Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аркадий Русаков: Авалтан килнӗ этнос ячӗ

Аркадий Русаков09.03.2020 18:5111519 Пурĕ пăхнă

Эпир час-часах чӑваш халӑхӗн «чӑваш» текен этнос ячӗ хӑҫан пулса кайни ҫинчен калаҫатпӑр. Тата мӗншӗн-ха Атӑл тӑрӑхӗнчи пӑлхар халӑхӗн этнонимӗ Хусан ханлӑхӗ вӑхӑтӗнче «чӑваш» этнонимпа улшӑнни ҫинчен е кун пек улшӑну пулман та-ши, текен ыйту та нумай ҫынна канӑҫ памасть. 19 ӗмӗр вӗҫӗнче – 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пурӑннӑ Н.И.Ашмарин паллӑ историк-тюрколог авалхи пӑлхарсене ҫак «пӑлхар» ятпа ытти халӑхсем чӗннӗ, пӑлхарсем хӑйсене хӑйсем «чӑвашсем» тени ҫинчен каланине нумайӑшӗ пӗлетпӗр. Урӑхла каласан, ӑсчах ҫырнӑ тӑрӑх, ҫакна ӑнланмалла: 10-мӗш ӗмӗрте мӑсӑльман тӗнне йышӑннӑ пӑлхарсемпе кунта 13 ӗмӗрте килнӗ монгол-тутарсем тата кипчаксем 13–15 ӗмӗрсенче пӗр тутар этносне пӗрлешнӗрен, 10-мӗш ӗмӗрте мӑсӑльман тӗнне йышӑнман, хӑйсен тӑван чӗлхине ҫухатман пӑлхарсене 15 ӗмӗрте вӗсен авалтан килекен ячӗпе ҫӗнӗрен «чӑваш» тесе палӑртма тытӑннӑ иккен.

Н.И. Ашмарин каланипе тавлашма май ҫук, мӗншӗн тесен, «чӑваш» текен этнос терминӗ Хусан ханлӑхӗ тата Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ умӗнхи вӑхӑтсенчех пулни ҫинчен нумай истори факчӗсем калаҫҫӗ. Сӑмахран, авалхи Аслӑ Арменире ытти провинцисемпе пӗрле «Чувашрот» е «Чӑваш ӑрачӗ» провинци пулнӑ. Урӑхла каласан, пирӗн мӑн асаттесен пӗр пысӑк пайӗ авал Арменире те пурӑннӑ, вӗсене «чӑвашсем» тесе чӗннӗ. Чӑвашсем авал Кавказра пурӑнни ҫинчен чӑваш халӑх легендисем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Тата тепӗр истори фактчӗ: 12 ӗмӗр вӗҫӗнче – 13 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пурӑннӑ Ибн-эль-Асир араб историкӗ ҫырнӑ тӑрӑх, 1221 ҫулта тапӑнса кӗнӗ монгол-тутарсене хирӗҫ тухнӑ Араб халифачӗн ҫарӗнче 800 чӑваш юланутҫи те пулнӑ. Ку факт «чӑваш» этнос терминӗ 13- ӗмӗртех — монгол-тутарсем тапӑннӑ вӑхӑтрах пулни ҫинчен калать.

Нумай вырӑс тата ытти ҫӗршывсенчи историк-ӑсчахсем, чӑвашсем — ҫӗр ҫинчи чи авалхи нумай мар халӑхсенчен пӗри, тесе шутлаҫҫӗ. Ҫапла калакан ӑсчахсен хушамачӗсене ҫырса тӑмастӑп: вӗсен списокӗ ҫеҫ пӗр страницӑна ҫеҫ мар тултарма пултарӗ. Ӑсчахсем ҫырнине шута илсе, чӑваш халӑх историне авалтан пуҫласа паянхи кунччен ҫапла тапхӑрсемпе палӑртма юрать:

  • Чӑваш халӑхӗн авалхи Египетпа тата Шумерпа ҫыхӑннӑ тапхӑрӗ,
  • Шумер патшалӑхӗ саланнӑ хыҫҫӑнхи ӗмӗрсенчи Шубаши (Субарту) патшалӑхӗпе тата пирӗн эрӑчченхи 13–11-мӗш ӗмӗрсенчи Ассирипе ҫыхӑннӑ тапхӑр,
  • Кивӗ эрӑн пӗрремӗш пинҫуллӑхӗнчи Вӑтам Азире тата гуннсен Ҫӗршывӗн Китай енчи чиккинче вырнаҫнӑ Чеши (китайла — Чашшар, Субейси) патшалӑхӗнче авалхи чӑвашсем пурӑннӑ тапхӑр,
  • Ҫӗнӗ эрӑн пуҫламӑш ӗмӗрӗсенче гуннсемпе пӑлхарсен Европӑра пурӑннӑ тата Аттила патшан импери тапхӑрӗ,
  • Пӑлхарсемпе сӑварсен Кӑнтӑр-тухӑҫ Европӑра вырнаҫнӑ Аслӑ Пӑлхар тата Вӑтам Атӑл ҫинче вырнаҫнӑ Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗсен 13-мӗш ӗмӗрчченхи тапхӑрӗ,
  • Монгол-тутарсем 13-мӗш ӗмӗрте тапӑнса кӗнӗ хыҫҫӑнхи пӑлхар-чӑвашсем Ылттӑн Уртара, Хусан ханлӑхӗнче пурӑннӑ, паян Российӑра пурӑнакан тапхӑр.

Истори факчӗсем ҫак кӑтартнӑ кашни тапхӑртах «чӑваш» этнос ячӗ пулни ҫинчен калаҫҫӗ. М.А.Эшби Инди теологӗ, философи докторӗ каланӑ тӑрӑх, авалхи Египетра лотос чечекӗ тӗнчене ҫутӑ паракан ирхи шурӑмпуҫ символӗ пулнӑ; «лотос» — авалхи египетла — «шаваш». Исихий пӗлтернӗ тӑрӑх, Моисейӗн несӗлӗсем пулакан авалхи кимерсен (шумерсем), египетсен (волхорсем) тата савроматсен вӗсене пӗрлештерекен «чӑваш» ячӗ пулнӑ. Г. Кеннаман каланипе, «волхор» сӑмах «пӑлхар» сӑмахпа пӗр килет. А.В.Изоркин чӑваш халӑхӗн ятне шумер-аккад мифологийӗнчи Шаваш ятлӑ вӑрҫӑ туррин ячӗпе ҫыхӑнтарать. Н.Я.Марр каланӑ тӑрӑх, «чӑваш» сӑмах темиҫе пин ҫул каяллах Шумерта «сувар» — «сувас» — «шубаш», «чӑваш» улшӑнусем урлӑ пулса кайнӑ. Г.П.Егоров «чӑваш» сӑмахӑн тупсӑмне Шумерти Чашшар патшалӑхӗнчи чеш халӑхӗпе ҫыхӑнтарать: унӑн шухӑшӗпе «чӑваш» этнос ячӗ историлле улшӑннӑ «чеш» сӑмахӗ пулса тухать.

Пирӗн эрӑчченхи 13–11 ӗмӗрсенче Ассири патшисем хӑйсен ҫӗршывне субарсен-шубарсен-шубашсен патшалӑхӗ тенӗ. Пирӗн эрӑчченхи 11 ӗмӗрте Ассирие арамей-семитсем тапӑнса кӗнӗ. Ҫавна пула шубашсем-чӑвашсем, кӳршӗ гути тата хуррит йӑхӗсемпе пӗрлешсе, тухӑҫалла — Вӑтам Ази еннелле, каярахпа — Тӗп Азие тата Алтая кайнӑ. Тӗп Азире вӗсем гуннсен ҫӗршывӗнче (державинче) Чашшар (китайла — Шубаши, Субейси) патшалӑхне йӗркелесе пурӑннӑ. Асӑрхӑр: «ҫӗршыв» тата «держава» сӑмахсем пӗр пек илтӗнеҫҫӗ. Нумай ӑсчахсем «держава» сӑмах вырӑсла «держать» сӑмахран мар — чӑвашла «ҫӗршыв» сӑмахран тухнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Тухӑҫалла кайнӑ чӑвашсен пӗр пайӗ Кавказри авалхи Арменире Чӑваш ӑрачӗ (Чувашрот) провинцире пурӑнни ҫинчен каларӑм ӗнтӗ. Ассирире тӑрса юлнӑ шубашсем (чӑвашсем) каярахпа семитсемпе пӗр халӑха хутшӑнса кайнӑ. Ҫавӑнпа паянхи еврейпе чӑваш чӗлхисенче пӗр пек сӑмахсем питӗ нумай. В.В.Николаев тата В.Ф.Каховский «чӑваш» этнос ячӗ Чашшар патшалӑхӗнчи чеш халӑхӗн ячӗнчен улшӑнса пулнӑ, тесе ӑнлантараҫҫӗ.

Илсе кӑтартнӑ истори факчӗсем, ҫемҫен каласан, уйрӑм «инкек-ӑсчахсем» пирӗн халӑхӑн ячӗ «йӑваш» сӑмахран тухса кайнӑ тесе калакан «теорие» тӑрӑ шыв ҫине кӑлараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем ҫакӑн пек каланине вӗсем чӑваш халӑхӗнчен тӑрӑхласа кулни вырӑнне ҫеҫ хурас пулать. Тата ҫынран мӑшкӑлласа кулма юратнине пула флот службинчен кайма тивнӗ В.И.Даль, чӑваш халӑхӗнчен кулса, «чӑваш» сӑмах сысна ҫинчен калакан «чушка» сӑмахран пулса кайнӑ тени те аса килет. Сӑмаха май В.И. Даль ҫинчен каласан, вӑл чӗвашсем ҫине темшӗн питӗ кӳреннӗ пулас: А.С.Пушкин хӑйӗн тӗрлӗ ӗҫӗсенче чӑвашсене мухтаса ҫырнӑ вӑхӑтрах, В.И.Даль хӑйӗн вырӑс словарӗнче «народ» сӑмаха ӑнлантарнӑ чухне, чӑвашсем ҫинчен: «чуваши — народишко плохой» тесе ҫырать.

Анчах, ҫак куна ҫитсе, хамӑртан ҫынна мӑшкӑлласа култармӑпӑр ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен, ‚чӑваш“ сӑмах нимле ‚чушка“ сӑмахран та, «йӑваш» сӑмахран та пулса кайма пултарайманни ухмахшӑн та паллӑ. Пирӗн халӑха палӑртакан «чӑваш» этнос ячӗ хӑҫан тата ӑҫтан пулса кайни ҫинчен сумлӑ ӑсчахсем ҫырнине илсе кӑтартрӑм, мӗншӗн тесен. Ҫавӑнпа: «Сирӗн халӑхӑрӑн ячӗ «йӑваш» е «чушка» сӑмахран пулса кайнӑ» — текенсене тивӗҫлӗ хуравлама пӗлетпӗр. Тата пирӗн халӑх ӗлӗк йӑваш пулманнине кӑтартакан паянхи Евразийӗн тӗрлӗ ҫӗрӗсенче анлӑ сарӑлнӑ «чӑваш» сӑмахран тухса кайнӑ топонимсене те аса илтерме пултаратпӑр. Мӗншӗн тесен, йӑваш та хӑюсӑр халӑхӑн ҫыннисем, тӗнче касса, тӑван халӑхӗн ятне тӗрлӗ ҫӗрти топонимсенче хӑварса ҫӳреймеҫҫӗ. Темиҫе тӗслӗх ҫеҫ илсе кӑтартасшӑн: Пушкӑртстанри Баймак районӗн Кусей ялӗ ҫывӑхӗнчи Чуваштау тӑвӗ, Ишимбай районӗнчи Чувашка ҫырми, Зилаир районӗнчи Чувашленок ҫырми, Красноярск крайӗн кӑнтӑр енче юхакан Чувашка ятлӑ ҫырма, Челябинск облаҫӗнчи Златоуст хулинче Ай юханшывне юхса кӗрекен Чувашка ҫырми, Челябинск облаҫӗнчи Ай ҫырмин сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ Чӑваш тӑвӗ, Челепи облаҫӗн Кусинск районӗнчи Чӑваш ҫеҫенхирӗ, Ермак-Тукмак Ҫӗпӗр тутарӗсене парӑнтарнӑ Тӑпӑлпа Иртыш пӗрлешнӗ ҫӗрти Чӑваш сӑмсахӗ тата ытти те......

Хисеплӗ М.Н.Юхма пӗр-пӗринчен инҫетре вырнаҫнӑ пысӑк хуласен чӑвашла ячӗсем пуррине кӑтартать: Иерусалим — Мӗрселин, Варшава — Аршшав, Киев — Кӗйӳ, Москва — Мускав, Стамбул — Ӑстампул, Кострома — Хустӑрма, Кемерово — Кӗмӗр, Ярославль — Ярӑслав, Владимир — Улатимӗр, Нижний Новгород — Чулхула, Астрахань — Аҫтӑрхан, Пермь — Пирӗм, Казань — Хусан, Уфа — Ӗпхӳ, Царьград — Чархула, Саратов — Сарӑту, Санкт-Петербург — Питӗр, Оренбург — Эрӗнпур ... Хушса эпӗ те, Пушкӑртстанри Стерлитамак чӑвашла — Ҫтерлӗ, Мелеуз — Мелевӗс, Кумертау — Кӗмертав (редакци: Кӗмерту пулмалла ӗнтӗ) пулни ҫинчен каласшӑн. Илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсем чӑвашсем мӗн ӗлӗкренех Евразири нумай-нумай хуласем ҫинчен пӗлни, вӗсенче пулни ҫинчен калаҫҫӗ, вӗсем авалтанах хӑюллӑ халӑх пулнине кӑтартаҫҫӗ.

Ҫырнине пӗтӗмлетсе, «чӑваш» этнос ячӗ, «пӑлхар», «сӑвар», «гунн» сӑмахсем пекех, питӗ авалхи тата Евразире питӗ анлӑ сарӑлнӑ сӑмах пулни ҫинчен каласшӑн. Урӑхла каласан, «чӑваш» этнос ячӗ Хусан ханлӑхӗ тапхӑрӗнчен чылай-чылай, темиҫе пин ҫул маларах тӗнчере пулнӑ. И. Вантер- Комиссаров та: «Чӑваш» — питӗ авалхи сӑмах» — тесе калани ҫакнах ҫирӗплетет.

 

А. Русаков, Пушкӑртстан.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1117.89.8545
2020.03.10 14:37
Agabazar
Тăрри шăтăксем пуçтарăнма пуçларĕç.

Руссаккоф нимле идеолог та мар. Ăна идеологи патне çывăха та ямаççĕ. Эп пĕлнĕ тăрăх, вăл çын — тухтăр. Врач.

Статьяна вуласа тухас пулать, мĕн те пулин çăвар уçса калас тесен.

Русаков хăта кунта нимле "сувар" пирки те каламасть (Марр сăмахĕсене чуххăммăн туртса кăларнине шута илмесен).Варыксем — суяççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен ĕсĕ çавă — суясси. Çаванпа тăранса пурнаççĕ. Çăкăр та кирлĕ мар, çĕрулми те кирлĕ мар. Суяпа тăранса пурнаççĕ.

Сувар тенине кунта Русаков пачах та асăнман. Марр тенине асăннă, Сувар тени пирки чăннипе нимех та каламан.

А леш Алмантай-Ювеналсене илес пулсан, вĕсем те пушă вырăн çеç. Чăн та, хитре хуплашкаллă кĕнекесем кăлараççĕ ĕнтĕ. Анчах та ку вĕсем çавна кура сасартăк историк, лингвист тата ытти çавнашкал специалист пулса тăнине пĕлтермест.

Варыксем пире ак çапла халь тыттарма хатĕрленеççĕ: 1)Чăваш авалхи Арменири Чăвашротран пулнă. 2)Чăваш авалхи Арменири Сăвартан пулнă. Çак икĕ япалана, ытти арăш-пирĕшсене шута илмесен те, пĕр-пĕринпе çыпăçтараймастăн.

Кармаçăварсемсĕр пуçне паянхи кун никам та кунашкал сÿпĕлтетме пултараймасть.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.10 18:17
Чӑваш сӑмах питӗ авалхи тенипе килӗшмелле,анчах та чӑваш ятлӑ халӑха 16 ӗмӗр пуҫламӗшӗнче тин асӑннӑ. КУ ФАКТ. Кавказра тата ытти ҫӗртре чӑваш майлӑ илтӗнекен сӑмахсем пулни те уйрӑм пӗтӗмлетӳ тутармаҫ. Пӗтӗмӗшле илсен Ашмарин калани те Николай Мефодьев версине хирӗҫ мар. Чӑваш сӑмах явуз -грозный енелле ҫывӑхрах. Йӑваш пачах урӑхла пӗлтерӗшлӗ.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.10 18:29
Далее о том что написал Даль о слове "чуваш" со слов простых русских крестьян .Как некоторые искажают сегодня слово "тюрк" ? Называют "чурки". На самом деле "тӗрӗк" в переводе на русский должен звучать как "оплот","сила","мощь". Так и со словом "чуваш". Престижное слово так было искажено и явно не от великой любви к остальным народам. Как писали о других народах русские летописцы,"поганые" или "варвары". Возвеличивай себя унижая других ? Не стоит обижаться на неграмотных крестьян и на автора который не был ни историком,ни филологом.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.10 18:46
Как было на самом деле ? Монголы и другие кочевые племена подгоняли лошадей выкриком "ЧУ".На Руси "чу" означала будь на стороже .У дунайских болгар "чуваш" озназает "слышать".На украинском" човен" быстрая лодка. У турок чавуши "быстрые как молния". В итоге, подзывая свиней русские крестьяне говорили "быстрей,быстрей" ,ни Даль ,ни крестьяне не понимали истинного значения этих слов. Теперь ясно вам всем ? Одно из значений слова "чуваш" это "быстрый",другое- "главный" . Не стоит пугаться и слова "чувак" с современным значение "молодой человек" . Молодой конечно "быстрый" ,молодой еще и "новый". Не зря чавуши обучали янычар (новое войско) ,а чуваши черемисс. Новое сословие,новая быстрая армия,новоселы на Горной Стороне прибывшие из под Казани вот вам и чуваши. Николай Мефодьев версийӗпе пӗтӗмпех ӑнланмалла пулӗ.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.10 18:55
Суварсем те пӑлхарсем пекех "чӑвашланнӑ" тенине хирӗҫ мар,анчах та сувар ятран нимле майпа та чӑваш ят пулаймаҫ . Кун пек каҫӑ пулман. Чӑвашсем ислам тӗнне йышӑнман тени те СУЯ. Ун чухнехи ислам тӗнӗ кайранхи чӑвашсен "язычество" евӗрех пулнӑ.
Agabazar // 2053.26.5752
2020.03.10 19:18
Agabazar
Микула, ан суй, Эс ним те пĕлместĕн.
Agabazar // 2053.26.5752
2020.03.10 19:20
Agabazar
Микула, эс Даль сăмахсарĕ пирки те ним те пĕлместĕн. Эппин, ан суй каллех.
Agabazar // 2053.26.5752
2020.03.10 19:21
Agabazar
<<Как было на самом деле>> темешкен Микуласен нимле хевте те çук.
Agabazar // 2053.26.5752
2020.03.10 19:28
Agabazar
Тепĕр хут: Даль сăмахсарĕничи тата Максим Горькийен "Детство" кенекинчи "чуваша" сăмах чаваш ятпа нихăш енчен те çыхăнман.

Çырса илессе те вăл сăмаха чăвашсене пачах та пĕлмен вырăссем хушшинче çырса илнĕ. Таçти Чулхула, Ярославль, Псков, Вологда, Тверь еннелле. Унталли вырас хресченсем тĕнчере чавашсем те пурри пирки тĕлленмен те, чухламан та.

Паян та тĕлленмеççĕ те, чухламаççĕ те.

Ĕлĕк те çапла пулнă, халĕ те çавăн пек. Глобализаци текенни пулăшайман. Пĕлмеççĕ, пĕлмен, пĕлес те темеççĕ.

"Чăваш" тени вĕсене ним тума та кирлĕ мар.
Agabazar // 2053.26.5752
2020.03.10 19:30
Agabazar
Такштă, Микула, кунта, Улăп пек курăнса, вĕрентем пекки туса ан лар.

Эс никама та вĕрентейместĕн.

Paĝoj: 1, 2, [3], 4

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj