарӑлнӑ сӑмах пулни ҫинчен каласшӑн. Урӑхла каласан, «чӑваш» этнос ячӗ Хусан ханлӑхӗ тапхӑрӗнчен чылай-чылай, темиҫе пин ҫул маларах тӗнчере пулнӑ. И. Вантер- Комиссаров та: «Чӑваш» — питӗ авалхи сӑмах» — тесе калани ҫакнах ҫирӗплетет.

 

А. Русаков, Пушкӑртстан.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Микула // 9259.3.8429
2020.03.10 19:51
Академик тенисене паллах шутламастӑп,уйрӑмах союзӗн пуҫлӑхӗсене? Ыттисем питӗ аван ӑнланаҫҫӗ,вӗренни мар ытларах ӑнланни кирлине те чухлаймастӑн Акапасар- мучи-академик. Такштӑ тирӗк тӗпӗ кӑна сан валли кунта. Микула хыҫҫӑн сӗрепепе шырасан та пулли Акапасар валли ҫок.
Agabazar // 2053.26.5752
2020.03.10 22:16
Agabazar
Тĕнчере нимĕнле <<Николай Мефодьев версийĕ>> те çук. Наука унашкал япалана пĕлмест.

Енчен те сан пит верси çуратас килсен, кай пĕр-пĕр тĕпчев институтне е аслă шкула.

Кăтарт прахвиссарсене хăвăн сĕнĕвне.

Вĕсем сана рецензисем çырса парĕç. Çав рецензисене пух-та — ăслăлăх журналĕн редакцине вĕçтер.

Тен, пичетлесе кăларĕç. Тен, пичетлесе кăлармĕç. Пĕлместĕп.

Анчах та, — пичетлесе кăларсан та, — ку верси çуралнине пĕлтермест-ха пурпĕрех.

Сан хайлавна ăславçăсем луппă витĕр пăхса шĕкĕлчĕç. Ырлĕç е хурлĕç.

Пичетленсе тухсанах çырмана кайса пеме те пултараççĕ.

Хатĕр-и эс çакнашкал çула утса тухма?

Утса тух, енчен те хăвăн версипе мухтанас килет пулсан!!!
Agabazar // 4283.95.5761
2020.03.11 15:29
Agabazar
Тепĕр «телейсĕр Гений» е «йышăнман Улăп» килсе çакланчĕ пулмалла. Хе-хе-хе!
Микула // 9259.3.8429
2020.03.11 18:43
Хӑвӑнтан кулан ,Акапасар,хӑвӑнтан. Микула сан пек суя "акдемик" те пулин пулас темеҫ. Микулана нимӗнле "рецензи" те кирлӗ мар. Прахфисӑрсен ырлани те хурлани те. Историк дипломӗ пурри те ҫитет. Паян кун официальный историне "наука" теме йӑвӑртарах. Яланхи пекех "служивыйсем" хушнине кӑна ҫыркалаҫҫӗ.
Ҫынна питех те курайманни пулас Акапасар,яланах ӑҫтан та пуллин ҫыртма кӑна хӑтланать. Микула " мухтанма " ҫырать ун шухӑшпе. Эй мӑнтарӑн ҫынни, "академик " тата " ертӳҫисенчен" пӗрри. Микула ҫырни те калани те паян пулмасан та ыран та пуллин кирлех пулӗ тетӗп. Ача сачӗсем пирки те манма памастӑп,чӑваш ят пирки суйма сан пеккисене йӑвӑртарах пулӗ.
Agabazar // 8387.6.0859
2020.03.12 05:18
Agabazar
Микуласем аккачемĕк те прахвиссăр пулса тăрассинчен — Тур сыхлатăр!

Анчах та вĕсем аккачемĕк те прахвиссăр пулса тăмасăрах пире пуçран шăла-шăла вĕрентни, ăс пама хăтланни — каллех йĕркеллĕ мар.

Ав, прахвиссăр та ааакчемĕк мар тет хайне, çапах "официальнăй истори" пирки сÿпĕлтетме вăтанмасть. Малтан "официальнăй истори" çуллĕшне çити çитĕн-ха, вара калаçăпăр.

Пăшал йăтса хурала çÿрекенсемпе кун пирки мĕн калаçмалли пур? Хураллани — аван. Анчах вăл "историк" ĕçĕ мар.

Пĕрре "историк" пулнипе мухтанать, Унтан хайех сав историе каçса кайса хурлам пекки тăвать. Сылтăм ури сулахай ури ăçталла утассине пĕлмест.

"Истори" начар пулсан мĕн каппайланан ху "историк" пулнипе?? Апла-тăк сан историе мар, микробиологие е хуралçă ĕçне вĕренме каймалла пулнă!

Е, калăпăр, санран пит аван фрезеровщик пулма пултарнă. Е тата, калăпăр, генилле ветеринар.... Вара ун чух эс каллех <<официаллă ветеринарипе>> çапăçнă пулăттăн-и?
vasilij.rozov.1944 // 2401.00.0291
2020.03.12 10:57
Ерничаешь ,акапасар! Намăс мар и сана вăрланă ятпа усă курса пыльчăкпа варалама ырă çынсене? шалчи тулассинчен те хăрамастан -и? вăхăт çитсен пур япала та уçăлать
Agabazar // 2577.64.0227
2020.03.12 13:21
Agabazar
Ан павра.
Конкретикăран пуçла.

Пĕрремĕш пункт: Сана çаканашкал Микулсем аккачемĕк тата проахвиссар пулса тăрасси хăратать е савăнтарать?

Иккĕмĕш пункт. Микуласем пире çамкаран кашăкпа шакка-шакка вĕренем пекки туни хăратать е савăнтарать?

Виççĕмĕш пункт.....


Вăт çапла!

Сăмах май каласан, чăваш чĕлхинче "ёрничать" япала çук.

"Суя ят" пирки анрашма пуçлани хăйĕх кăтартса парать çын кунта еплерех камантăран килсе декнине. Лакмус хучĕ пек! Ахаль çынна унашкал япаласем пачах та интереслентермеççĕ.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.12 13:46
Акапасар, академик пулсан та пурте ӑнланмаллине ӑнкӑраймаҫ. Влаҫ улшӑнсан пирӗн яланах историне те улштараҫҫӗ. Официальная история тени вӑл ялан влаҫ айне кӗрсе выртать. Ҫавӑнпа та официальный тени наукӑпа пур чухне те килӗштермеҫ. Тӗслӗхрен. Служивый официальный историксем чӑвашсем хӑйсен ирӗкпе тата ыйтса кӗнӗ тесе ҫырнӑ, прахфисӑр пулас тенӗ ӗнте . Чӑннипех наука енчен пӑхсан, ултавпа тата вӑйпа ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ. Ӑнланмалла,Акапасар,э каллех урамари кураксене шутласа ларан ?
Agabazar // 2577.64.0227
2020.03.12 14:07
Agabazar
Вăт-вăт, малтан аккачемĕк шайне çит-ха, вара аккачемĕксене хак пама пуçлан.

Халлĕхе вара эс пире склада йăпшăнса кĕнĕ вăрра еплерех кап! ярса тытмалли тĕлĕшпе çеç вĕрентме пултаран.

Паллах, вăл та кирлĕ. Анчах та ку — урăх ĕç.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.12 15:10
Ан ӳтеха,Акапасар. Темле ӗҫ пулсан та мӗн пӗчӗкренех ӗҫне аван тума хӑнӑхмалла. Шкулта чухнех ,ачасем ӑнланмасан,Микула ӑнлантарса пар тетчӗҫ вӗрентекенӗсем. Тахҫанах, Атте раттинче ҫынна сиплекенсем те пулнӑ,Анне раттинче те виҫшер вӑрҫӑ витӗр чӗрӗ-сывӑ тухма пултарансем чылайӑн. Суту-илю туса тӑвансем Хусана та ҫитне революциччен. Кукамай та , "Тӳр Анни" тесе калана, ватӑ пулсан та,тӑхӑрвуннӑран иртсен те,пӗтӗмпех астӑватчӗ. Ун чухлӗ паянхи "академиксем " те пӗлес ҫук. Вӗтелнӗ,Акапасар,вӗтельнӗ. Шкулта вӗреннӗ чухнех икӗ библиотекӑра вуламан кӗнеке хӑварман. Атте ҫӗршер тенкӗллӗх хаҫат -журнал ҫырӑнса панӑ.Ваттисем каласа панине яланах тимлӗ итленӗ. Пӗр енчи кинемей патне вар-хырӑм шӑлма тухтӑрсем те пынӑ. Тепӗр енчи Вера Кимек юмахисемпе ете юррисемпе те питӗ маҫтӑр пулнӑ.
<br> Кӗскен каласан, малтан ҫавӑн пек вӗрентекен ялти академиксем пулнӑ . Вӗсенчен иртекеннисем истори факультетӗнче вӗреннӗ пулсан та ,пулман теме пулать. Историксенчен ҫамрӑкраххисем, вӑйлисем пулман,теприсем ватӑлма та ӗлкӗрнӗ пулнӑ. Малтан" академик" шайне ҫитха теме ҫук, академиксем ҫуки пирки "шай" тени пулма пултараймаҫ.

Paĝoj: 1, [2], 3, 4

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj